Культура
«Канаш» хаҫат страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Самое время» передачӑна Канаш арҫыннине хӑнана чӗннӗ. Екатерина Стриженева телеертӳҫӗ Сергей Ефимовран интервью илнӗ. Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ. Канаш ҫыннин сӑввипе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, Александр Маршал юрӑ ҫырнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
t.me/pcheb_21 каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ачасем урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ. Ҫавна видео ӳкерсе илсе халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче лартса тухнӑ. Чӑн та, пӗр енчен, ачасем урамра, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳренӗшӗн, савӑнмалла. Анчах, тепӗр енчен, урам каток пулса ларни ятарлӑ организацисем ҫав ҫула епле тытса тӑнине кӑтартса парать. Сывлӑш температури улшӑнса тӑнӑ чухне ҫул-йӗр пӑрланса ларать-ха, анчах урамри ҫула яваплисем хӑйӑр-тӑвар тавраш пӗртте сапмаҫҫӗ-ши? Пӑрланса ларнӑ ҫулпа утса иртме те, транспорта ҫӳреме те хӑрушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ скриншот Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри министрсем чӑвашла челлендж ирттерме йышӑннӑ. Тӗнче тетелӗнчи ырӑ акцие республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пуҫарса янӑ. Вӑл унччен пӗр кун республика Элтеперӗ Олег Николаев наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварассипе канашлу ирттернине пӗлтернӗ май чӑваш чӗлхи хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн, ҫемйин чӗлхи пулнине палӑртнӑ. «Шел те, эпӗ хамӑн ачасемпе чӑвашла калаҫмастӑп. Юсанма вӑхӑт. Ҫитменнине тата чӑвашсем ҫинчен каласа кӑтартмалли нумай. Чӑвашсем чи юрӑллӑ-кӗвӗллӗ халӑх пулнине эсир пӗлнӗ-и? Юрламан е пӗр-пӗр музыка инструменчӗпе калама пӗлмен ҫынна хисеплемен», – тесе ҫырнӑ министр «Контактра». Дмитрий Краснов «#говорюначувашском», «#поюначувашском» челлендж пуҫарса ярассине пӗлтернӗ; видео, аудио ҫырса илсе маларах асӑннӑ хештегсемпе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӑй вӑл чӑвашла ваттисем сӑмахӗсене ҫырса илнӗ. Эстафетӑна Дмитрий Краснов ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта Атӑл хӗрринче "Вутӑшпи" пур. Ӑна Андрей Молоков скульптор пӑртан ӑсталанӑ. "Вутӑшпи" хӗллехи ишевӗн "АкваАйСпорт" федераци ҫурчӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Сӑмах май, Андрей Молоков пӑрпа кӑна мар, улӑмпа та, хӑйӑрпа та, утӑпа та ӗҫлет. Кӑҫал вӑл фестивальсенче пӑртан скульптура ӑсталаса икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: пултараллӑ скульптор И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Валерий Бойков тухтӑр, врач-травматолог, медицина наукисен докторӗ (1996), профессор (1998), Чӑваш Республикин наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2002) 70 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1953 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнче тата клиника ординатуринче вӗреннӗ. 1983 ҫулта вӑл ҫав аслӑ шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Валерий Бойков 227 ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ, 18 тӗпчев авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ ятпа «Пишу не карандашом, а кусочком сердца» астӑвӑм каҫӗ-портрет иртӗ. Мероприятие чӑваш ҫыравҫисем, ученӑйӗсем, журналистсем пырса ҫитӗҫ, ҫыравҫӑн пултарулӑхне хакалакан ытти чӑваш хастарӗ пухӑнӗ. Астӑвӑм каҫӗнче литература анине 1928 ҫулта ҫирӗппӗн ура ярса пуснӑ ҫыравҫӑн хӑйне евӗр пултарулӑхӗпе унӑн хайлавӗсен илемне сӳтсе явӗҫ. Унта Яков Ухсайпа Мария Ухсайсен хӗрӗ, ашшӗпе амӑшӗн пуян эткерлӗхне упрассипе ҫине тӑракан Ольга Ухсай, та хутшӑнӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
wi-fi.ru сайтри сӑн Улатӑрта 12 ҫын пыршӑлӑх инфекцине пула пульницӑна лекнӗ. Вӗсем пурте суши-барта пулнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Первомайски урамӗнче вырнаҫнӑ кафере пулнӑ 11 ҫын тата унта ӗҫлекен 1 ҫын чирлесе ӳкнӗ. Шар курнисен йышӗнче – 4 ача. Пурне те пульницӑна вырттарнӑ. Анализсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Сальмонелла тупса палӑртнӑ. Суши-бар хуҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, хушма профилактика мероприятийӗсем ирттерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Республикӑра хитре ҫанталӑк тӑрать: уяр, сивӗ мар. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та уяр пулӗ. Кӗҫӗр 14-19 градус таран сивӗтӗ, ыран кӑнтӑрла 6-11 градус тӑрӗ. Эрне варринче пӗлӗтленӗ, ҫил вӑйланӗ. Ҫапах юр ҫумӗ. Термометр 2-7 градус сивӗ кӑтартӗ. Эрне вӗҫӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ, ҫил вӑйланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач вӗҫлениччен ҫанталӑк татах ӑшӑтса илӗ, ҫил вӑйланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kartinkin.net сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурине сусӑр ачана кирлӗ препаратсемпе тивӗҫтерменни пирки ҫӑхав ҫитнӗ. Ачана кашни кун инсулин ямалли йӗп тата юнри глюкоза шайне тӗрӗслемелли тест кирлӗ. Анчах ӑна вӗсемпе тивӗҫтермен. Прокуратура тӗрӗслев пуҫарсан пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Ведомство Хулари ача-пӑча клиники тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра ачан пӗтӗм препарат пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Лиза Алерт» отряд страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем «Лиза Алерт» шырав отрячӗ пӗлтӗр ҫухалнӑ арҫынсене шырать. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар районӗнчен, тепри — Етӗрне районӗнчен. Вӗсем ӑҫти пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе паллӑ мар. 53 ҫулти Анатолий Моисеев Шупашкар районӗнчи Мӑналта пурӑннӑ. Вӑл 173 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗксӗм ҫӳҫӗ шуралма пуҫланӑ, тӗксӗм симӗс куҫлӑ. Килӗнчен арҫын хура куртка, хура джинс шӑлавар, хура кроссовки, хура калпак тӑхӑнса тухса кайнӑ. 65 ҫулти Владимир Филиппов Етӗрне районӗнчи Мӑн Чурашран. Вӑл — 175 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка пӳ-силлӗ. Кӑвак курткӑпа, хура шӑлаварпа, тӗксӗм симӗс атӑпа, хура калпакпа пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |