Персона
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑҫал пирӗн республикӑра тӑван халӑхӑмӑра тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларассипе нумай ӗҫленӗ Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ куна тивӗҫлипе палӑртас ыйтӑва Правительство ҫуртӗнчи канашлурах сӳтсе явнӑччӗ. Халӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫавна май йӗркелӳ комитечӗ туса хурӗҫ, мероприятисен планне палӑртӗҫ. Иван Яковлевӑн эткерлӗхӗ капашсӑр пысӑккине кура мероприятисене культура тата вӗрентӳ учрежденийӗсенче тата ытти организацире анлӑн палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енре вӗрентӳпе производство центрӗсен (кластерӗсен) ӗҫне сӑнаса тӑракан регионти канаш йӗркеленӗ. Республика ертӳҫин хушӑвне епле пурнӑҫланине сӑнаса тӑрассишӗн Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ тесе йышӑннӑ. Ларӑва канаш ҫулталӑкра икӗ хутран кая мар пуҫтарӑнӗ. Лару иртнӗ тесе йышӑнма канаш пайташӗсенчен ҫурринчен сахал мар йышӗ пухӑнмалла. Пӗр-пӗр йышӑну тунӑ чухне уҫӑ сасӑлав ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр водитель ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗ. 9 ҫулти хӗрача Хусанкай урамӗнче, ҫуран ҫӳрекенсем каҫса ҫӳремелли, анчах светофор ҫук вырӑнта, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине «AudiА4» автомобиль пырса кӗнӗ. Водитель ачана пулӑшма та, тухтӑрсемпе патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсене чӗнсе илме те шухӑшламан. Инкек хыҫҫӑн хӗрача пульницӑна кайнӑ. Турра шӗкӗр, ача суранланса пӗтмен. Ҫул-йӗр правилине пӑхӑнман водитель 23 ҫулти каччӑ пулнине тупса палӑртнӑ. Ӑна административлӑ майпа иртнӗ ҫул 5 хутчен явап тыттарнӑ, чылай чухне – хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Чеб.ру" сайтри сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарта Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен автобус ҫунса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ инкек сӑлтавне шыраҫҫӗ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ: авӑн уйӑхӗнче автобус техосмотр витӗр тухнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче техобслуживани пулнӑ. Ирхине, инкек кунхине, рейс умӗн те транспорта тӗрӗсленӗ. «Автобус лини ҫине тухиччен юсавлӑ пулнӑ. Следстви пӗтсен мерӑсем йышӑнӗҫ», - тенӗ ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин. «Ивеко» автобус дизельпе ҫӳренӗ, газ баллонӗсем пушӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
vsegda-pomnim.com сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран республикӑра юр, хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать. Кӗҫӗр 5-10 градус сивӗ пулӗ. Ыран кӑнтӑрла - 0-5 градус сивӗ. Ҫил кӑнтӑртан ҫеккунтра 3-8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫул ҫинче пӑрлак - асӑрханмалла. Сӑмах май, ҫак кунсенче Мускав ҫыннисене пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ав халӗ кунашкал ҫанталӑк пирӗн республика еннелле ҫывхарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине, Кӑшарни умӗн, Чӑваш Енре 10 пин ҫын вакра шыва кӗнӗ. Ҫав йышран 1200-шӗ – Шупашкарта. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пур ҫӗрте те инкексӗр иртнӗ. Республикӑра шыва кӗмелли 103 вырӑн хатӗрленӗ. Кашнин патӗнче тивӗҫлӗ службӑсем дежурствӑра тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 500 ытла ҫӑлавҫӑ, тухтӑр тата полици ӗҫченӗ. Шыва кӗмелли вырӑнсенче ӑшӑнмалли 28 пункт ӗҫленӗ. Унта ҫынсен хывӑнса тӑхӑнма, вӗри чей ӗҫме май пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтӗчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти шкулсенчен вӗренекенсемпе вӗрентекенсене паян та эвакуациленӗ. Паян та — 20 ытла шкултан. Ачасемпе учительсене урамра шӑнса тӑрасран ҫывӑхри учрежденисене илсе кайнӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсемпе васкавлӑ службӑсем пырса ҫитнӗ. Яваплисем тӗрӗслесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасем парта хушшине ларнӑ. Аса илтерер: ӗнер Шупашкарти 24 шкула эвакуацилеме тивнӗ. Йӑлтах – мина хунӑ тесе пӗлтернине пула. Анонимлӑ хыпарсем электронлӑ почтӑна килнӗ. 24 шкулти ачасене ирхине урама кӑларнӑ. Вӗсем тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗр заместительне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министерствӑри пысӑк вырӑнпа Сергей Фролов сывпуллашнӑ. Унта вӑл 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ, унтан — ахаль заместитель. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх службинче тимлеме пуҫӑниччен вӑл ял хуҫалӑх культурисем туса илекен организацире ӗҫленӗ. Паян Сергей Артамонов министрӑн икӗ заместитель: Инна Волкова (пӗрремӗш ҫум) тата Ольга Кудрявцева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ЛДПР депутачӗсем раштавӑн 31-мӗшне канмалли кун тесе йышӑнма сӗннӗ. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ун чухне нумайӑшӗ отгул илет. Кун тӗлӗшпе мӗнле йышӑну пуласси паллӑ. Раҫҫей Министрсен Кабинечӗ ку сӗнӗве ытлашши тесе хакланӑ, ЛДПР депутачӗсен шухӑшӗпе килӗшмен. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кирлӗ тӗк ытти канмалли куна раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине куҫарма пулать. Ҫакна тума саккун чармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Элтеперне Олег Николаева 6 ҫын пулӑшса пырӗ. Улттӑмӑшне ҫак кунсенче ҫирӗплетнӗ. Унччен Элтеперӗн 5 пулӑшуҫӑ пулнӑ. Халь ку должноҫе тепӗр ҫынна, Наталья Камаевӑна, ҫирӗплетнӗ. Унччен ҫутҫанталӑк министрӗн пресс-секретарӗ пулнӑскер пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче "PRОФИ" пиарщиксен конкурсӗнче "Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем" номинацире мала тухнӑ. Ҫапла халӗ Олег Николаевӑн 6 пулӑшуҫӑ: Иван Даренков, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Олег Моляков тата Иван Филиппов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |