Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи
cap.ru сӑнӳкечӗкӗ
cap.ru сӑнӳкечӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Мӑналти шкулта ӗҫлекен Анжела Московцева тӑван республикӑмӑр чысне Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртекен тӑван чӗлхе учителӗсен конкурсӗнче хӳтӗлӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Карачай-Черкесск Республикине пуҫтарӑнӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансем хатӗрленӗ видеопаллаштарушӑн халех сасӑлама пулать. Конкурса 104 ҫын, ҫав шутра 72 учительпе 32 воспитатель, хутшӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-40545094_108063
 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Шупашкар администрацийӗнче ӗҫлекен ҫын, ертӳҫӗ, ултавҫӑсен серепине лексе пухса пынӑ 1,4 миллион тенкине куҫарса панӑ. Ҫак кунсенче вӑл полицирен пулӑшу ыйтнӑ.

Ун патне мессенджерта пӗлӗшӗ ҫырнӑ. Чӑннипе вара вӑл ултавҫӑ пулнӑ, пӗлӗшӗн аккаунтне «ҫӗмӗрнӗ». Хайхискер кӗҫех ун патне йӗрке хуралҫи шӑнкӑравласса пӗлтернӗ, вӑл мӗн каланине тума ыйтнӑ. Чӑнах та, кӑштахран хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ арҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫапла ертӳҫӗре ӗҫлекен хӗрарӑм 1,4 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ, 56-мӗш, концерт сезонне уҫнӑ. Ҫав ятпа вӑл «Белые мелодии» (Чӑв. Шурӑ кӗвӗ) концерт хатӗрленӗ.

Мускаври I джаз фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи – «ДЖАЗ – ТОНиКа» эстрадӑпа джаз музыкин оркестрӗ ҫав каҫ Поль Мориа, Анатолий Кальварский, Джордж Ширинг хайлавӗсене янӑратнӑ. Элтон Джон тата Стинг юррисене Василий Федоров, Юлия Фалина, Ирина Сурикова, Михаил Миронов квартечӗ тата капелла солисчӗсем – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Макаров тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Наталья Ильц шӑрантарнӑ.

 

Республикӑра
smartik.ru сӑнӳкерчӗкӗ
smartik.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри кашни муниципалитетрах «Добро.Центр» (чӑв. Ырӑ.Центр) волонтерсен пӗрлешӗвӗсем уҫӑлмалла. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Нимелӗхе аталантармалли канашӑн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ.

Паянхи кун пирӗн республикӑра 56 пин волонтёр шутланать иккен.

«Ырӑ.Центрсем» уҫӑлни нимелӗхе урӑх шпя куҫарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.

«Нимелӗхӗн мӗнпур енне аталантарса пымалла, унпа пӗрлех ҫӗнӗ проектсем шухӑшласа кӑлармалла», — тенӗ республика ертӳҫи Олег Николаев.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 12 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче, А-151 федераци ҫулӗн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Шел те, инкек ҫын пурнӑҫне татнӑ.

ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа-Карнивал» машина унпа ҫула май пыракан «Опельпе-Астрӑпа» ҫапӑннӑ. Лешӗ «Чанган» кроссовер ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку вара «Ниссан» ҫине пырса кӗнӗ. Пур водитель те урӑ пулнӑ.

Аварире «Ниссанри» 40 ҫулти пассажир вилнӗ. Унтах пулнӑ хӗрарӑмпа икӗ ача суранланнӑ. Вӗсем ҫула май машинӑпа пульницӑна ларса кайнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Энтимӗркассинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асра тытса мемориал вырнаҫтарнӑ.

Ӗҫе пурнӑҫлама электрон аукцион витӗр «Стройцентр» организацие суйласа илнӗ. Мемориала уҫма пурӗ 2 миллион та 171,4 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав суммӑран 1,3 миллионне республика хыснинчен уйӑрнӑ, вырӑнти хыснаран – 755,5 пин тенкӗ, бюджет мар ҫӑлкуҫран – 113,1 пин тенкӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ сезона уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Унта чаршава авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ.

Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театрта ҫав кун харӑсах икӗ хутчен спектакль кӑтартӗҫ. Пӗрре — кӑнтӑрла, 13 сехет те 30 минутра; тепре — каҫпа, 18 сехет те 30 минутра.

Иккӗшӗнче те пӗр ӗҫех, Александр Островскин «Гроза» спектакльне, кӑтартӗҫ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти ҫынсен мессенджерӗсене аферистсем «ҫӗмӗрнӗ» тӗслӗх нумайланнӑ. Кун пирки йӗрке хуралӗ пӗлтерет.

«Манӑн пӗлӗшшӗн сасӑла» текен каҫӑ килет те ҫын унта пусать. Кун хыҫҫӑ вӑл хӑйӗн мессенджерне кӗреймест, унпа аферист хуҫаланма тытӑнать.

67 ҫулти хӗрарӑм та ун патне пӗлӗшӗ ҫырать тесе шутланӑ. Лешӗ 50 пин тенкӗ кивҫен пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним япӑххи пирки те шутламан, пӗлӗшне пулӑшма тесе 50 пин куҫарса панӑ. Чӑннипе вара ҫав ҫын ултавҫӑ пулнӑ. Вӑл пӗлӗшӗн мессенджерӗпе хуҫаланнӑ. Пӗлӗшӗ вара кӑшт маларах ача ӳкерчӗкӗшӗн сасӑлама ыйтса янӑ каҫӑ ҫине пуснӑ-мӗн.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр районӗнчи 67 ҫулти хӗрарӑмӑн иккӗмӗш хут инфаркт пулнӑ. Ӑна пӗр тӑхатамасӑр операци кирлӗ пулнӑ. Юрать, пациента санавиаципе Шупашкара илсе ҫитернӗ.

Хӗрарӑм авӑнӑн 13-мӗшӗнче кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Анчах выртсан иртсе кайнӑ та эмел ӗҫмен, тухтӑрсене чӗнмен. Кайран вӑйлӑрах ыратма пуҫланӑ. Кун хыҫҫӑн мӑнукӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Санавиаципе ӑна Республикӑри клиника пульницин юн тымарӗсен центрне илсе ҫитернӗ, ҫийӗнчех операци тунӑ. Ҫапла тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Халӗ хӗрарӑм хӑйне лайӑхах туять.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче тракторист сарӑмсӑр вилнӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн тракторӗ айне пулнӑ.

Ҫав кун «Труд» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче 15 сехетре 34 ҫулти арҫын удобрени пушатнӑ чухне хӑйӗн тракторӗн кустӑрми айне пулнӑ. Вӑл ҫавӑн чухнех сывлама пӑрахнӑ.

Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ. Ку ӗҫе Ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсене те явӑҫтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/1513
 

Страницӑсем: 1 ... 493, 494, 495, 496, 497, 498, 499, 500, 501, 502, [503], 504, 505, 506, 507, 508, 509, 510, 511, 512, 513, ... 3940
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑр пӗлмен ӗҫе пуҫӑнма сӗнмеҫҫӗ. Информаци ҫителӗксӗрри тата кирлӗ опыт ҫукки палӑртнине ҫӗнсе илме чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра асӑрханулӑх - ӗҫри чи лайӑх канашҫӑ.

Утӑ, 16

1964
61
Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...