Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 7 сехет те 33 минутра Пӑрачкав ялӗнче «КамАЗ» Комсомольски урамӗнчи 72-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи газ пӑрӑхне лектерсе йӑтса антарнӑ. Ҫывӑхри ҫурта газ лекнӗ, электричество замыканийӗ пулса пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 1 сехетре сӳнтернӗ. Ҫурт вӑйлах сиенленнӗ. Юрать-ха, хӑть кӳршӗри пӳрте ҫунса кайма паман: пушарнӑйсем тӑрӑшнипе ҫулӑм ун ҫине куҫман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ogastrite.ru сайтри сӑн Кӑҫалхи пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен 1,3 проценчӗ Канаш районӗнче пурӑнать. Ҫакна кура район администрацийӗ чи урӑ урама тата чи урӑ яла палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех Канаш районӗнче эрех-сӑрапа тӑтӑшах айкашакан ҫынсен списокне хатӗрленӗ. Вӗсене нарколог патне сипленме ярасшӑн. Кунсӑр пуҫне районти медӗҫченсем рейдсем ирттереҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра эрехпе иртӗхекен ачасемпе ашшӗ-амӑшне тупса палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, автокросс енӗпе чемпионат тата первенство ирттерме палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинче йӗркелӗҫ. Классем «Д3-спринт», «Д3-мини», Д-2-юниор», «д2-1600», «Д2Н, «Д-2- классика» спортсменсем валли кӑна пулӗҫ. Аса илтерер: Республика кунӗнче «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ маҫтӑрӗсем» фестивальсем, ытти мероприяти иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Марина Якимова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкул Николай Шупуҫҫынни ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланӑ. Ку хыпара асӑннӑ шкулта вӗреннӗ Марина Якимова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Асӑннӑ информаци тӑрӑх хакласан, ҫав пулӑм ячӗпе шкула сумлӑ хӑнасем, шкулта тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем пуҫтарӑннӑ. Николай Васильевич Шупуҫҫынни (Васильев) 1889 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи Иккасинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренме ӗмӗтленнӗскере революци юхӑмне хутшӑннӑшӑн пӗлӳ заведенийӗнчен кӑларса яраҫҫӗ. Талпӑнуллӑскер кӑштахран Чӗмпӗре таврӑннӑ, куҫару комиссийӗнче К.В. Ивановпа пӗрле ӗҫлеме тытӑннӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗрти гимназире учитель ятне илме экстерн йӗркипе экзамен тытнӑ. Литература ӗҫне вӑл 1906 ҫулта пуҫӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шӑматкун, 27 мая, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Библионочь» (чӑв. Библиокаҫ) Пӗтӗм Раҫҫейри акци черетлӗ хутчен иртӗ. Кӑҫалхи пулӑмӑн девизӗ — «Пӗрле вулатпӑр». Вулавӑшра ӗнентернӗ тӑрӑх, библиокаҫра иртекен мероприятисем тӗрлӗ енлӗ пулӗҫ. Библиотекӑна пӗрмай ҫӳрекенсем те, сайра хутра пырса каякансем те унта хӑйсене валли кӑсӑкли тупасса шанаҫҫӗ. Театр ӳнерне юратакансем валли ҫав каҫ Александр Островскин «Волки и овцы» пьеси тӑрӑх лартнӑ инсценировкӑна тата испани поэчӗн Федерико Гарсиа Лоркӑн «Нить судьбы» лирики тӑрӑх хатӗрленӗ моноспектакле кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян 14 сехетре ЧР Наци влулавӑшӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫутта тухнин вӑраха тӑсӑлнӑ ҫутти» (вырӑсла – «Долгий свет просвещения) курав уҫӑлать. Паян – Славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунӗ. Курав паянхи кун уҫӑлни – ахальтен мар. Иван Яковлева ывӑлӗ манаҫлӑ ҫуттакӑларуҫӑпа, гуманистпа танлаштарнӑ. «И.Я.Яковлев чӑваш халӑхӗшӗн тӗттӗм вӑхӑтра шӑпа пӳрни пулнӑ», - тенӗ вӑл. Курава «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» концепци тавра йӗркеленӗ. Ун урлӑ Иван Яковлевӑн педагогика ӗҫне, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнине кӑтартса панӑ. Унта документсемпе те паллашма май пур. Ҫав шутра – Раҫҫей патшалӑх вулавӑшӗнчи «Халалӑн» чӑвашла тата вырӑсла алҫырӑвӗпе те. Чылай экспонат – ЧР Наци вулавӑшӗн фондӗнчен. Ҫав шутра Иван Яковлев чӑвашла куҫарнӑ «Чӑн тӗн кӗнеки – Начальное учение православной христианской веры» кӗнеке те, 1911 ҫулта чӑвашла тухнӑ «Ҫӗнӗ халалӑн» тулли изданийӗ те, 1872-1919 ҫулсенче тухнӑ чӑвашла букварьсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан хастар ватӑсем паян пӗр шухӑшлӑ пулса пысӑк йышпа хулари парксенчен пӗринче пухӑннӑ. Вӗсем Пӗтӗм тӗнчери скандинави уттин кунне ҫавӑн пек паллӑ тунӑ. Икӗ алла икӗ туя тытса утакансен йышне чӑваш парламенчӗн депутачӗ Виктор Горбунов та тӑнӑ. Вӑл «Аслӑ ӑру» парти проекчӗн республикӑри координаторӗ пулнӑ май кинемейсене сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса тӑнӑшӑн ырласа мухтанӑ. Скандинави уттин кунне хутшӑннисен йышӗнче 83 ҫулти Стаина Гурьева та пулнӑ. Халӑхпа иртекен пысӑк мероприятисене вӑл яланах хастар хутшӑнать иккен. Спортпа та туслӑ, ал ӗҫӗпе аппаланма юратать, хулари культура учрежденийӗсене тухса ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта кӳлмекре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пуласси пирки хыпарланӑччӗ. Ӑна ҫитес ҫул хута ямалла. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ТАСС агентствӑна музей тумашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине пӗлтернӗ. 80 миллион тенке яхӑн. "Строительство валли 40 миллион кирлӗ. Унтан музея хӑтлӑлатма укҫа кирлӗ пулӗ", - тенӗ Олег Алексеевич. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кун валли тепӗр 40 миллион тӑкакланӗ. Аса илтерер: унччен проектпа ӗҫ документацине хатӗрлеме, инженери ывтӑвӗсене татса пама 3,2 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи (халӗ округ теме пуҫларӗҫ-ха) Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче пурӑнакансене ӗҫмелли шыв ыйтӑвӗ чылайранпа пӑшӑрхантарнӑ. Таса шыва ял ҫыннисем хуларан канистрӑпа турттарса пурӑннӑ, пахча шӑварма вара ҫӑлкуҫ алтнӑ. Анчах унти шыв акшарлӑ пулнӑ. Яла йӗркеллӗ шывпа тивӗҫтерес тесе 2013 ҫулта проект хатӗрленӗ-ха, анчах унтанпа вӑл кивелнӗ. 2019 ҫулта проекта ҫӗнетес ыйтупа тепӗр хутчен ҫине тӑма тивнӗ. Вырӑнти хастарсем ҫине тӑнипе ҫав ӗҫе вӗҫлеме май килнӗ. Халӗ 460 ҫурта шывпа тивӗҫтерес ыйту вӗҫленсе пырать. Кун пирки ялти хастар хӗрарӑмсенчен пӗри Алина Малова каласа кӑтартнӑ. Укҫа-тенкӗ енӗпе республика хыснинчен пулӑшмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Уйӑх юлташне ҫӑлни» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Ирина Кошкина. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма «вӑтам ҫулти ачасем валли хатӗрленӗ, унта ҫичӗ калав кӗнӗ». Иринӑн ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсем маларах «Пирӗшти патне янӑ ҫыру», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка», «Ҫул кайӑкӗ» сборниксенче кун ҫути курнӑ. Ирина Кошкина 1994 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ пулса ӗҫлет. 2023 ҫултанпа вӑл – «Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗ» общество организацийӗн членӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |