Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Трак тӑрӑхне туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.01.2025 03:26 | 53 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейски муниципалитет округне (Трак районне) туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Кун пирки Виталий Михайлов хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Красноармейскине малтан Трак ятпа пӗлнӗ, ҫавӑнпа халӗ те ку тӑрӑха Трак Енӗ теҫҫӗ. Ҫурҫӗр енче Шупашкар районӗпе, кӑнтӑрта Канашпа Вӑрнар районӗсемпе, хӗвел анӑҫ енче Элӗкпе Муркаш районӗсемпе тата ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче Ҫӗрпӳ районӗпе чикӗленет. Чӑваш Енре вӑл лаптӑкӗпе чи пӗчӗк район шутланать.

Района Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Тӑвакан Тӗп Комитечӗн Йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче туса хунӑ. Ӑна малтан Трак районӗ тенӗ, каярах, 1940 ҫулта, Красноармейски ятпа улӑштарнӑ. Пирӗн район кун-ҫулӗ ҫакӑнтан кӑна пуҫланмасть, паллах, унӑн тымарӗсем темиҫе ӗмӗр каяллах, сӗм авалах никӗсленнӗ.

Красноармейски районӗн хальхи ҫӗрӗ ҫинче пирвайхи ҫынсем темиҫе пин ҫул каяллах пурӑнма пуҫланӑ. Кун ҫинчен район тӑрӑхӗнче ирттернӗ археологи тӗпчевӗсемпе истори палӑкӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ: Ҫӗньял Упи таврашӗнче вырнаҫнӑ авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑнӗ, Красноармейски ҫывӑхӗнчи Мӑн Шетмӗ юхан шыв хӗрринче вырнаҫнӑ улӑп тӑпри, Кӑмакал ялӗ ҫывӑхӗнчи улӑп тӑпри (пӑхӑр ӗмӗрӗ), Тусай ялӗ ҫывӑхӗнчи Хулату ятлӑ хулаш, Мӑн Шетмӗ яле ҫывӑхӗнчи Мӑн сӑрт ятлӑ хулаш, Кӳлхӗрри Карай ялӗ ҫывӑхӗнчи улӑп тӑпри (тимӗр ӗмӗрӗ), Кӗрекаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑн тата масар, Янмурҫин ялӗ ҫывӑхӗнчи хулаш (вӑтам ӗмӗрсем). Археологсем чавса пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: эпир - авалхи Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн йӑхӗсен еткерӗсем. Халапсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вун виҫҫӗмӗш ӗмӗр варринче Упи паттӑр чӑваш ертсе пыракан йӑх ҫыннисем кунта куҫса килнӗ те пурӑнма пуҫланӑ. Красноармейски (Трак) тӑрӑхӗнче, тӗпрен илсен, тури (вирьял) чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Чукун ҫул леш енче вара анат енчи чӑвашсем пурӑнни паллӑ.

Район лаптӑкӗ 456,1 тӑваткал километрпа танлашать, ҫав шутра ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрсем – 369,75 пин гектар, сухалакан ҫӗрсем – 30,336 пин гектар. Район территорийӗн тӑсӑмӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла – 27 километр, анӑҫран тухӑҫалла 22 километр пулать. Вӑрмансем пӗтӗмпе 3901 гектар йышӑнаҫҫӗ, ҫав шутра уйрӑм хуҫалӑхсен вӑрманӗсем – 904 гектар. Вӑрмансенче ытларах юман, ҫӑка, вӗрене ӳсет.

Район тӑрӑхӗнче 7 юхан-шыв юхса выртать. Вӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 117,6 километрпа танлашать. Паллӑраххисем: Мӑн Ҫавал, Мӑн Шетмӗ, Кӗҫӗн Шетмӗ, Матьшу, Услантӑр, Ункӑ и Сорӑм. Районта мӗн пурӗ 104 пӗве тата плотина (кӳлмек). Вӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 304 гектар йышӑнать, ҫав шутра ҫут ҫанталӑк кӳлли – 2. Вӗсем - Кӳлхӗрри (Карай ял тӑрӑхӗ, 7,8 гектар), Яманак (тепӗр ячӗ - Кушкӑ, Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ, 5,6 гектар)», — анлӑн ҫырса кӑтартнӑ Виталий Михайлов.

#Канаш, #Вӑрнар, #Элӗк, #Ҫӗрпӳ, #Красноармейски

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall111960967_2086
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем