Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем унччен ку канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара улшӑнусем пур. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр Мускав еннелле кайӗ, пирӗн патра вара шӑматкун кӑшт сивӗрех пулӗ кӑна: 18-23 градус ӑшӑ. Ҫитес вӑхӑтра ҫумӑр ҫумӗ. Тунтикун 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче 30 градус таранах ҫитӗ. Ҫӗрлесерен те 14-16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрсе кӑшт уҫӑлтарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗ вӗҫлениччен республикӑра типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче те ҫаплах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Президент пепкелӗх центрӗн тухтӑрӗсем палӑртнӑ кунран чылай маларах ҫуралнӑ икӗ ачана пӑхса ӳстернӗ. Хӗрарӑм 10 ҫул ача ҫуратма ӗмӗтленнӗ. Ҫие юлсан вара кӑлтӑксем тупӑннӑ, тухтӑрсем ӑна сӑнасах тӑнӑ. Ҫапах ачасем ҫуралма васканӑ: 28-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Иван 990 грамм тайнӑ, Ксения – 950 грамм. Пепкесене тӳрех реанимаци уйрӑмне илсе кайнӑ. Хӗрачана операци те тума тивнӗ. Ачасене ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче киле кӑларнӑ. Иван ун чухне – 3 килограмм, Ксения 2,5 килограма яхӑн тайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "За рулем" порталти видео скринӗ Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта автобусран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах «Университет» чарӑнура пулса иртнӗ. Иртсе пыракан машинӑн видеорегистраторӗ ҫакна шӑпах ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ курӑнать: автобус чарӑнуран тапранса каять те хӗрарӑм хыҫалти алӑкран ҫул ҫине тухса ӳкет. Водитель алӑка хупмасӑрах кайма пуҫланӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ru.pinterest.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе Чӑваш Енри икӗ библиотекаре тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Улатӑрти тӗп вулавӑш тытӑмне кӗрекен хулари библиотекӑра пай пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Михаил Скрипина тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Ҫымапуҫ ял библиотекин заведующине Надежда Титовӑна пама йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршыври Библиотекӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ун пирки калакан хушӑва хӑй вӑхӑтӗнче Борис Ельцин Президент алӑ пуснӑ. Документра Раҫҫейри вулавӑшсем халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ датӑна Раҫҫейре халӑх валли пӗрремӗш библиотекӑна 1795 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уҫнӑран суйласа илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Чӑваш Енре ҫурла уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче Шупашкарта «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Унта регионсем алӑпа тӗрленӗ карттисене кӑтартӗҫ. Хальлӗхе фестивале 55 регион хутшӑнасси палӑ. Адыгея Республикин, Белгород, Брянск, Курган, Псков облаҫӗсен карттисем хатӗр ӗнтӗ. Кӗҫех Чукотка, Сахалин, Камчатка, Магадан, Приморье крайӗ туса пӗтерӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра Пушкӑртстан, Иваново облаҫӗ, Якути тӗрленӗ карттисене хӑтлӗҫ. Палӑртмалла: Чӑваш Енӗн тӗрленӗ карттине 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хӑтланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Фадеев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Александр Фадеева ҫирӗплетнӗ. Кун пирки калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Паянхи куна илсен спорт министрӗн Василий Петровӑн виҫӗ заместитель: Татьяна Рябнина пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшать, унсӑр пуҫне Ольга Смирновӑпа Александр Фадеев. Александр Игоревич — спортпа вӗренӳ ӗҫӗн, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Куславкка районӗнче "Киа Рио" водителӗ сарӑмсӑр вилнӗ. Авари "Атӑл" М-7 федераци автоҫулӗ ҫинче пулнӑ. Иномарка водителӗ ҫул хӗрринче ларакан "Ивеко" фура ҫине пырса кӗнӗ. Машинӑн ҫур пайӗ ҫурмаприцеп айне кӗрсе кайнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вырӑнтах вилнӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() mizinfo.ru сайтри сӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне пуян уяв программи хатӗрлет. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче театр умӗнче «Юмах патӗнче хӑнара» интерактивлӑ программа пулать. Унта юмахри сӑнарсем хутшӑнӗҫ. Унтан ачасем «Айболит» мультимедийлӑ юмах курса киленӗҫ. Уявра кинозал кунӗпех ӗҫлӗ. Унта пӗчӗкскерсем тӗрлӗ мультфильм курса киленӗҫ. Фойере вара шӑпӑрлансене юмахри сӑнарсем хӑмпӑсемпе кӗтсе илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче пурӑнакан ватӑ арҫыннӑн тӑванӗсем ҫывӑхра ҫук. Ӑна соцӗҫчен пӑхса пурӑнать. Ҫак кунсенче 70-ти старик ҫухалнӑ. Ӑна тӳрех шырама пуҫланӑ. Ку ӗҫе полицин аслӑ капитанӗ Евгений Дубов тата полицин аслӑ лейтенанчӗ Михаил Григорьев хутшӑннӑ. Ватӑ арҫын илтменни, ӑс-тӑн енчен арпашӑнни ӗҫе тата кӑткӑслатнӑ. Юрать-ха, часах шыраса тупнӑ. Пӗве патӗнче ҫын мӗлкине асӑрхасан унта васканӑ. Ватӑскер шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ҫапах тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман ӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Китайри Сиань хулинче паян пӗрремӗш хут «Китай — Тӗп Ази» саммит уҫӑлать, унта унччен совет союзне кӗнӗ пилӗк республикӑн лидерӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Ҫӗнтерӳ парадӗнче тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан тата Туркменистан президенчӗсем КХР председателӗпе Си Цзиньпинпа тепӗр хут тӗл пулусен ярӑмне ирттерӗҫ. Кун пирки «Коммерсант» кӑларӑм пӗлтерет. Ҫак ҫӗршывсен суту-илӳпе экономика хутшӑнӑвӗсене аталантармалли сӑлтав — вӗсен экономикисем кӑтартакан ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ пысӑк пулни, ҫакна тӗнчери организацисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. 2023 ҫулта МВФ Тӗп Азипе Кавказ республикисен экономики 4,2% шайӗнче ӳсӗ тесе шутлать. Пӗлтӗр, МВФ хакланӑ тӑрӑх, ӳсӗм малтанхи прогнозсенчен иртнӗ: кӑтарту 4,8% ӳснӗ. Пекин совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхӗн кӑнтӑр пайӗнче пӗртен пӗр ертсе пыракан вӑй пулма тӑрӑшни ку тӑрӑха АПШ тата Европӑри вӗсен партнерӗсем вӑйлӑрах та вӑйлӑрах витӗм кӳме хӑтланнипе сӑлтавлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |