Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хветӗр Уярӑн «Ҫырнисен пуххин» виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви Хветӗр Уярӑн тӑватӑ томран тӑракан «Ҫырнисен пуххине» кӑларма пуҫланӑ. Пӗрремӗш том 2021 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта «Шурча таврашӗнче» историлле романӑн пӗрремӗш кӗнеки – «Таната» – кӗнӗ. 2022 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ иккӗмӗш томра асӑннӑ романӑн иккӗмӗш кӗнеки – «Таркӑн» – вырнаҫнӑ. Нумаях пулмасть вара «Ҫырнисен пуххин» виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ повеҫпе ҫирӗм калав кӗнӗ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Валерий Алексеев, ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Тиражӗ – 1000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата ЧР Вӗренӳ институчӗ чӑваш лексикографӗ тата педагогӗ Михаил Иванович Скворцов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине йӗркелеҫҫӗ. Вӑл "Лексикографин, терминологин тата куҫару теорийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем" ятлӑ. Конференцие ӑслӑлӑх тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев организацийӗсен ӗҫченӗсем, аслӑ шкулсен вӗрентекенӗсем, аспиранчӗсем, магистранчӗсем, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен тата шкулсен педагогӗсем хутшӑнӗҫ. Конференци Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн акт залӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнче лесничествӑра пушар тухнӑ. Кун пирки «Вӑрман хуралӗ» диспетчер службине паян ирхине 6 сехет те 26 минутра пӗлтернӗ. Лесничество ӗҫченӗсем пӗр тӑхтамасӑр инкеке сирме пуҫланӑ. 6 сехет те 55 минутра пушара сарӑлма чарнӑ. Кӑштахран ҫулӑма вуҫех сӳнтернӗ. Юрать-ха, пушар вӑйлӑ сарӑлма ӗлкӗреймен. Ҫулӑм 0,01 гектар ҫинче кӑна алхаснӑ. Телее, ку инкек Йӗпреҫ лесничествине пӗр пус та тӑкак кӳмен. Йывӑҫ-тӗм те шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 77 ҫулти Светлана Патшина урама кунсерен уҫӑлма тухса кӗрет. Пӗччен мар. Хӑйне пӑхакан социаллӑ ӗҫченпе. Ватӑ хӗрарӑма икӗ ҫула яхӑн ӗнтӗ Ирина Чернова социаллӑ ӗҫчен пӑхать. Урамра уҫӑлса ҫӳрени кирек камшӑн та усӑллӑ. Анчах та ватӑ ҫынсемпе сусӑрсене пӗччен тухса кӗме ҫӑмӑл мар. Ун пек чухне вӗсене социаллӑ ӗҫченсем пулӑшаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта, ав, ҫав тӗллевпе «Майсене аталантарса» проект шухӑшласа кӑларнӑ. Светлана Патшинӑпа Ирина Чернова хӗлле те, ҫулла та, ҫумӑр е юр ҫусан та уҫӑлма тухса кӗреҫҫӗ. Уншӑн кинемей социаллӑ сллужбӑна тем пекех тав тӑвать. Ватӑ хӗрарӑмӑн хӗрӗ аякра, Греци ҫӗршывӗнче пурӑнать. Амӑшӗн пурнӑҫӗпе вӑл кӑсӑклансах тӑрать, видеоҫыхӑну урлӑ пӗлсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти 44-мӗш лицейри туалета Кашни ҫулах Британири компани «Доместос» маркипе килӗшӳллӗн шкулти чи япӑх туалетсен хушшинче конкурс ирттерет. Вӑл «Терпеть нелья учиться» ятлӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ чи япӑх туалета компани юсаса-ҫӗнетсе парать. Кӑҫал мала тухнӑ чи япӑх туалетсен йышӗнче Елчӗкри шкул та пур. Вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унта хӗрачасен туалетӗнче пергородкӑсем ҫук-мӗн. Палӑртмалла: ку шкула нумаях пулмасть тӗпрен юсанӑ. Сӑмах май, 2021 ҫулта ҫак конкурсра Шупашкарти 44-мӗш лицей ҫӗнтернӗ. Компани унти туалета юсанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, вӑл ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Пушар Учитель урамӗнчи пӗр ҫуртра тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран вӑй илнӗ. Пушара сӳнтерсен 59 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кил хуҫи пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ Олег Миронов Шупашкарта пурӑнать. Анчах тӑван ялӗ пирки вӑл манмасть, уншӑн пӑшӑрханать. Нумаях пулмасть Яманкассинче пӗвене тасатнӑ. Кун валли 313800 тенкӗ кирлӗ пулнӑ. 251 пин тенки – республика хыснинчен, 15700 тенки – вырӑнти хыснаран. 47 пин те 100 тенкине вара Олег хӑйӗн кӗсйинчен кӑларнӑ. Ку укҫапа подрядчике тытнӑ. Лешӗ пӗве тӗпне юшкӑнран тасатнӑ, ҫыран хӗррине йӗркене кӗртнӗ. Халӗ Яманкассисен таса та хӑтлӑ пӗве пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Химик кунне паллӑ тӑвӗҫ. Мероприяти 13 сехетре Атӑл хӗрринче пуҫланӗ та 22 сехетре салютпа вӗҫленӗ. 13-16 сехетсенче ачасем валли программа пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах пултарулӑх коллективӗсем юрлӗҫ-ташлӗҫ. 19-20 сехетсенче кавер-ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 20-21 сехетсенче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ концертпа савӑнтарӗ. Анчах кам килессине «Химпром» вӑрттӑнлӑхра тытать. Салют хыҫҫӑн 1 сехет ташӑ каҫӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иркутскри сцена ҫине тухӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӗсем унта Н. Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» романтикӑлла драмӑна кӑтартӗҫ. Аса илтерер: асӑннӑ спектакль Культура.рф порталӑн чи лайх трансляцийӗсен йышне лекнӗччӗ. Чӑвашсен «Шинель» спектакльне пӗр каҫра 58 604 хутчен пӑхнӑччӗ. Шупашкарти артистсем «Байкал талисманӗ» театр фестивальне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтрах йӑхташӑмӑрсем «Чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗ Акатуйран Чӳклеме таран» фестиваль ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӗмпӗр хулинче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирттерме палӑртса хунӑ. Аса илтерер: Акатуя ҫурхи уй-хир ӗҫне вӗҫленӗ хыҫҫӑн уявлаҫҫӗ. Паянхи кун ӑна республика тулашӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗрине тытса пырас, упраса хӑварас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чӗмпӗрти уявра Акатуй йӑли-йӗркине кӑтартса парӗҫ, куракансене фольклор коллективӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Вӑйпиттисем кӗрешсе тупӑшӗҫ, кире пуканӗ йӑтӗҫ. Ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарӗҫ. Акатуйра чӑвашсен апат-ҫимӗҫне ас тивсем пӑхма та май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |