Персона
![]() Зинаида Иванова. Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче Зинаида Иванован «Пчёлка. Пыл хурчӗ» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, хайлав пуххине вырӑсла тата чӑвашла кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. Кӑларӑма икӗ юмах – «Пыл хурчӗ» тата «Икӗ улмуҫҫи» – кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла Ольга Иванова куҫарнӑ. Зинаида Ивановна чылай вӑхӑт Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче вӑй хунӑ. Хӑтлава Зинаида Ивановӑн мӑшӑрӗ те – Геннадий Иванов-Орков паллӑ искусствовед, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() golos-nazrani.ru сайтри сӑн Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи умламҫӑ пухнӑ 4,8 миллион тенкине ултавҫа куҫарса панӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӑратсах пӑрахнӑ: счечӗ ҫинчи укҫана такам Украинӑна куҫарма тӑнӑ имӗш. Хайхискере пӗр тӑхтамасӑр укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла вӑл 1 миллион та 800 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи ҫӗнӗ проект пуҫарса ярассине пӗлтернӗ. Унта «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа концертсем хатӗрлӗҫ. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн ятлӑ-сумлӑ воспитанникӗсемпе преподавателӗсене халаллӗҫ. Проекта музыка училищине уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитес умӗн ирттереҫҫӗ. «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа йӗркеленӗ пӗрремӗш концерта Филипп Лукинпа Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Юпа йуйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен концертра училищӗн вокалпа дирижер-хор уйрӑмӗсен студенчӗсем тата преподавателӗсем вокалпа хор номерӗсемпе сцена ҫине тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна ӗҫ тупса панӑ. Ӑна ҫав енӗпе Республикӑри социаллӑ адаптаци центрӗ пулӑшнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, килсӗр юлнин сӑлтавӗсенчен пӗри — ӗҫсӗр тӑрса юлни. Шӑпах ҫавӑн пек шӑпа пӳрнӗ те Сергея. Малтан вӑл ӗҫсӗр юлнӑ, унтан — пурӑнмалли вырӑнсӑр. Пӗлӗшӗсем ӑна килсӗр ҫынсем валли Шупашкарта социаллӑ адаптаци центрӗ пурри ҫинчен пӗлтернӗ. Арҫын ҫав учрежденирен пулӑшу ыйтнӑ та. Ӑна вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтернӗ, ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. 65 ҫулти арҫынна пӗр усламҫӑ тӗрлӗ яваплӑха пурнӑҫлама ӗсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "На связи" форумри сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑне Дмитрий Пулатова тытса чарнӑ, ӑна Следстви комитетне илсе ҫитернӗ. Администрацире ухтару та ирттернӗ. «Чеб.ру» пӗлтернӗ тӑрӑх, Пулатова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе тытса чарнӑ. Сити-менеджера администрацирен наручникпех илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://t.me/chuv_prok/2532 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарта пушар тухнӑ. Унта «СУОР» предпрятири производство пӳлӗмӗ хыпса илнӗ. Инкек вырӑнӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар прокурор Валерий Гришин пулнӑ. Вӑл инкек сӑлтавне палӑртас тӗллевпе пырса ҫитнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар 10 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Пушар 50 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем хӗрлӗ автана лӑплантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗнчи Вырӑс Чукал ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар ҫур ҫӗр тӗлне тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ ҫурт тата хуралтӑ таврашӗ ҫунса кӗлленнӗ. Шел те, инкек ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. пушара сӳнтерсен 32 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() hvzp.ru сайтри сӑн Паян ирхине Шупашкарти кӑнтӑр хӗвеланӑҫ районӗнчи чиркӳ настоятелӗ Сергей Ермолаев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 46 ҫулта пулнӑ. Матӑшкӑпа иккӗшӗ 6 ачана воспитани панӑ. Сергий атте чиркӳре 23 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл Турӑ Амӑшӗн турӑшӗн храмӗнче службӑра пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Чулхулари тӗн семинарийӗнче пӗлӳ илнӗ. Сергий аттепе юпа уйахӗн 15-мӗшӗнче хӑй ӗҫленӗ храмра 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗк Юпа йуйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Традиционный и современный фольклор народов Волго-Уралья» (чӑв. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑла кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри фольклорӗ) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулса иртнӗ. Ӑна Иван Одюков педагог, фольклорист тата литературовед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта инҫет ҫыхӑну меӗпе Казахстанри Алматари тата Астанари, Владивостокри, Ижевскри, Йошкар-Олари Хусанти, Мускаври, Новосибирскри, Саранскри, Стерлитамакри, Ӗпхӳри, Шупашкарти тата ытти хулари 100 ытла ӑслӑлӑх ӗсченӗ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Тӗп ыйту» космос опери сцена ҫине тухӗ. Ӑна либреттӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ӗҫе нейросеть те хутшаннӑ. Ҫавна май сцена ҫине робот та тухӗ. Вӑл – тӗп рольте. Ҫӗнӗ оперӑна Андрей Попов директор пуҫарнипе хатӗрленӗ. Режиссерӗ – Дмитрий Отяковский. Кӗвве Рустам Сагдиев хатӗрленӗ, вӑлах – дирижер-постановщик. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |