Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
polsov.com сайтри сӑн
polsov.com сайтри сӑн

Шупашкарти 41 ҫулти хӗрарӑм кредитсем илсе тултарса вӗсене ултавҫа куҫарса панӑ. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине вӑл кайран кӑна ӑнланнӑ.

Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче ун патне «банкӑн пулӑшу службин ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн счетне ҫӗмӗрнӗ, такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн. Хӗрарӑм счета блокировка тума ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ, ку пулӑшмассине ӑнлантарса мӗн тумаллине каласа пынӑ. Кайран хӑйсемпе «йӗрке хуралҫи» тесе паллаштарнӑ ҫынсенчен те шӑнкӑравсем килме пуҫланӑ.

Шупашкар хӗрарӑмӗ аферистсем каланипе темиҫе банкра кредит илнӗ. Укҫана вӑл тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион та 450 пин тенкӗ ултавҫӑсене панӑ. Хӑйне улталанине хӗрарӑм укҫа пӗтсен, кредит пама пӑрахсан кӑна ӑнланнӑ.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Йӗпреҫре пурӑнакан Виталий Геннадьевич Кириллова шыраҫҫӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе киле таврӑнман.

50 ҫулти арҫын 165 сантиметр ҫӳллӗш, хыткан кӗлеткеллӗ. Куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни паллӑ мар.

Виталий Кириллов пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112.

 

Чӑвашлӑх
Халӑх тетелӗнчи «Урал сасси» хаҫат страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Халӑх тетелӗнчи «Урал сасси» хаҫат страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ тӑрӑхне чӑваш блогерӗ Константин Доброхотов пырса ҫитнӗ. Кун пирки «Урал сасси» хаҫатра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.

«Паян Ҫтерлӗ районӗнчи Косяковка ял библиотеки чӑваш халӑх культурине, чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшакан паллӑ блогера Константин Доброхотова кӗтсе илчӗ», — хыпарланӑ аякри йӑхташӑмӑрсем.

Хаҫатӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Шупашкар хӑнине «Шуратӑл» литпӗрлешӳ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен Геннадий Челпир ҫыравҫӑ, Ҫтерлӗ хулинчи 6-мӗш вулавӑшӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Валентина Зорина каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Константин Доброхотов К.В. Иванов палӑкӗ патне ҫитсе пуҫ тайнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе 102 ҫулхи Николай Михайлович Ефимовпа курса калаҫнӑ, сюжетсем ӳкернӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_18577
 

Культура
Халӑх тетелӗнчи Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Халӑх тетелӗнчи Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург Азири ҫыравҫӑсене хаклассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл «Литературная Азия» (чӑв. Литература Азийӗ) конкурса тӑратнӑ ӗҫсене хаклакан жюри членӗ пулнӑ.

Халӗ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫапларах хыпарланӑ: «Казахстанран хыпар ҫитрӗ: литература конкурсне пӗтӗмлетнӗ! Чӑваш ҫӗнтерӳҫисем хушшинче паллӑ авторсем те, хальлӗхе паллӑ маррисем те пур. Пирӗннисен ӗҫӗсене виҫҫӗн хакларӑмӑр: эпӗ (тӗп тӳре), жюри пайташӗсем — Виталий Родионов филологи докторӗ, Надежда Сельверстрова сӑвӑҫ. Хутшӑнакан йышлӑ пулмарӗ пулин те, хамӑр пуррине пӗлтертӗмӗр — ҫак паха!»

Сӑвӑ ҫыракан чӑваш ҫыравҫисенчен Гран-прие Галина Матвеева тивӗҫнӗ, пӗрремӗш вырӑна Любовь Фёдорова тухнӑ, иккӗмӗшне — Валентина Семёнова, виҫҫӗмӗшне — Николай Ишентей. Прозаисенчен Гран-припе Пётр Кудрявцева хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта — Елена Алексеева, иккӗмӗшӗнче — Аркадий Русаков.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_3436
 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере ҫанталӑк нормӑран 5-7 градус сивӗрех тӑчӗ. Ӗнер кӑштах ӑшӑтрӗ. Паян тата ӑшӑрах пулӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун термометр 21-26 градус кӑтартӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ. Ҫак кун ҫутҫанталӑкпа киленме васкӑр. Мӗншӗн тесен вырсарникун каллех уҫӑлтарӗ, 15-20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.

Тунтикун ҫулла таврӑнӗ, 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне каллех ҫумӑр ҫукалӗ, сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ вӗҫлениччен 30 градуслӑ шӑрӑх пулмӗ.

 

Хулара
Николай Емельянов
Николай Емельянов

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хисеплӗ ҫынна суйлӗҫ. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ҫурлан 1-мӗшӗччен пырӗ. Кӑҫал 7 кандидат тупӑшӗ.

1. 2002-2010 ҫулсенче Шупашкар мэрӗ пулнӑ Николай Емельянов.

2. Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова.

3. Ҫӗнӗ Лапсарти «Акаци» культура ҫурчӗн директорӗ Ольга Курганская.

4. Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Владимир Нагорнов.

5. Шупашкарти централизациленӗ клуб тытӑмӗн Халӑх академи камера хорӗн ертӳҫи Нина Пирогова.

6. Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Михаил Резников.

7. Шупашкарти С.М.Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗн флейта класӗн преподавателӗ Анжелика Сидорова.

Аса илтерер: пӗлтӗр Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннин ятне Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева тивӗҫнӗ.

 

Персона
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енри Алексей Степанов – федераци шыравӗнче. Ӑна вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Унӑн суда килмелле пулнӑ, анчах вӑл йӗп пек ҫухалнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӑл Чулхулана ӗҫлеме кайнӑ. Унта кӳршипе пурӑнма хатӗрленнӗ хваттере килнӗ. Кӑштахран Алексей Степанов урама пирус туртма тухнӑ та каялла таврӑнман. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле телефон кӑна илнӗ. Анчах тепӗр кунхине шӑнкӑравсем кайма пӑрахнӑ.

Уйрӑм паллӑ пур: куҫ харши хушшинче тур палли курӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.мвд.рф/
 

Хулара
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта такамсем Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ. Ӑна ватнипех ҫырлахман, унӑн линзине вӑрланӑ. Ҫакӑн пирки эпир Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Паян асӑннӑ ҫӑлкуҫра урӑхларах пӗлтернӗ.

Бинокльсене пуҫтахсем ватман иккен. Яваплисем линзӑна тасатас тенӗ. Халӗ вӗсене хӑйсен вырӑнне вырнаҫтарса хунӑ. Хула ҫыннисемпе хӑнисем бинокль витӗр пӑхса Атӑл илемӗпе киленме пултараҫҫӗ.

«Творческий город» (чӑв. Пултарулӑх хули) автономи учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кивелнӗ линзӑсене утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче сӳтсе кайнӑ. Вӗсене тусантан тасатнӑ хыҫҫӑн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗнӗрен вырнаҫтарса хунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/6343
 

Политика
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Депутатсене курас тесен... вулавӑша каймалла.

Республикӑн Культура министерстви депутатсемпе тӗл пулмашкӑн ятарлӑ пӳлӗм уйӑрса парасси пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ, ӑна республика Правительстви ырланӑ.

Раҫҫей Патшалӑх Думин, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйлавҫӑсемпе тӗл пулма унччен Чӑваш Республикин киностудийӗнче вырӑн уйӑрса панӑ пулнӑ. «Чӑвашкинона» реорганизациленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ вырӑн тупса пама тивнӗ. Ун валли Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне палӑртнӑ.

 

Вӗренӳ
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнӗ шкул тӑвасси кая юлса пырать. Строительство ӗҫӗсен хӑвӑртлӑхне федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Григорий Сергеев тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокурорӗ Ленар Карама вырӑна ҫитсе хакланӑ.

Тӗрӗслевпе пырса ҫитнисен умӗнче вырӑнти тӳре-шара тата «Старатель» подряд организацийӗ тӳрре тухма хӑтланнӑ тесен те йӑнӑш пулас ҫук.

375 ача вӗренмелӗх шкул строительствине вырӑнтисем эрнесерен тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-мӗн. Строительсем ҫирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пыраймаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫсене 80 процента яхӑн ҫеҫ пурнӑҫланӑ. Шучӗпе шкула утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.

Подряд организацийӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/1976
 

Страницӑсем: 1 ... 502, 503, 504, 505, 506, 507, 508, 509, 510, 511, [512], 513, 514, 515, 516, 517, 518, 519, 520, 521, 522, ... 3895
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 19

1878
147
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
110
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
38
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
34
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...