Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Район прокуратури пуринчен малтан субботника тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 10.04.2014 13:36 | 1327 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк Елчӗк район прокурорӗ Василий Николаев (сулахайри) ертсе пыракан коллектив субботникра
Елчӗк район прокурорӗ Василий Николаев (сулахайри) ертсе пыракан коллектив субботникра

Октябрь урамӗнче вырнаҫнӑ районти прокуратура умӗпе утса иртме кӑмӑллӑ тесе пӗлтерет Елчӗк район администрацийӗ.

«Саккун хушнипе пурӑнма хистекен прокуратура ӗҫченӗсем хӑйсем те кулленхи пурнӑҫри кашни кунхи ӗҫе пысӑк яваплӑха туйса пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ. Иртнӗ кунсенчи уяр ҫанталӑкпа усӑ курса ушкӑнпа тухса территорие тирпей-илем кӗртни те ҫакнах ҫирӗплетсе пачӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем ыттисенчен маларах, районта ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче экологи уйӑхӗ пуҫланичченех тума ӗлкӗрчӗҫ», — шӑрҫаланӑ райадминистраци сайтӗнчи информацире.

«Ҫуркуннехи илеме маларах курас килнипе вӑхӑта васкатса урама тасатма, тирпейлеме тухрӑмӑр», — тенӗ иккен прокуратурӑра тӑрӑшакансем.

#Елчӗк, #Елчӗк районӗ, #тирпей, #шӑматкунлӑхсем, #тӳре-шара

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.10 19:10
"субботник" сăмаха ниме сăмахпа улăштарса çырма сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем