Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Стерлӗ хулинче тӗрӗк филологийӗн конференцийӗ иртнӗ. Мероприяти теми ҫапларах пулнӑ: «XXI ӗмӗрти тӗрӗк филологийӗ: ыйтусемпе малашлӑх». Унӑн пленарлӑ пайне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов хутшӑннӑ. Стерлӗри конференцире вӑл «XX-XXI ӗмӗрсенчи чӑваш чӗлхин функцийӗ» тухса калаҫнӑ.
Тӗрӗк филологийӗн конференцине Ӗпхӳри, Хусанти, Мускаври, Питӗрти, Якутскри, Тӗменри, Ханты-Мансийскри, ҫавӑн пекех Казахстанпа Турцири ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 100 ытла тухса калаҫакан пулнӑ.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.11 15:16 | |
Вăл (Кузнецов) унта мĕн сăлтав пирки кайнă, мĕншĕн тесен «XX-XXI ĕмĕрсенчи чăваш чĕлхин функцийĕ» вырăнне ют чĕлхери сăмаха усă курнă. | |
