Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнарти халӑх историпе краеведени музейӗнче художниксен ӗҫӗсен «Чӑваш Ен сӑнӗсем» ятлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. Куравра А.Н. Алимасов, А.В. Кокель, М.Н. Лукиянов, Праски Витти, Н.Ф. Толстов тата ытти ӳкерӳҫӗсемпе скульпторсен ӗҫӗсене курма пулать.

Курав ҫӗртме уйӑхен 15-мӗшӗччен иртӗ.

 

Ҫу уйӑхен 20-мӗшенче Чӑваш Енӗн ТПП ҫурчӗнче Википедире ӗҫлеме вӗрентекен семинар иртӗ. Ертсе пыракансем: Николай Плотников, Александр Сигачёв, Александр Блинов, Эдуард Фомин.

Википеди — пурте хутшӑнма пултаракан ирӗклӗ энциклопеди. Халӗ Википедин чӑваш уйрӑмӗнче статьясен шучӗ 2200 ытла.

 

Семинар 13:00 сехетре пуҫланӗ. Студентсене, ку йытӑвпа кӑсӑкланаканскерсене пурне те семинара килме чӗнетпӗр.

 

Тюмень облаҫӗнче чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ.

Чӑваш Республикин представителӗсем Аромашево, Ярково районӗсенче, Лянтор хулинче, Горьковка посёлокӗнче тата ытти чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсенче пулса курчӗҫ. Тюмень облаҫӗнчи чӑвашсем чӑвашсен эстрада концерчӗсенче, сувенирлӑ продукци тата халӑх ӑстисен ӗҫӗсен курав-сутусенче пулма май пулчӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем И. Яковлев ҫуралнаранпа 158 ҫул ҫитӗ мая хатӗрленӗ кӗнекепе сӑнӳкерчӗсен куравне курма пултарчӗҫ.

Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче Тюмень облаҫӗнчи III "Чӑваш пики" конкурс иртрӗ. Унта 12 пике хутшанчӗ, чи хитрине вара Анастасия Прохоровӑна суйласа илчӗҫ.

 

Ҫӑлкуҫ: REGNUM

 

АКА
25

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — чӑваш чӗлхи кунӗ
 Администратор | 25.04.2006 13:01 |

Паян, ака, 25-мӗшӗ — чӑваш чӗлхи кунӗ. Ҫакӑнпа пурне те эпир саламлатпӑр.

Ку куна 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ Постанавленипе уявлама пуҫланӑ. Унтанпа вунӑ ҫул ытла та иртрӗ ӗнтӗ.

 

Уява халалланӑ мероприятисем ҫинчен кунта пӗлме пулать: Cap.ru сайт ҫинчи уява халалланӑ страница.

 

Ака уйӑхӗн 13 Чӑваш Ен халах артисчӗ, культурӑна ӳнер чаплӑ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерациӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалах преми лауриачӗ Терентьев Геннадий Терентьевич ҫӗре кӗчӗ.

Геннадий Тереньтев 1929 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17 Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1970 ҫултан Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. 1976 ҫулта ӑна Чӑваш АССР халӑх артисчӗ ятне панӑ. 1982 ҫулта РСФСР тава тивӗҫлӗ артист ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. 1971 ҫулта К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премиӗн лауриачӗ пулнӑ.

Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи студине вӗренсе пӗтернӗ. 1954-1998 ҫулсенче унта ӗҫленӗ.

Нумай рольсенче вылянӑ, вунӑ ытла пьеса авторӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем: «Энӗш хӗрринче», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере».

Ҫавӑн пекех вӑл телевидени фильмӗсенче темҫе роль вылянӑ, фильмсене чӑваш дубльӗсем тунӑ чухне хутшӑннӑ.

 

Ака уйӑхӗн 17 Элӗкри культурӑпа кану центренче Регенсбург хулари Альбрехт Альтдорфер ячӗллӗ гимназин «Биг Бэнд» нимӗҫ духовой оркестрӗн концерчӗ иртнӗ. Оркест шутне 41 гимназист кӗрет, вӗсене Барбара Бэр ертсе пырать. Пӗрремеш хут оркест Чӑваш Енре 2000 ҫулта килсе кайнӑ. Вӗсем ун чухне Элӗкри тата Тени шкулӗсенче концертсем панӑ.

Элӗқ шкул вӗренекенӗсем вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, ҫавӑн пекех малтан хӑйсен шкулӗнчи оркест кӗввипе савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем умӗнче ыр сӑмахпа Элӗк районӗн ҫут ӗҫ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ тухса каларӗ.

Нимӗҫ оркестрӗн репертуарӗ шутне чӑваш юррипе кӗввисем те кӗреҫҫӗ. Сӑмахран, Чӑваш Ен гимне, «Вӑрманта, ҫырлара», тата ыттисем.

 

Темиҫе кун маларах Хусанта космонавтика кунне халаласа юртӑ лашасен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 15 регионти лаша хутшӑннӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи назедниксем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. "Агросервис" ООО ертӳҫи А.В.Максимов ертсе пыракан "Педагогика" юртӑ лаши 2400 метр хушшине 3,21 мин хушшинче чупса тухса пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ.

 

АКА
10

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 10.04.2006 13:07 |

"Карӑш" центрӗ тата Шупашкар хулин культура пайӗ Ӑс-хакал ҫулталӑкне халалласа "Фиалкӑсемпе кактуссем" курав иртереҫҫӗ.

Енчен те сирӗн хӑвсамӑр фиалка е кактус ӳсентӑрансен пухусем пур пулсан эсир те вӗсене курава илсе килме пултаратӑр. Хутшӑнмалли заявкӑна эсир ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен 62-27-77 телефонпа пама пултаратӑр.

 

Курав адресӗ: Хевешски урамӗ, 31-а. Ӗҫ вӑхӑчӗ: Ака, 15 — 10 сехетпе 16 сехетчен; Ака, 16 — 10 сехетпе 15 сехетчен.

 

Пуш уйӑхен 5-мӗшӗнче оперӑпа балет театрӗнче Рыбакова Светлана Николаевна 50 ҫул тултарнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ. В. А. Моцартӑн "Фигаро туйӗ" спектакӑле кӑтартӗҫ, Сюзанна ролӗнче Светлана Рыбакова пулӗ.

Пурне те юбилей каҫне чӗнетпӗр.

 

 

2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25 кашни ҫул иртекен Мускав Чӑваш Пики ятлӑ конкурс иртнӗ.

Мисс Мускав Чӑваш Пики 2006 титулне Леонтьева Зоя тивӗҫнӗ. Леонтьева Зоя Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ чӑваш хӗрӗ. Халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать.

1-мӗш вице-мисс Мускав Чӑваш Пики 2006 титулне Ербулаткина Эльвира тивӗҫнӗ. Ербулаткина Эльвира та Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ чӑваш хӗрӗ. Вӑл та Мускавра ӗҫлесе пурӑнать.

Вице-мисс Мускав Чӑваш Пики 2006 титулне Васильева Ксения тивӗҫнӗ. Васильева Ксения Мускавра ҫуралнӑ чӑваш хӗрӗ. Халӗ Мускавра пурӑнать, вӗренет.

Конкурса пӑхма килнӗскерсене Васильева Ксения килӗшнӗ.

 

Мисс Мускав Чӑваш Пики 2006 тата 1-мӗш вице-мисс Мускав чӑваш пики 2006 титулне тивӗҫнӗ хӗрсем Раҫҫей Чӑваш Пики 2006 конкурса хутшӑнӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксене кунта курма пултаратӑр.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3613, 3614, 3615, 3616, 3617, 3618, 3619, 3620, 3621, 3622, [3623], 3624, 3625, 3626, 3627, 3628, 3629, 3630, 3631, 3632
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...