![]() Чӑваш Енри ачасем Мари Эл республикинчи Чикмӗ хулинче регионсем хушшинче иртнӗ ҫамрӑк моряксен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Унта вӗсен кимӗ ҫинче авӑсса ишессипе тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑннӑ 13 ушкӑн хушшинче Шупашкар хулинчи тата Муркаш районӗнчи ачасем те пулнӑ. Кӗҫӗн экипаж ӑмӑртӑвӗнче Шупашкар хулинчи Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов полковник ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекен ачасем пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Аслӑ ушкӑнра вара малти виҫӗ вырӑна та пирӗн каччӑсем ярса илме пултарнӑ. Пӗрремӗшне Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта вӗренекенсем, иккӗмӗшне Муркашри вӑтам шкул ачисем, виҫҫӗмӗшне Шупашкарти ҫамрӑксен «Ҫамрӑк патриот» спортпа техника клубне ҫӳрекенсем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ыран Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ уҫӑ алӑк кунне ирттерет. Унта ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче 18 ҫула ҫитменнисем валли ятарласа йӗркелеҫҫӗ. Апла тӑк Уҫӑ алӑк кунне йӑлана кӗнӗ мероприяти теме юрать. Ачасене куравсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре Валерий Мытиков художникпа тӗлпулу йӗркелӗҫ. Унта ӑста ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ «Тӑван кӗтес ҫути» куравпа паллашма май килӗ. Мытиков ӳкерчӗкӗсем лирикӑлла кӑмӑл-туйӑмпа, композици тӗлӗшӗнчен ҫыпӑҫуллӑ пулнипе тата тӗссене килӗшӳллӗ усӑ курнипе палӑрса тӑраҫҫӗ теҫҫӗ. Мытиков тӑван Ҫӗмӗрле тӑрӑхне тата кивӗ Шупашкарӑн вырӑнӗсене ӳкерет. Чӑваш Енӗн улӑх-ҫаранӗ, вӑрманӗсем те унӑн ӗҫӗсенче вырӑн тупнӑ. Шӑп та лӑп та 12 сехетре акварель енпе мастер-класс иртӗ. Елена Кузьмина ачасене ҫак сӑрӑпа епле ӗҫлемеллине хӑнӑхтарӗ. Каҫхи пиллӗк сехетре вара Сергей Рахманинов романсӗсен ытарайми тӗнчине йыхравлаҫҫӗ. Концерта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Сёмкин (тенор), Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Юрий Трепов (фортопианӑпа калать), Чӑваш Республикин тава тивҫлӗ артисчӗ, тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫи Ольга Вильдяева (сопрано) тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Мария Финогентова (меццо-сопрано) хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Арена» сӑнав аппарачӗ Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстересси ҫинчен калакан республикӑри программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине Улатӑр хулинче автоматика тытӑмӗ сӑнаса тӑрӗ. Ӗнер унти Гагарин урамӗнче фото ӳкерекен «Арена» ятлӑ стационарлӑ комплекс вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл епле ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ. Унччен ун пек комплекссем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче кӑна пулнӑ. Халӗ, ав, Улатӑра та ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 21 комплекс вырнаҫтарасшӑн иккен. Вӗсенчен тӑваттӑшне — Шупашкарта, виҫҫӗшне — Шупашкар районӗнче, саккӑрӑшне — Канаш хулипе районӗнче, Комсомольски ялӗпе Пӑрачкав районӗнче — икшер, унсӑр пуҫне Ҫӗрпӳ хулипе Комсомольски районӗнче — пӗрер. Вӗсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Римма Хлизунова Сцена ҫине Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тухсан кирек кам та унти артистсен пултарулӑхӗнчен тӗлӗнсе пӗтереймӗ. «Ҫӑлтӑр» тени хӑлхара янӑракан саманара пурӑнатпӑр та, чӑн-чӑн ӑстасене курсан вара ҫӑлтӑрсем ӑҫтине ӑнланатӑн. Хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ профессионалсенчен пӗри — Римма Хлизунова (сцена ҫинче вӑл Шикирова хушаматпа усӑ курнӑ). Вӑл Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ. Хлизунова альт сасӑпа юрланӑ. Илемлӗ сассине кура ӑна концерт программисене ертсе пыма та шаннӑ. Ташша тухсан та ҫӑмӑл кӗлеткеллӗскер акӑш евӗр шунӑ. 1987 ҫулта Римма Хлизуновӑпа Светлана Бубнова артистка вокал дуэчӗ йӗркеленӗ. Ҫак ҫулсенче вӗсем чӑваш тата вырӑс композиторӗсен 50 ытла юррине шӑрантарнӑ. Чикӗ леш енче иртекен концертсене те ансамбль артисчӗсемпе пӗрле Хлизунова сахал мар хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пултаруллӑ артистка, вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки шутланнӑ, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав ятпа вырӑнсенче тӗрлӗ меороприяти иртет. Пӑрачкав та ватӑсем валли уяв йӗркеленӗ. Ҫулланнисене вӗсем спорт залӗнче пухнӑ. Тӗл пулма урӑх вырӑн пулманран мар-ха, ватӑсене спорт ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарас тенӗ. Уява пухӑннисене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Е. Барыкин саламланӑ. Унтан кинемисемпе мучисем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртма тытӑннӑ. Вӗсем «васкавлӑ старта» та тӑнӑ, дартсла та вылянӑ. Мечӗке карҫинккана тӗл лектерессипе тата кегльсене тӳнтерессипе те тупӑшнӑ. Спортсмена ҫаврӑннӑ кинеми-мучине Вырӑс драма театрӗ Пӑрачкаври культура ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑтартакан спектакле курма кайма билет парнеленӗ. Сӑнсем (47) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пирӗн ҫӗршывра ҫак кунсенче «Раҫҫей хӗрарӑмӗ — 2013» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс пырать. Регионсенчен унта кам хутшӑнассине палӑртма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Чӑваш ен чысне Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан, Татьяна Андреева музыка учителӗ хӳтӗлет. Ҫак кунсенче конкурсӑн ҫурма финал тапхӑрӗ пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хамӑр ентешӗмӗршӗн сасӑлас тесен http://woman-russia.ru/1000913 каҫӑпа кӗмелле е WR1000913 тесе ҫырса 4446 номер ҫине смс-ҫыру ямалла. Смс хакӗ вӑтамран 40 тенке кайса ларать-мӗн. «Раҫҫей хӗрарӑмӗ — 2013» тупӑшӑвӑн финалӗ Раҫҫейӗн тӗп концерт залӗнче чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумаях пулмасть «Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин типографийӗ» акционерсен уҫӑ обществин акцийӗсене сутса янӑ. 100 проценчӗпех. Типографие туянас шухӑшлисем малтанласа пилӗккӗн пулнӑ иккен. Анчах аукциона виҫҫӗшне кӑна явӑҫтарнӑ. Ыттисен, ахӑртнех, конкурс условине твиӗҫтермен. Сутлӑха кӑларнӑ 31,4 пин акцин номинал хакне 3,14 миллион тенкӗпе хакланӑ. Тепӗр майлӑ каласан. Пӗр хаклӑ хут хакӗ 100 тенкӗпе танлашнӑ. Сутлӑха кӑларнӑ типографин пуҫламӑш хакне аукционта 12 миллион тенкӗпе палӑртнӑ. Унтан пысӑкрах хак сӗнекен пулманнине кура ӑна ҫав хакпа сутса янӑ. Ҫапла вара типографи хуҫи «ТендерКанц» тулли мар яваплӑ общество пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑл е ку куҫман пурлӑх хуҫи камне пӗлме ӳлӗмрен питех те ҫӑмӑл пулӗ. Ҫакӑн валли Росреестра е Нумай ӗҫ тӑвакан центра пурлӑхӑн хуҫи кам иккенне калакан выписка пама ыйтса ҫырмалла. Ҫак ӗҫ хакӗ пӗтӗмпе те 200 тенкӗ кӑна тӑрать. Выпискӑна 5 кун хушшинче ҫырса пыраҫҫӗ. Унта хваттерӗн е пӳртӗн е ытти ҫурт-йӗрӗн хуҫи хӑш вӑхӑтра кам пулнине кӑтартӗҫ. Маларах ун пек хыпара пурлӑх хуҫисем, правӑна сыхлакан тата патшалӑх органӗсем кӑна пӗлме пултарнӑ. Халӗ, ав, йӗрке ылмашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче ачасем валли чӑвашла ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн ячӗ — «Кайӑка юратнӑ ту». Юмах авторӗ — америка ача-пӑча ҫыравҫи Элис МакЛерран. Юмаха автор 1985 ҫулта ҫырнӑ. Халиччен ӑна тӗнчери нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Чӑваш чӗлхи ҫав списокра 26-мӗш. Юмахӑн тӗп паттӑрӗ — Джой кайӑк, чӑвашла ӑна «Савӑк» тесе чӗнеҫҫӗ. Кӗнеке авторӗ, антропологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Элис МакЛерран ҫӗршыв тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, ҫуран та утнӑ. Вӑл тусене ялан юратнӑ. «Кайӑка юратнӑ ту» юмах шухӑшӗ анлӑ: унта туслӑх енне ӑнтӑлни, юратупа шанчӑклӑх вӑйӗ, ҫак тӗнчери кӗске пурнӑҫ. Кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли халалланӑ кӗнекене акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла тӗлӗнмелле маттур ҫамрӑк — пултаруллӑ дизайнер, фото ӑсти, нумай чӗлхе пӗлекен, информаци технологийӗсене ҫӑмӑллӑн шӗкӗлчекен Муркаш район каччи Виктор Бычков куҫарнӑ. Ӳкерчӗксемпе кӗнекене И.Е. Калентьева илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян Етӗрне районӗнче Йывӑҫ кунӗ иртнӗ. Унта район администрацийӗнче ӗҫлекенсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсем администраци пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа пӗрле экологи акцине хутшӑнса уҫӑ сывлӑшра ӗҫленӗ. Акцие районӑн тӗп экологӗ Людмила Прохорова ертсе пынипе ушкӑн скверсемпе парксенче йӗрке тунӑ. Ҫӗнтерӗве 30 ҫул ячӗллӗ, М. Гущина, Первомайски урамӗнче йывӑҫ лартнӑ. Ҫамрӑксен «Эка — Раҫҫейӗн симӗс юхӑмӗ» юхӑм пайташӗсем те хутшӑннӑ. Акци вӑхӑтӗнче Етӗрнере пӗтӗмпе 100 ытла туя, ҫӑка, пилеш лартнӑ. Район администарцийӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ял тӑрӑхӗсенче те ирттереҫҫӗ-мӗн. Сӑнсем (34) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.