Республикӑн Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Наиля Хайрлисламовна ҫынсем усал шыҫӑпа аптӑрани медицинӑра кӑна мар, социаллӑ пурнӑҫра та ҫивӗч ыйту пулса тӑнӑ. Ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнин сӑлтавӗсен шутӗнче ҫак чир пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать иккен. Унпа чирлекенсен йышӗ пысӑкланса пынине тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Тӗпрен илсен ҫавна ҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмланса пынипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Диагностика пахалӑхӗ ӳсни те чире тупса палӑртма май парать. 2015 ҫул пуҫланнӑ тӗле республикӑри онкологи диспансерӗнче 23 пин ҫын, е Чӑваш Енри халӑхӑн 1,9 проценчӗ, учетра тӑнӑ иккен.
Арҫынсене илсен, вӗсен сывлав органӗсен, апат хуранӗн, ӳт, простата, тӳрӗ пыршӑ ракӗпе ытларах чирлеҫҫӗ, хӗрарӑмсем — кӑкӑр парӗннипе, ӳтӗннипе, апат хуранӗннипе, ача ҫуратмалли органсеннипе. Юлашки ҫулсенче усал шыҫӑна малтанхи тапхӑртах тупса палӑртасси ӳссе пырать. Ҫакӑнта массӑллӑ диспансеризаци ирттернин тӳпи те самай-мӗн. Пӗлтӗрхи кӑтартусене илсен, тивӗҫлӗ сиплев хыҫҫӑн чирлисен 55 проценчӗн ӗмӗрӗ 5 е ытларах ҫула тӑсӑлать тесе ӗнентереҫҫӗ тухтӑрсем.
Кӑрлачӑн 24,31 тата нарӑсӑн 7-мӗшӗсенче республикӑри онкологи диспансерӗнче (Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 31-мӗш ҫурт) Уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Унта лекме (8352) 62-02-88 номерпе шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне 8-15 сехетсенче шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Консультацие паспорт тата медполис илсе пымалла.