Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Светлана Яруткинӑна ҫавра ҫулпа саламларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 19.01.2015 23:15 | 1928 хут пӑхнӑ
Персона

Нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Светлана Вячеславовна Яруткина (Дмитриева) 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа ҫак кунсенче Хусанушкӑнь ялӗнчи Культура ҫурчӗнче юбиляра саламлама тата унӑн пултарулӑхӗре паллашма ятарлӑ курав йӗркеленӗ. Пухӑннисем умӗнче Светлана Вячеславовна хӑйӗн литературӑра тунӑ утӑмӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Хусанушкӑнь ял тӑрӑх ертӳҫи Любовь Геннадьевна Кузнецова юбиляра чунтан саламланӑ, Сӗнтӗкҫырми Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх коллективӗнчи концертсене хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн чунтан тав тунӑ, малашне те ҫыхӑну татӑлмасса шаннине пӗлтернӗ.

Светлана Вячеславовна таврара ырӑ ятпа пӗлеҫҫӗ. Виҫӗ ача амӑшӗ, шанчӑклӑ мӑшӑр, пултаруллӑ вӗрентекен, музыкант, юрӑҫӑ, корреспондент, сӑвӑҫ, ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм — йӑлтах пӗр ҫын.

Светлана Вячеславовна 1955-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тури Ҫӗрпӳкассси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тӑван ялти сакӑр ҫул вӗренмелли (1962–1970), Хусанушкӑнчи вӑтам шкулӗнче (1970–1972), И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче (1973–1979) вӗреннӗ. Хусанушкӑнь шкулӗнче 1972 ҫултанпа ӗҫлет: аслӑ пионервожатӑйра (1972–1975), 1975-мӗш ҫултанпа паянхи кунчченех чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ май музыка урокӗсене (1972) те ертсе пырать.

Ялти шкулта вӗреннӗ чухнех поэзипе интересленет. Хӑйӗн сӑввисемпе юрӑсем те кӗвӗлет. Чылай тӗрлӗ статья, очерк, тӗрленчӗк ҫырса район хаҫатӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑввисене районти «Пирӗн пурнӑҫ», республикӑри «Тантӑш», «Хресчен сасси», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсенче, «Тӑван Атӑл» (1998), «Ялав» (1999, 2000), «Ҫил ҫунат» (1998), «Халӑх шкулӗ» журналсенче (1997, 2008, 2009, 2011), Николай Александровпа Николай Пономарев хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсен «Ӑраскалӑм — эсӗ, — Етӗрне» (1992), Валерий Орловпа Юлия Мареева пухса хатӗрленӗ «Чутаях туртать ман чун» сӑвӑсен пуххинче (2005), Николай Плотников пухса хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» (2010) тата «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса…» (2011), «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» (2013), Юхма Мишшипе Татюк Юркки «Чутай ен — чӑвашлӑх управҫи» (2012), Юхма Мишшипе Алтӑр Ҫӑлтӑр тата Чутай Юркки «Чӑнлӑх уҫҫи» (2013), коллектив пухса хатӗрленӗ «Яркая звезда чувашской литературы и истории» (2014), Р.Галимовпа Ю.Дадюков «Лӑпкӑ Сӑр» (2014) кӗнекисенче пичетленӗ.

С.Яруткина конкурссене те хастар хутшӑнать. «1998 — Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» районти конкурсра 2-мӗш вырӑн (1998), Чӑваш халӑх сайчӗ ирттернӗ республикӑри литература интернет-конкурсӗсенче «Халап хапха тӑрринче…» — 3 вырӑн (2009), «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса…» — 2-мӗш вырӑн (2010), «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» — 2-мӗш вырӑн (2013). Чӑваш наци библиотеки ирттернӗ Чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ «Чӑваш чӗлхи. Ӗнер. Паян. Ыран» республикӑри сочиненисен конкурсӗнче — 2 вырӑн (2010), Чӑвашсен пӗрремӗш букварӗ (1872ҫ.) пичетленсе тухнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ республикӑри интернет конкурсра — 3-мӗш вырӑн (2012), республикӑри «Тантӑш» хаҫат учительсем хушшинче ирттернӗ уяв сценарийӗсен конкурсӗнче — 1-мӗш вырӑн (2012) т.ыт.те.

Вӑл Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗн пурнӑҫӗнче те хутшӑнмасӑр тӑраймасть. Ӑна Сӗнтӗкыҫрми Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх коллективӗнчи концертсенче курма пулать. Ялти артистсене пултарнӑ таран пулӑшма тӑрӑшать.

С.Яруткина — Чӑваш наци конгресӗн Хӗрлӗ Чутай уйрӑмӗн правлени Совечӗн членӗ (пуш, 2014), Регионсем хушшинчи обществӑлла организацисен Чӑваш наци конгресӗн IX съезчӗн делегачӗ (2014), Чӑваш наци конгресӗн I-мӗш съезчӗн делегачӗ (1992), Чӑваш АССРӗн учительсен VI-мӗш съезчӗн делегачӗ те (1989), республикӑри учительсен конференцийӗсен делегачӗ (1997-1998) пулнӑ.

Светлана Яруткина-Салам тӑватӑ кӗнеке авторӗ: «Ӑшри туйӑмсем» (1997), «Сӑвӑсемпе юрӑсем» (2012), «Илемлӗх ытамӗ» (2012), «Халап хапха тӑрринче» (2014).

Унӑн паллӑрах наградисем: ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн пӑхӑр палли «Пилӗкҫуллӑхӑн ҫамрӑк гвардеецӗ» (1975), «1979 ҫулхи социализмла ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи» паллӑ (1979), Пӗтӗм Союзри халӑх пултарулӑх фестиваль лауреачӗн медалӗ (1985), Чӑваш Республикинчи Патшалӑх Совечӗн тата РСФСР вӗрентӳ Министерствин Хисеп Хучӗсем (1999, 1981), «Ӗҫ ветеранӗ» ят (1998), Чӑваш Республикинчи писательсен Союзӗн тата Пӗтӗм тӗнчери писательсен пӗрлештернӗ Союзӗн членӗ (2012), Чӑваш халӑхӗн Алексей Талвир ячӗллӗ республикӑри литература премине тата медальне тивӗҫнӗ (2012), «Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (2013), Чӑваш Республикинчи писательсен Союзӗн тата Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн Хисеп Хучӗсем (2013, 2014).

Шкул саккинченех спортпа туслӑ пулнипе вуншар Хисеп Хутне тивӗҫнӗ. Тури Ҫӗрпӳкасси, Хусанушкӑнь шкулӗсен, район чысне спортӑн тӗрлӗ енӗпе сахал мар хӳтӗленӗ.

Ҫемьеллӗ, мӑшӑрӗпе, Сергей Николаевичпа 1982 ҫултанпа килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Мӑшӑрӗ шкулта физика тата биологи предмечӗсене вӗрентнӗ, халӗ — тивӗҫлӗ канура. Ҫемьере виҫӗ ывӑл, пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ. Асли, Андрей, Шупашкарти ЧПУ хыҫҫӑн Мускавра инженер пулса тӑрӑшать. Вӑталӑхӗ Григорий МАДИ пӗтернӗ, вӑл та Мускавра, МГУра ӗҫлет. Кӗҫӗнни те ЧПУ пӗтерсе алла инженер-электрик специальноҫне алла илнӗ, халлӗхе хӑй специальноҫӗпе тӗплӗн вырнаҫайман-ха.

Сӑнсем (9)

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хусанушкӑнь, #клубсем, #Тури Ҫӗрпӳкасси, #Сӗнтӗкҫырми, #шкулсем, #конкурссем, #ҫитӗнӳсем, #юбилейсем

 

Комментари:

2015.01.19 23:20
«Литература ҫулӗнче татах та ӑнӑҫлӑрах ӗҫлесчӗ», - тет юбиляр, - чӑваш халӑх тусӗсене хӑйӗн пӗр сӑввине сӗнсе.

Ҫуркунне


Ҫут ҫанталӑк ташлать, хӗпӗртет, савӑнать,
Пин-пин кайӑк сасси таврара шӑранать.
Тӗнчене ӑшӑтса сар хӗвелӗ пӑхать,
Пур тавралӑх кӗҫех ҫӗнӗ тум тӑхӑнать.
Шурӑм пуҫӗ килет хӗрелсе тухӑҫран,
Ҫӗнӗ кун пуҫланса килнине палӑртать.
Ҫуркунне кунсерен ӑшӑтса пынӑран,
Ир-ирех ӗҫчен халӑх ӗҫе тытӑнать.
Тӑван халӑхӑн сӑнӗ шуҫӑм ҫапнӑран
Кӗмӗл пек сывлӑмпа ҫуталса ҫеҫ тӑрать.
Пур ҫӗрте те ӗҫ шавӗ хӗрсе тӑнӑран
Шӑтса тухнӑ тыр-пулшӑн ман чун савӑнать.
1999

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем