![]() «Хӗрарӑма чӑтма тунӑ», — тенине эпӗ пӗрре ҫеҫ мар илтнӗччӗ. Чӑнах та паянхи вӑхӑтра хӗрарӑмсем хӑйсен черчен хулпуҫҫи ҫине пур ӗҫе те тийӗҫҫӗ: ачисене те ашшӗсемсӗр ура ҫине тӑратаҫҫӗ, йывӑр ӗҫсенче те арҫынсемпе пӗр тан тӑрса ӗҫлеҫҫӗ тата ытти те. Ҫапах та хӗрарӑм чӑтӑмлӑхне пурнӑҫри йывӑр пулӑмсене мӗнлерех тӳссе ирттернинче кӑна мар курма пулать. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче те хӗрарӑмсен йышӗ хӑйсен ҫирӗп чун хавалӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть пирӗн ентеш Татьяна Александрова Берингов проливӗ урлӑ ишсе каҫассипе халӑхсем хушшинчи эстафетӑна хутшӑннӑ. 15 патшалӑхран килнӗ 60 хутшӑнакан сахалтан та 134 ҫухрӑм ишсе тухнӑ. Ӑмӑрту йывӑр пулнӑ, шывӗ те 11 градус таранах сивӗ тӑнӑ, ҫил кӑларакан 6 метрлӑ хумсем те ишме чӑрмантарнӑ. Ҫапах та Татьяна Александрова лартнӑ тӗллеврен пӑрӑнман, вӗҫне ҫитиченех ишсе тухса хӑйӗн пӗчӗк рекордне лартнӑ. Татьяна ҫак ӑмӑртура пирӗн республика чысне хӳтелекен пӗртен-пӗр спортсменка пулнӑ. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӑл тепӗр хут чӑваш хӗрарӑмӗсем чӑтӑмлӑ, хастар, тӗллевлӗ пулнине ҫирӗплетме панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шкул вӗренсе тухакан ачасене патшалӑх пӗрлӗхлӗ экзамене тытарас саккуна темиҫе ҫул каялла йышӑннӑ пулин те паянхи кунччен те ун тавра иккеленӳллӗ шухӑшсем ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗренӳ тата ӑслӑлӑх пайӗпе ӗҫлекен патшалӑх канашлӑвӗн комитечӗ «Вӗренӳ ҫинчен» саккуна улшӑнусем кӗртме хут ҫырнӑ. Ҫак сӗнӳ хутӗнче вара шкул пӗтерекенсем тытакан пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне пӑрахӑҫламалли ҫинчен сӑмах пырать. ИТАР-ТАСС палӑртнӑ тӑрӑх ку хыпара комитетӑн председатель ҫумӗ, КПРФ парти депутачӗ Олег Смолин пӗлтернӗ. Смолин шухӑшӗпе кашни вӗренекене ППЭ тытнӑ чухне ирӗк памалла. Унччех маларах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти депутачӗ, комитетӑн председатель ҫумӗ Надежда Шайденко професионаллӑ техника училищине кӗрекенсем валли ППЭ тата ППА пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Ун шухӑшӗпе ун пек ачасен экзамена традициллӗ формӑпа тытмалла. Смолин каласа панӑ тӑрӑх комитет «Вӗренӳ ҫинчен» саккун валли ытти улшӑнусем те хатӗрленӗ. Вӗсемпе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланниччен, ҫурлан 26-мӗшӗнче патшалӑх канашлӑвӗнче паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӑтӑрмах Канаш хулинче утӑн 28-29 кунсем хушшинче ҫурҫӗр иртсен пулса иртнӗ. Ленин проспекчӗнче вырнаҫнӑ пӗр ҫуртӑн хватер хуҫисем хӑйсем патне чӳречерен кӗрекен ҫынна асӑрханӑ пулнӑ, вара васкавлӑн йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Полици отделенийӗнче 19 ҫулхи каччӑ хватере мӗн сӑлтавӗпе кӗни ҫинчен каласа панӑ. Хайхи ҫамрӑка хӗренкеленӗ хыҫҫӑн 2 ҫул хушши курман юратнӑ хӗр аса килнӗ. Мӗнле хватерте пурӑнине каччӑ лайӑхах пӗлмен, ҫавӑнпа та вӑл хӑнана чӳречерен кӗрес тенӗ. Анчах та вӑл чӳречесемпе йӑнӑшнӑ, ҫапла майпа полици аллине лекнӗ те. Ҫӑмӑл шухӑшлӑ «Ромеона» «саккунла мар майпа хваттере кӗни» статьяпа айӑпланӑ. Ҫитес вӑхӑтра ун ӗҫне тавлашуллӑ вак ыйтусене пӑхакан судьяна куҫарса парӗҫ, вӑл вара ку ӗҫпе йышӑну ҫирӗплетӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшччен Алтайри Барнаул хулинче ҫулсерен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ялти ҫамрӑксен слёчӗ иртет. Унӑн тӗллевӗ — пӗлӗвпе ылмашасси, пӗчӗк, вӑтам предпренимательствӑсене ялсенче аталантарнӑ чухне сиксе тухакан ыйтусене сӳтсе явасси тата усламҫӑсен ӗҫӗ-хӗлнӗ ҫамрӑксене явӑҫтарас ӗҫре хӑтлӑ модель йӗркелесси. Слётра хӑйсен проекчӗсемпе производство тата суту-илӳ сферӑллӑ бизнес усламҫисем паллаштарма пултараҫҫӗ. Слёт теми — «Ял. Ҫамрӑк. Усламҫӑ ӗҫӗ». Унсӑр пуҫне пӗчӗк, вӑтӑм предпренимательствӑна аталантарассипе канашлусем иртӗҫ, Алтайри ӑнӑҫлӑ ял усламҫисемпе тӗлпулусем пулӗҫ. Слёта хутшӑнакансем ҫак ыйтусем тавра калаҫӗҫ: «Ял тӑрӑхӗ аталаннӑ ӗҫре обществӑлла организацийӗн вырӑнӗ», «Ялсенчи социаллӑ усламлӑх», «Ялти ҫамрӑксене патшалӑх пулӑшмалли майсем», «Ялти усламҫӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ». Слёта хутшӑнас тесен юпан 1-мӗшччен altaimolodoi.ru сайтра регистрациленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак кунсенче патшалӑх туянӑвӗн тетелӗнче Шупашкарти И.Яковлев проспекта йывӑҫ-курӑксемпе пуянлатассипе электронлӑ аукцион уҫӑлнӑ. Ҫак ӗҫе пӗтӗмӗшле 26 миллион тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Укҫи вара йывӑҫ-курӑка туянас ҫӗре тата симӗслӗхе лартакан ӗҫченсене шалу тӳленӗ ҫӗре кайӗ. Унсӑр пуҫне смета хакне лаптӑк планировкине, симӗслӗхе лартмалли ҫӗре хатӗрлессине, ҫереме акассине тата йывӑҫ-курӑка лартассине кӗртнӗ. Контрактпа килешӳллӗн И.Яковлев прспекчӗ тӑрӑх вӗрене, ҫӑка, каштан, юман, чӑрӑш, пилеш, катӑркас, каврӑҫ йывӑҫӗсене лартмалла. Хальлӗхе ӗҫченсем лаптӑка юсав хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурлан 17-мӗшӗнче республикӑра шывра ишекен кайӑксене тытассипе сунар вӑхӑчӗ пуҫланнӑ. Ҫакна пула Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерствӑн КУ «Шӑмӑршӑ вӑрман пайне тытакан хуҫалӑх» Шӑмӑршӑ районӗнчи Патӑрьелӗн РОВОД элчисемпе тата сунар ӗҫне тытса пыракансемпе пӗрлӗ патшалӑх вӑрман фондчӗн лаптӑкӗнче вырнаҫнӑ сунар хуҫалӑхӗсем тӑрӑх рейд ирттернӗ, сунар ӗҫне пурнӑҫлассипе йӗркесене тытса пынине тӗрӗсленӗ. Рейда Палтиел лаптӑк вӑрман хуҫалӑхӗнче ирттернӗ. Тӗрӗслевре вара саккун пӑсакан пулӑмсене асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурлан 17-мӗшӗнче, 12 сехетсенче 500 ҫул Шупашкар паркӗнче бензин пӑчкипе усӑ курса пӗренерен кӳлепе касса кӑларассипе фестиваль уҫӑлнӑ пирки эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Икӗ кун хушши пӑчкӑ ӑстисем «Чӗрчунсен тӗнчи» темӑпа куракансем умӗнчех 40 минут хушшинче хитре кӳлепесем касса лартнӑ. Совет союзӗн биотлонисчӗ, тӑватӑ хутчен олимп чемпионӗ, вунпӗр хутчен тӗнче чемпионӗ Александр Тихонов вара чи хастар пӑчкӑ ӑстисене ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Пӗрремӗш вырӑна Шупашкар каччи Кошкин Андрей Геннадьевич тивӗҫнӗ, ӑна ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗшӗн 3 пин укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗ. 2 вырӑна Кӳкеҫ маттурӗ Иванов Александр Валерьевич тухнӑ, ӑна 2 пин тенкӗ панӑ. 3 вырӑнта вара Беларуҫри Иванцевичи хула ҫынни Аранский Денис Петрович — Александр Тихонов ӑна та сертификатпа тата 1 пин тенкӗ парса чысланӑ. Фестивалӗ пирӗн республика хастаррӗсем кӑна мар Беларуҫ, Украина, Мускав, Киров тата Мускав, Иваново, Воронеж облаҫӗсен ӑстисем хутшӑннӑ, пурӗ 10 ҫын. Кӑна та палӑртса хӑварас пулать, 4 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут арҫынсемпе пӗр танӑ ӑмӑртӑва хӗрарӑм, Мускав хула чысне хӳтелекен — Ингрид Струэнзе хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хӑйӗн хуҫине ҫухатнӑ пушмак мӑшӑрӗ Этемӗн пултаруллӑхӗ чикӗсене пӗлмест. Ҫак шухӑш патне тухрӑм Шупашкарта пулса иртнӗ пӗр кӑсӑклӑ хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн. Нумаях пулмасть халӑх корреспонденчӗн Владимир Спиринӑн ӗҫрен таврӑннӑ чухне Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи Хусанкай урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче кӑсӑклӑ ӳкерчӗк сӑнама май лекнӗ. Электричество пралукӗн линийӗнче спорт пушмак мӑшӑрӗ ҫакӑнса тӑнӑ имӗш. Ку култармӑшран журналист фотоаппарат ҫине ӳкермесӗр иртсе кайма пултарайман. Ӳкерчӗке сӑнанӑ хыҫҫӑн пуҫра пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: «Мӗнле майпа мӑшӑрӑн пӗр пушмакӗ те мар, иккӗшӗ электричество пралукӗ ҫине улӑхса ларма пултарнӑ?» Тен ывӑтаканни хӑйӗн уйрӑм рекордне тӑвасшӑн пулнӑ, ара кам-ха Гинесс рекорд кӗнекине кӗме хирӗҫ пулӗ. Ҫапах та мӗнпур ҫитенӳре тӑкаксемсӗр пулмасть. Ывӑтаканнин вара пушмаксӑр тӑрса юлмалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пирӗн республика яланах сывлӑхлӑ пурнӑҫа пропагандӑланӑ. Ӗнер, ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне те ку йӑла пӑрахӑҫланман. Шупашкар ҫыннисем, хула хӑнисем Хӗрлӗ тӳремре иртекен массӑллӑ ирхи зарядкӑна тухнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМ управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх унта пурӗ 28 пин ҫын хутшӑннӑ. Тӗрлӗ професси ӗҫченӗсем, студентсем, шӑпӑрлансем пӗрлӗхлӗ упражнени комплексне тунӑ. Массӑлӑ зарядкӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, министертсвӑпа ведомствӑ ертӳҫисем тата депутатсем те хутшӑннӑ. Сехет хушши паллӑ спортсменсемпе тренерсем сцена ҫинчен стэп-аэробикӑпа физкультура упражненийӗсен элеменчӗсене кӑтартнӑ. Вӗсен шутӗнче совет союзӗн биотлонисчӗ, тӑватӑ хутчен олимп чемпионӗ, вунпӗр хутчен тӗнче чемпионӗ Александр Тихонов та пулнӑ. Унсӑр пуҫне зарядкӑна хутшӑнакансене пурне те хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлӗпе Виктор Логинов («Счастливы вместе» сериалта Гена Букин рольне выляканӗ) актер савӑнтарнӑ. Массӑллӑ зарядкӑна ватти-вӗтти те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хули хӑйӗн 544 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫак куна уявлама республикӑн тӗп хулине пин-пин ҫын пуҫтарӑннӑ. Унсӑр пуҫне паян Наци вулавӗшӗнче 14:00 сехетре регионсем хушшинчи общество организацийӗ «Чӑваш наци конгресӗ» лару ирттернӗ. Ларӑва пирӗн республикӑн элчисемсӗр пуҫне конгресс канашӗн Мари Эл, Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Мускавпа Питӗр хулисенчи, Самар, Чӗмпӗр, Чулхула, Тӗмен, Ӑремпур облаҫӗсенчи элчисем хутшӑннӑ. Тӗпрен илсен ларура виҫӗ ыйту тавра сӑмахланӑ. Пӗррӗмӗш ыйту Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне ирттерессипе ҫыхӑннӑ. Ку ыйтупа «Чӑваш наци конгресӗн» президенчӗ Архипов Геннадий Николаевич тухса калаҫнӑ. Вӑл съезда юпан 25-27-мӗш кунсем хушшинче ирттерме сӗннӗ. Вара сасӑланӑ хыҫҫӑн ун шухӑшӗпе нумайӑшӗ килӗшнӗ. Иккӗмӗш ыйтура сӑмах ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетесси ҫинчен пынӑ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич ларӑва пухӑннӑ ҫынсене йышшӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ. Ҫапла вара юпа уйӑхӗнче ирттерме планланӑ съезда 386 делегат хутшӑнмалла, вӗсенчен тулашран — 111, ют ҫӗршывран — 15, Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ районсемпе хула округӗсенчен тата учрежденийӗсемпе организацисенчен — 260 делегат. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |