Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Муркаш пики — 2014» конкурсра Елизавета Смирнова ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.03.2014 11:18 | 2932 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пушӑн 14-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче кӑна мар, Муркаш районӗнче те чиперуксен конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал «Муркаш пики — 2014» конкурса 8 хӗр хутшӑннӑ. Пикесем пилӗк конкурса витӗр тухнӑ: «Визит карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ».

Жири конкурсҫӑсене чи малтанах ӑнӑҫу суннӑ. Пикесене тӗрлӗ енлӗн тӗрӗсленӗ. Паллах, конкурссене парӑнтарма ҫӑмӑл пулман. Хӗрсем сцена ҫинче ташланӑ, юрланӑ, наци апат-ҫимӗҫӗ пирки калаҫнӑ.

Чи маттурри — Елизавета Смирнова. Муркаш вӑтам шкулӗнче вӗренекенскер «Муркаш пики — 2014» ята тивӗҫнӗ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Елена Николаева «Вице Муркаш пики» ята ҫӗнсе илнӗ. Чуманкасси шкулӗнчи Елена Иванова «Хӳхӗм пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Калайкасси шкулӗнче вӗренекен Кристина Арчикова «Ҫепӗҫ пике» пулнӑ. Ярославка ял тӑрӑхӗнчи Виктория Иванова «Ӑс пике» номинацире палӑрнӑ. Муркаш шкулӗнчи Ольга Павлова «Пултаруллӑ пике» ята тивӗҫнӗ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире вара Алена Кузьмина ҫӗнтернӗ.

Сцена ҫинче чӑваш эстрадин юрӑҫисем Алена Еркова, Юлия Железнова, Алина Савельева, Николай Кузьмин, Москакасси культура центрӗнчи «Хӗлхем» хореографи уйрӑмӗ пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Район шайӗнчи конкурс иртнӗ. Халӗ Елизавета Смирновӑн «Чӑваш пики — 2014» конкурса хутшӑнса Муркаш чысне хӳтӗлемелле.

Сӑнсем (45)

#Калайкасси, #Чуманкасси, #Ярославка ял тӑрӑхӗ, #Муркаш районӗ, #Муркаш, #конкурссем, #Чӑваш пики, #Москакасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем