Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Статистика Укҫа килет те каять...
Укҫа килет те каять...

Сӑмах кунта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗ пирки пырать. Хаксем ҫак уйӑхран ӳсессине, анчах Раҫҫейре регионсем валли ҫирӗплетнӗ индексран ытла хӑпармалла мар. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова республикӑн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашулра палӑртнӑ.

Утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса ӑшӑшӑн, ҫутӑшӑн, газшӑн, сивӗ тата вӗри шывшӑн, канализацишӗн тӳлесси ӳсет. Федерацин тариф служби ҫӗршывӑн субъекчӗсем валли палӑртнӑ индексран пирӗн республикӑра хаксем сахалтарах хӑпармалла тесе лӑплантараҫҫӗ. Танлаштарма Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн тариф служби Федерацин тариф служби йышӑннӑ нормативсемпе илсе кӑтартнӑ. Вӗсем, чӑн та, пирӗн пӗчӗкрех.

Тарифсем пирки каласан, утӑ уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен ҫутӑшӑн ял ҫыннисем пӗр киловатт-сехетшӗн 1 тенкӗ те 83 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, хуларисем — 2 тенкӗ та 61 пус. Ҫапла вара ҫутӑ хакӗ 4 процент хӑпарӗ. 1000 кубла метр газшӑн 4688 тенкӗ те 54 пус тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку вӑл хак 4,1 процент ӳснине пӗлтерет.

 

Культура "Ҫавра сӗтел" вӑхӑтӗнче
"Ҫавра сӗтел" вӑхӑтӗнче

Иртнӗ канмалли кун Улатӑрта «Пурнӑҫ ячӗпе» культурӑпа ыр кӑмӑллӑх фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Литература» номинаципе йӗркеленӗ. Фестивале сӑвӑ ҫыракан сусӑрсене пултарулӑхне сарас тата вӗсене пӗр-пӗринпе хутшӑнтарас тӗллевпе ирттерни пирки хыпарлать Улатӑр хула администрацийӗ.

Фестивалӗн тӗп пулӑмӗ вырӑнне хурса «Ал парар, юлташсем» ҫавра сӗтеле хакланӑ. Ӑна хулари тӗп вулавӑшра пухнӑ. Унта тӳре-шара таранах хутшӑннӑ. Фестивале «Литература» номинаципе хутшӑнакансене те унтах чысланӑ. Хула администарцийӗн дипломӗпе Чулхула облаҫӗнчи Чкаловск хулинчи Татьяна Стафеевана тата Куславккари Александра Аникинана хавхалантарнӑ. Хусанти литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Наиля Ахунована тав хучӗпе палӑртнӑ.

Фестивальте «Пурнӑҫ ячӗпе» фестивальте ҫӗнтернӗ Андрей Малов, Татьяна Стафеева тата Александра Аникина хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Сӑнсем (25)

 

Чӑвашлӑх «Хавал» уйлӑха пуҫтарӑннисем
«Хавал» уйлӑха пуҫтарӑннисем

Етӗрне районӗнчи «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче ӗнер чӑваш чӗлхине вӗренмелли «Хавал» ҫуллахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе ун пек мероприятие пиллӗкмӗш ул йӗркелеҫҫӗ.

Уйлӑхра чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелеҫҫӗ, тӗрлӗ темӑпа лекцисемпе семинарсем вулаҫҫӗ. Вырсарни кун унта тутар историкӗ Айрат Тухватуллин тухса калаҫнӑ. Вӑл тутарсемпе чӑвашсен пӗр пеклӗхӗпе расналхӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Уйлӑха ҫавӑн пекех чӑваш филологӗсем Атнер Хусанкай тата Николай Егоров, Исофи Дмитриев-Трер театр режиссерӗ, Владислав Николаев журналист, Александр Капитонов усламҫӑ, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗ Надежда Сельверстрова тата ыттисем пымалла.

«Хавала» ҫитме палӑртнӑ ҫынсен хушшинче Чӑваш Енри чӑваш чӗлхи тӑрӑмне темиҫе ҫул хушши тӗпчекен Каталони социолингвисчӗ Эктор Алос-и-Фонт, Окситани юрӑҫи Жан-Марк Леклер, украин лингвисчӗ Артем Федоринчик тата Иран хӑнисем пур иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1911.html
 

Пӑтӑрмахсем Ҫакӑн пек вырӑнта та пурӑнма пулать тесе шухӑшлать иккен тепӗр тӳре-шара
Ҫакӑн пек вырӑнта та пурӑнма пулать тесе шухӑшлать иккен тепӗр тӳре-шара

Сӗнтӗрвӑрри хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерий Петров пуҫиле ӗҫе лекнӗ. Ӑна тӗпчевҫӗсем ҫынсене ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.

2009 ҫулта вӑл 17-ри хӗре тата унӑн амӑшне социаллӑ найм килӗшӗвӗпе нумай хваттерлӗ ҫуртри ача-пӑча урапи лартмалли пӳлеме панӑ. Пурӑнмалли вырӑн мар пулин те хайхисен ҫавӑнта пурӑнма тивнӗ. Малтанхи хваттертен ҫемьене ҫурта ишӗлекен тесе йышӑннӑран куҫарнӑ. Унтан та ытларах — амӑшӗпе хӗрне хваттер ыйтӑвне лайӑхлатнӑ тесе черетрен кӑларнӑ-мӗн. Ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать.

 

Культура

Утӑ уйӑхӗн 8–11-мӗшӗсенче Хусанта Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗпе Федерацин пичетпе массӑллӑ коммуникацисен агентстви «Регионти кӗнеке кӑларакансен конкуренцине ӳстересси ятпа конференци ирттерет.

Кун пек мероприяти кӗнеке кӑларакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар-ха. Хальхи саккӑрмӗш хут иртет. Унта 23 хулари, ҫав шутра наци республикисен тӗп хулисем те, хутшӑнӗҫ. Йыша Чӑваш кӗнеке издательстви те кӗнӗ. Унта вӑл краеведени тата ӑслӑлӑхпа популярлӑ литературӑна кӑтартӗ. Ҫав шутра – Иван Яковлевӑн халалӗнчен пуҫласа «Чӑваш Республикин социаллӑ-экономика атласӗ» йышшисем таранах.

Конференцире издательствӑн тӗп редакторӗ Валерий Алексеев автор правипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусемпе тухса калаҫмалла. Кун пирки издательство пӗлтерет.

 

Ял пурнӑҫӗ "Акуча" уявӗ
"Акуча" уявӗ

Муркаш районӗнчи ярапайсем (тӗрӗссипе, ялӗ Ярапайкасси ятлӑ-ха. Халӑхра Ярапай тени сарӑлнӑ) харӑсах ултӑ ял уявне палӑртнӑ. Мероприятие вӗсем «Акуча» ят панӑ.

«Ӗҫҫине пӗтерсен пирӗн халӑх яланах йышпа пухӑнса савӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине тытса пынине курма хавас», – тенӗ Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев.

Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Сыпайкасси, Иштерек, Тури Тӑмлай, Анатри Тӑмлай, Ҫӗнӗ Тӑмлай тата Вускаси пӗлтӗр кашниех пуҫласа ял уявне йӗркеленӗ. Уйрӑмшарӑн. Кӑҫал вӗсем пӗрле пухӑнма шут тытнӑ.

«Акучана» пухӑннисене район администрацийӗн тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ саламланисӗр пуҫне муркашсен Шупашкарти ентешлӗхӗн ертӳҫи, Сыпайкассинче ҫуралнӑ Александр Федоров та ҫитнӗ.

Уявра Сорокинсен ҫемйине чылай ҫул килӗштерсе пурӑнать тесе чысланӑ. Вырӑнти «Акуча» художество коллективӗн пайташӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарнӑ.

Уяв кунӗнче спортпа туслисен те тунсӑхлама тивмен. Мини-футболта ултӑ ял ушкӑнӗ вылянӑ. Иштерексем маттуртарах пулнӑ. Вускассисемпе сыпайкассисен иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайлама тивнӗ.

Малалла...

 

Культура Ярмӑрккӑна ал ӑстисем тӗрлӗ япала илсе аннӑ. Михаил Игнатьев йывӑҫ кӗреплене пахалать
Ярмӑрккӑна ал ӑстисем тӗрлӗ япала илсе аннӑ. Михаил Игнатьев йывӑҫ кӗреплене пахалать

Йӑлана кӗнӗ Ҫӗрпӳ ярмӑркки хальхинче утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен тытӑнса ӗнерччен пычӗ. Уяв программине официаллӑ майпа ҫӗрпӳсем эрне кун уҫнӑ.

Сӑмах май, ярмӑрккӑна уҫма Чӑва Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Унта пынӑ май вӑл производствӑра малта пыракансене тата ытти тӗрлӗ категорие чысланӑ. Ҫӗрпӗве ҫитнӗ-ҫитнех Элтепер унти Хӗрарӑмсен мӑнастирне те кӗрсе тухнӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ иккен. «Михаил Игнатьев юсава Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ӗҫсене вӗҫлемелле тесе палӑртрӗ», – тесе хыпарланӑ кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби.

Эрне кунах ҫӗрпӳсем район «Акатуйне» те ирттернӗ.

Сӑнсем (92)

 

Республикӑра

Кӑҫал Чӑваш Енри икӗ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Вӗсенчен пӗри Вӑрмар поселокӗнче пурӑнать.

Нагардӑна Силеровсене РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ элчелӗ Михаил Бабич хӑй панӑ. Игорьпе Татьяна пилӗк ача пӑхса ӳстереҫҫӗ. Асли – 11-те, кӗҫӗнни 3 ҫулта ҫеҫ. Амӑшӗ мӗнле ӗлкӗрет-ши? Татьяна каланӑ тӑрӑх, пӗрремӗшӗпе ҫеҫ йывӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен – йӑлтах уншӑн ҫӗнӗ. Иккӗмӗшӗпе, виҫҫӗмӗшӗпе тата ыттисемпе ҫӑмӑлрах. Аслисем, арҫын ачасем, пулӑшаҫҫӗ: пӗҫереҫҫӗ, кӗҫӗннисене ача пахчинчен кайса илеҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ.

Татьянӑпа Игорь ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтараҫҫӗ. Килте – турниксем, тренажерсем. Аслин Алексейӑн ишесси енӗпе – 3-мӗш разряд.

Силеровсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Аслисем кӗҫӗннисене пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗмйипе канаҫҫӗ. Вӗсем 2012 ҫулта «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсне хутшӑнса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Икӗ ҫул каялла хӑйсем Вӑрмарта клиника уҫнӑ. Унт Татьяна – бухгалтерта, Игорь стоматологра ӗҫлет.

Силеровсем 22 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Ачисем ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

 

Культура

«Раҫҫей почти» Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн коллекцийӗнчи картинӑсемпе усӑ курса 19 открытка кӑларнӑ.

Открыткӑсенче - ӗлӗкхи Шупашкар: С.Ф.Скрябинӑн «Шупашкар. Сельхозинститут строительстви» (1957 ҫул), В.Я.Медведевӑн «Сивӗ ир (хӗллехи Шупашкар)» (1974 ҫул), Н.Д.Моховӑн «Шупашкар сулахай ҫыранран», Н.И.Садюковӑн «Шупашкар. К.Иванов урамӗ» тата ыттисем. Вӗсен йышӗнче Андриян Николаев космонавта халаллани те пур: «Салам, Ҫӗр!» (Н.В.Овчинников).

Ӳнер музейӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Кун пек майпа ӳнер хайлавӗсемпе кашниех паллашма пултарать.

 

Республикӑра Асӑну хӑми уҫнӑ чухне
Асӑну хӑми уҫнӑ чухне

Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шуркасси ялӗнче Ҫурҫӗр Кавказ регионӗнче пуҫ хунӑ Леонид Пучков аслӑ сержанта халалласа асӑну хӑми уҫнӑ.

Унта полици тытӑмӗнче ӗҫлекенсем те килнӗ. Аса илтерер: Леонид Пучков пӗлтӗрхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Кавказри Серноводск ялӗнче сирпӗнекен хатӗре пула вилнӗ. Иккӗленӳ ҫуратакан урапана курсан плицейскисем унӑн ҫулне пӳлнӗ. Террорист хӑйӗн ҫумӗнчи минӑна сирпӗтнӗ. Синкерте виҫӗ полицейски вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – Чӑваш Енрен. Вӗсем террориста тытса чарнӑран чылай ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫӑлӑннӑ.

Леонид Пучков шалти ӗҫсен органӗнче 6 ҫул ӗҫленӗ. Унӑн арӑмӗ тата пӗчӗк ачи юлнӑ.

РФ ШӖМӗн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗ вырнаҫнӑ урама та Леонид Пучков ячӗпе хисеплесшӗн. Ку - унти полицейскисен шухӑшӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3524, 3525, 3526, 3527, 3528, 3529, 3530, 3531, 3532, 3533, [3534], 3535, 3536, 3537, 3538, 3539, 3540, 3541, 3542, 3543, 3544, ... 4123
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 25

1897
129
Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1898
128
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ.
1909
117
Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ .
1927
99
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1936
90
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ.
1952
74
Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1960
66
«Шупашкар керамики» савута хута янӑ.
1961
65
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1971
55
Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ.
1977
49
Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...