Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Усламҫӑсен хӳтӗлевҫи хыҫа юлнӑ ҫула пӗтӗмлетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 16.03.2014 21:52 | 1186 хут пӑхнӑ
Экономика Владимир Иванов — Чӑваш Енри усламҫӑсен хӳтӗлевҫи
Владимир Иванов — Чӑваш Енри усламҫӑсен хӳтӗлевҫи

Пӗтӗмлетӗве правительство ларӑвӗнче ирттернӗ. Чӑваш Енӗн усламҫисен хӳтӗлевҫи Владимир Иванов иртнӗ ҫул унтан 54 ҫын пулӑшу ыйтнине пӗлтернӗ. «Кашни ҫӑхав хыҫне пысӑк ыйту пытарӑннӑ, ансат та ҫӑмӑл ыйтусем пирӗн пата килмен», — тенӗ вӑл. Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 40-е яхӑн ыйту килнӗ те иккен. Пӗлтӗрхисене илсен, вӗсенчен ҫуррине яхӑнӗнче ҫӗр хутшӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем усламҫӑсен хӳтӗлевҫинче хӳтлӗх шырама хистенӗ. Сӑмахран, 10 ҫул тара илсе пурӑннӑ хыҫҫӑн усламҫӑ ҫӗр лаптӑкӗсӗр тӑрса юлни кӑмӑллах мар. Ҫапла ыйтупа усламҫӑ патне пысӑк строительство фирми тухнӑ. Вӑл ҫынсене пурӑнма ярса ӗлкӗрнӗ иккен, коммуникацисене туса пӗтернӗ-мӗн, анчах палӑртнӑ территорие туса пӗтереймен. Шучӗпе ҫав лаптӑка аукцион урлӑ илме юрать. Анчах 10 ҫултан ҫӗр сана лекессипе лекмессине пӗлсе тӑни услаҫӑсене лӑпкӑн ӗҫлеме кансӗрлет тесе шухӑшланине палӑртнӑ Владимир Иванов.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кашни тӗслӗхпе обьективлӑ тата субьективлӑ факторсене тӗпе хумаллине палӑртса хӑварнӑ. Хӑшӗсем ҫӗре бизнеса аталантарма мар, кайран сутса яма туянаҫҫӗ-мӗн.

Иванов гражданла право хутшӑнӑвӗсем хӑш чух пуҫиллисене куҫни пирки те асӑнса тӑнӑ. Сӑмахран, пӗр усламҫӑ банкран кредит илнӗ, анчах супермаркетсен конкуренцине чӑтайман. Банкирсен умӗнче парӑмӗ юлнӑ. Лару-тӑрӑва гражданла право мелӗпе хаклас вырӑнне улталама хӑтланнӑ тесе ҫынна пиллӗк ҫуллӑха хупса хунӑ иккен. «Тӗрмере ларнипе вӑл пӗрех укҫана тавӑрса параяс ҫук», — тенӗ усламҫӑсен хӳтӗлевҫи. «Кун пек чух усламҫӑсене тухӑҫлӑрах хӳтӗлемелле», — килӗшнӗ Михаил Игнатьев.

Ларура ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ.

#тӗлпулусем, #усламҫӑсем, #экономика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем