Украинӑра пурӑнакан вырӑс ҫыннисене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта митинг йеркелеме палӑртнӑ. Ҫак шухӑша Шупашкар хула депутчӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов шухӑша ырланӑ.
Ларура Шупашкар ҫыннисене Крымра пурӑнакансене гуманитарӗ пулӑшӑвӗ пама, ҫавна май митинг ирттерме сӗннӗ. Леонид Черкесов хула халӑхне юлташлӑ ҫӗршывра мӗн пулса иртни чӑннипех те пӑшӑрхантарнине палӑртнӑ. Ларӑва пухӑннисене Шупашкарпа Севастопольти авиаци базин Хура тинӗс флочӗн ҫыхӑнӑвӗ пирки аса илтернӗ.
Леонид Черкесов митинга ҫитес вӑхӑтра йӗркелессине каланӑ. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫак эрнери пӗр канмалли кун пулӗ. Аса илтеретпӗр: Крымра Чӑваш Енра ҫуралнӑ 2,5 пин ҫын пурӑнать.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.11 21:14 | |
Украина халăхне пулăшас тĕллевпе митинга мĕншĕн Власов ялавĕпе çеç йĕркеленĕ? | |
Agabazar // 1502.83.6397
2014.03.11 23:21 | |
<<Украинăра пурăнакан вырăс çыннисене хавхалантарас тĕллевпе>>
Мĕн тума хавхалантрасшăн-ши вара ? |