Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чӳк уйӑхӗнче Хусанта «Тӗрӗккурав – 2014» юрӑ конкурсӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.09.2014 13:16 | 1529 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Кӳршӗри Хусан хулинче тӗрӗк тӗнчин «Тӗрӗккурав – 2014» (TürkVisyon) телеюрӑ конкурсӗ иртмелле. Кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш хут иртет. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр Турцири Эскишехир хулинче иртнӗ.

Тутарстанри суйлав тапхӑрӗ ӗнер, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, «Пирамида» культурӑпа кану комплекӗнче иртнӗ. Унта Айтар Сулейман ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен юрӑҫисене Пушкӑртстан, Саха Якути, Азербайджан, Турци, Казахстан тата ыттисем ярас шухӑшлӑ.

«Тӗрӗккурав – 2014» финалӗ «Татнефть-Аренӑра» чӳкӗн 19-мӗшӗпе 21-мӗшӗсенче иртмелле. Пӗтӗмӗшле ҫак мероприяти валли 4 миллион укҫа уйӑрнӑ, вӗсенчен 1 миллион та 870 пине — «ТМВ-TV» телеканал панӑ. Финалпа ҫурмафинала тӗнче шайӗнчи 38 телеканал кӑтартмалла. Билет хакӗ 200 тенкӗрен пуҫласа 800 тенкӗ таран тӑрать, сутма пуҫланӑ ӗнтӗ.

Конкурса «Еврокурав» евӗрлӗ хатӗрленӗ пулин те пирӗн чӑвашсем унта пӗрре те хутшӑнман. Пӗлтӗр иртнӗ конкурс хыҫҫӑн хӑш-пӗр хаҫат Турцире «пантюркизм» вӑй илет» тесе, ун валли турккӑсем юрӑ-кӗвӗпе те усӑ кураҫҫӗ тесе ҫырнӑран Чӑвашри культура ҫыннисем унта хутшӑнас темен пулас. Официаллӑ влаҫ сайтӗнче те ку конкурс пирки пӗр сӑмах та тупӑнмарӗ. Тӗрӗк тӗнчине ислампа ҫыхӑнтарнӑранах пулӗ пирӗн тӳре-шара унтан ытла та хӑрать пулас. Юрӑ-ташӑ енчен вара эпир пӗрре те кая мар, ыттисене кӑтартмалӑх юрӑсем те кӗвӗсем те сахал мар.

Сӑнсем (13)

#Еврокурав, #культура, #Казахстан, #Тутарстан, #Пушкӑртстан, #телекурав, #конкурссем, #Хусан, #Тӗрӗккурав

 

Комментари:

Неважно // 4138.61.9383
2014.09.21 16:09
Тĕрек курни (тĕлĕк курни - сновидение) тĕрĕсрех пулмасть-и, йе
тĕрек кăтартни?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем