Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Хӑйсен шухӑшне тӗнче тетелӗнче ҫыракансемпе курнӑҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 12.08.2015 18:35 | 1574 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тӗрлӗ районпа хулана, предприяти-организацие ҫине-ҫинех тухса ҫӳрет. Ӗнер вӑл блогерсемпе Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ ҫывӑхӗнчи кану базинче тӗл пулнӑ.

Тӗнче тетелӗнче хӑйсен шухӑшне ҫыракансем Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканпа курнӑҫма кӑмӑлпах пуҫтарӑннӑ тесе пӗлтерет «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм. Блогерсем сӗнекен шухӑшсем анлӑшӗпе палӑрса тӑман-мӗн, вӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗнчен пуҫласа виртуаллӑ куравсем йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Михаил Игнатьев пурне те тимлӗн итленӗ, кайран вӑл ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Чӑн пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ сирӗн идейӑрсемпе шухӑшӑрсем республикӑра пурӑнакансемпе ҫыхӑннӑ, — тенӗ Михаил Васильевич. — Ҫулланнисемпе те, ача пахчинчи ача шутланакансемпе те, вӑренекенсемпе те. Анчах эпӗ сире тепӗр ене тимлӗх уйӑрма ыйтнӑ пулӑттӑм, тӗрӗсрех, наци сывлӑхне. Ӑна сывӑ апатланупа ҫыхӑнтарма. Пахалӑхсӑр апат-ҫимӗҫшӗн укҫа тӳлесе питӗ нумай ҫын йӑнӑшать. Кайран — аптекӑсем, пульницӑсем, сипленӳ тата каллех ҫемье хыснинчен тӑкаклану. Халӗ санкцие лекнӗ тавара пӗтерме тытӑннӑ, эпир ку ыйтӑва правӑна сыхлакан органсемпе сӳтсе явнӑ. Пирӗн те Польша панулмийӗ пур, пӗтермелли хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ. Малалла, ҫӳп-ҫап, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пирки каласан. Мӗншӗн яллӑ вырӑнта пирӗн ыйтусем пур? Унта контейнерсем тулса ларнӑ, мӗншӗн тесен никам та тӳлесшӗн мар. Ҫынсене тӳлеттерме вӗрентмелле е вӗсем хӑйсем илсе тухчӑр».

#тӗлпулусем, #тӳре-шара, #политика, #Элтепер, #Апаш, #Шупашкар районӗ, #МИХсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем