Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче авалтан пыракан йӑлана, салтак ӑсатассине, тытса пыраҫҫӗ. Ҫак кунсенче Николай Петровӑн ҫара кайма ят тухнӑ. Ял-йыш ӑна салтака чыслӑн ӑсатнӑ. Кун пирки район хаҫачӗ "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" пӗлтерет.
Николай тусӗсемпе пӗрле салтак юрри юрланӑ. Ял-йыш ӑна алшӑллисем ҫакса янӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче «Солярис» автомобиль кювета анса кайнӑ. Ку 13 сехет те 40 минутра пулнӑ.
Руль умӗнче 30 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аварире суранланнӑ.
Хӗрарӑмсӑр пуҫне салонра унӑн пӗчӗк ачи, кӑҫал ҫуралнӑскер, пулнӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аманман. Ҫапах ӑна тӗрӗслемешкӗн пульницӑна илсе кайнӑ. Ача ятарлӑ креслӑра выртнӑ.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын 14-ри хӗрачана суранланмаллах таптаса кайни пирки те Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Виҫӗмкун Вӑрнарти Культура ҫуртӗнче «Играй, гармонь» (чӑв. Выля, хуткупӑс) районти конкурса ирттернӗ. Унта мӗнпур муниципалитетранах пуҫтарӑннӑ. Фестивалӗн хӑнисем Мускаври «Русская гармонь» центрӑн пайташӗсем Александр Ганичев тата Светлана Калачева пулнӑ.
Хуткупӑспа ӑста каласа тупӑшнисенчен самайӑшӗ — культура отраслӗнче ӗҫлекенсем. Пӗри тепринчен маттур пулнӑ конкурсҫӑсем. Шинерти Олег Семенов, Нурӑсри Виктор Волков, Хӑмӑшри Иван Комаров, Авшак Элменти Владимир Мураков, Туҫи Мӑратри Светлана Прохорова, Хорӑнсор Ҫармӑсри Юрий Артемьев тата Михаил Кузьмин, районти Культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Борис Павлов тата Валерий Шакртов, Пӑваялӗнчи Кудрявцевсем, Кульцаври Александр Кузнецов, купӑсҫӑсен «Санар» ансамблӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Малти вырӑна Пӑваялӗнчи Валерий Кудрявцев тухнӑ. Ӑна Мускаври «Русская гармонь» центр дипломпа чысланӑ.
Хӑмӑшсене кӑна та мар. Услапасене, кивьялсене те. Шӑпах вӗсем ыйтнипе Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑшри Культура ҫуртӗнче «Шӑпа» спектакль кӑтартнӑ. Халӑх ыйтнипе кӑтартни пирки вырӑнти Нурӑс ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Спектакле Маргарита Михайлова пьеси тӑрӑх Хӑмӑшри Культура ҫурчӗн художество ертӳҫи Галина Блинова режиссер пулса лартнӑ.
Спектакльте вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хӗрарӑмӑн йывӑр шӑпине кӑтартнӑ. Хирте ырми-канми, кунне-ҫӗрне уямасӑр тӑрӑшакан хӗрарӑмсем, ачасемпе ватӑсем канлӗхне курман. Упӑшкине тата ывӑлне вӑрҫӑра ҫухатнӑ хӗрарӑм шӑпи урлӑ та йывӑр та синкерлӗ пурнӑҫ куҫ умне тухса тӑрать.
Спектакле куракансем пӗтӗм чунтан йышӑннӑ. Вӑрҫӑ нуши-тертне пӑхса ларнине кура нумайӑшӗ куҫҫулленмесӗр тӳсеймен.
Чӳкӗн 27-28-мӗшӗсенче Беларуҫри Могилев хулинче йӑлана кӗнӗ «Симонов вулавӗсем» иртнӗ. Унта Константин Симонов ҫуралнӑранпа 100 ҫул тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ пӗтӗм тӗнчери литература конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса тӗрлӗ ҫӗршыври 500 ытла автор хутшӑннӑ. Жюри Константин Симоновӑн сӑввисене белорус чӗлхине лайӑх куҫарнине уйрӑммӑн палӑртнӑ.
«Поэзи» номинацире пирӗн ентеш иккӗмӗш вырӑн йышӑннине ҫапларах пӗлтернӗ: «Хӑмӑш ятлӑ чӑваш ялӗнчи вырӑс поэчӗ Валерий Кошкин». Вӑл — Вӑрнар районӗнчен, ФСБн отставкӑри полковникӗ, ЧР Культура министерствин ветеранӗ.
Палӑртса хӑварар: Валерий Кошкинӑн «Родники России» сӑвви кӑҫал «Герои Великой Победы» литература конкурсӗнче дипломант пулнӑ ӗнтӗ.
Валерий Кошкин «Симонов вулавӗсене» хӑйӗн патриотлӑхпа, пӗтӗм тӗнчери терроризмпа ҫыхӑннӑ сӑввисене тӑратнӑ. Вӑл Константин Симоновӑн сӑввисене чӑвашла куҫарнине те палӑртмалла.
Кашни ҫын кил хуҫалӑхне илем кӗртме тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче пурӑнакан Ровенна Васильева чӑн-чӑн ӑста. Вӑл кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ.
Картишре клумбӑсем, чечексем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Кивӗ савӑтсем те вырӑн тупнӑ. Пахчара — тӗлӗнмелле «ҫынсем». Кивӗ калушсенчен тата атӑсенчен чечексем валли савӑт ӑсталанӑ. Ларса канмалли вырӑна — хӳмме — те хӑйне евӗр тунӑ. Унта аист «йӑва ҫавӑрнӑ».
Сӑнсем (22)
Чӑваш кӗнеке издательствинче «В трагические годы, репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые» ятпа кӗнекен пичетленсе тухнӑ.
Унӑн авторӗ — Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче ӗҫлесе полковника ҫитнӗ Валерий Кошкин. Хӑй вӑх 1952 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетне вӗренсе тухнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл хальхи «Хыпар» хаҫатра ҫулталӑк тӑрӑшнӑ. Патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх службинчи ӗҫе пӑрахнӑ хыҫҫӑн республикӑн культура министерствинче 10 ҫул тимленӗ.
Кошкинӑн ҫӗнӗ кӗнекине (унччен те вӑл кӑларнӑ) 1930 ҫулсем хыҫҫӑн политика тӗлӗшӗнчен хӗсӗрленӗ ҫыравҫӑсем, журналистсем, ученӑйсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Репресси пирки каласа панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |