Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шӑмӑршӑ районӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксен фестивалӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.06.2015 10:53 | 1839 хут пӑхнӑ
Культура

Иртнӗ канмалли кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнче Ҫамрӑксен кунӗпе килӗшӳллӗн эстрада юррисен «Ҫамрӑксен сасси — 2015» фестиваль иртнӗ. Унта ҫамрӑксем хӑйсен юрлас пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.

Фестиваль пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртма, яш-хӗре хӑйсен репертуарне пуянлатма пулӑшать.

Фестиваль вӗҫӗнче чи лайӑххисене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ. «Соло-вокал» номинацире Кристина Егорова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Алена Чамеева (Кивӗ Чукал) тата Яна Харитонова (Пӑчӑрлӑ Пашьел) тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Снежанна Тихонова (Васан) тата Алена Стратилатова (Палтиел) пулнӑ.

18–35 ҫулсенчисен йышӗнче вара 2-мӗш вырӑна Сюзанна (Шӑмӑршӑ) тухнӑ. 3-мӗш вырӑнта Ольга Бибукова (Шӑмӑршӑ) пулнӑ.

«Дуэт» номинацире Алена тата Татьяна Чамеевӑсем (Кивӗ Чукал) ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑнта – Алена Стратилатова тата Евгений Макаров (Палтиел) пулнӑ.

«Вокал ансамблӗ» номинацире 3-мӗш вырӑнта Кивӗ Чукал ансамблӗ пулнӑ.

Сӑнсем (20)

#Васан, #Кивӗ Чукал, #Шӑмӑршӑ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #фестивальсем, #ҫамрӑксем, #культура, #Палтиел, #Пӑчӑрлӑ Пашьел

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем