15 ҫулти Ольга Перепелкина урамра пынӑ чухне пӗр хӗрача тӑрук ӳксе хускалми пулнине асӑрхасан ӑна пӗр тӑхтамасӑр пӗрремӗш медпулӑшу кӳме тытӑннӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Ольга ҫынна пӗрремӗш медпулӑшу мӗнле памаллине лайӑх пӗлет. Вӑл - «Воин» центр курсанчӗ. «Паллах, ку манекенпа тренировка ирттернинчен йывӑртарах пулчӗ. Анчах шухӑшлама вӑхӑт ҫуккине ӑнланатӑп», - тенӗ Ольга. Тухтӑрсем киличчен 3 минут маларах хӗрача куҫне уҫса сывласа янӑ.
Ольгӑшӑн тактика медицини питӗ интереслӗ. Вӑл шкулта ку енӗпе вӗренӳ проектне те пуҫарнӑ. Унӑн команди пӗрремӗш медпулӑшу парас енӗпе регион шайӗнче иртнӗ чемпионатра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ольга халӗ Рязаньти сывлӑш десанчӗн училищине е Ҫар-космос академине вӗренме кӗмешкӗн ӗмӗтленет.