Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Правительствин паянхи ларӑвӗнче ҫынсен сывлӑхне табак сӗрӗмӗнчен сыхлас тӗлӗшпе мероприятисен планне тишкернӗ. Мероприяти планне Чӑваш Ен Президенчӗн 2004 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнчи «Пирус туртассин профилактики ҫинчен» тата 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикинче табак туртнин профилактикипе ҫыхӑннӑ хушма мерӑсем ҫинчен» хушусене пурнӑҫласа хатӗрленӗ. Асӑннӑ документа йышӑнсан пирус туртассине республикӑра тата хӗсмелле. Ӑна, сӑмах май, халӑх шухӑшне шута илсе хатӗрлесси пикри ӗнентереҫҫӗ. Туртма чарассипе пӗрлех сиенлӗ ҫак йӑларан сиплессине те саккунра пӑхса хӑвармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫурлан 16-мӗшӗнчен тытӑнса юпан 1-мӗшӗччен пирӗн республикӑра хӑмӑр упа йышне шутланӑ. Ку ӗҫе сунар лаптӑкӗсемпе усӑ куракансемпе федераци пӗлтерӗшӗллӗ уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсен служби пурнӑҫланӑ. Ҫак чӗрчун йышне ятарлӑ методикӑпа палӑртаҫҫӗ иккен. Меслетсенчен пӗрин шутӗнче малти ура лаппин виҫи тӑрӑх хакланине кӗртмелле. Ҫапла вара хӑмӑр упа тӑватӑ муниципалитет территорийӗнче пурӑннине пӗтӗмлетнӗ. Ҫавсем пурте Йӑлӑма тата Сӑр тӑрӑхне кӗреҫҫӗ. Хӑмӑр упа шучӗ 12 пуҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ҫак чӗрчун йышӗ 2 пуҫ чакнӑ. Тата вӗсем пурӑнакан вырӑн та сахалланӑ. Пӗлтӗр упа 5 муниципалитетра пурӑннӑ тӑк, халь тӑватӑ ҫӗрте кӑна юлнине каларӑмӑр ӗнтӗ. Хӑмӑр упана тытма юрамасть, ӑна Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче «Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем» республикӑри фестиваль иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче музыка шкулӗсене тата ӗнер шкулӗсене музыка инструменчӗсем туянма сертификат парӗҫ. Кун пек мероприятие 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас, вӗсен пултарулӑхне аталантарма пулӑшас тӗллев лартать. Виҫӗ ҫулта унта художество тата музыка шкулӗсенче, ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗсенче ӑс пухакан 300 ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Йӗпреҫ, Куславкка тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи ачасем хастарлӑхпа уйрӑмах палӑраҫҫӗ иккен. Фестивале маларах асӑннӑ институт тата Акцыновсен ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗ йӗркелеҫҫӗ. Мероприятин тӗп уйрӑмлӑхӗ ӳнерӗн тӗрлӗ енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ май ӑна эссе е монолог урлӑ уҫса памалла. Ача-пӑча музыка шкулӗсемпе ӳнер шкулӗсем валли музыка инструменчӗсем туянма республика тата федераци хыснинчен укҫа уйӑрса парӗҫ. Юлашки икӗ вун ҫулта пуҫласа паха тата хаклӑ 100 инструмент туянса парӗҫ. Ҫав шутра — 5 фортепиано, 15 балалайка, 10 домра, 20 скрипка, 18 аккордеон тата 31 баян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн республикӑри управленине Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын хумханса шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗн «Шевроле-Каптива» маркӑллӑ машинине такам пӗҫертнине систернӗ. Ара, урапана лартнӑ вырӑн пушӑ пулнӑ-мӗн те, тем шухӑшламалла ӗнтӗ унӑн?.. Ҫухалнӑ машинӑна ярса илме Патшалӑх автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем план хатӗрленӗ. Вӑрланӑскере тытса чарас тесе ҫул-йӗрпе патруль службине ура ҫине тӑратнӑ. Анчах ҫур сехетрен машина хуҫи тепре шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл икӗ хыпар пӗлтернӗ. Пӗри — хавасли, тепри — хӑйшӗн хурлӑхли. Урапа тупӑннӑ. Анчах ӑна суд приставӗсем парӑма пула пуҫтарса кайнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑвашри тавар кӑларакансем анлӑланма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах пысӑк супермаркетсен сентрисем ҫине лекме унчченхи пекех йывӑр-мӗн. Аграри комплексӗ суту-илӳ компанийӗсене ҫӗрулмипе тата пахча-ҫимӗҫпе 100 проценчӗпех тивӗҫтерме пултараҫҫӗ. Аш-какайпа — 90 процент. Нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнчи ларура ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Тавар кӑларакансемпе суту-илӳ сечӗсен пӗр чӗлхе тупмалла. Авӑн уйӑхӗнче республикӑра ыйтӑм ирттернӗ. Вӑл чӑвашсем пысӑк лавккасенче вырӑнти таварсене туянас кӑмӑллине палӑртнӑ. «Чӑвашра кӑларнӑ» сӑмах ҫаврӑнӑше хӑйне евӗр пахалӑх гаранчӗ пулса тӑнӑ. Ыйтӑма 1238 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 81 проценчӗ вырӑнти ял хуҫалӑх таварне туянасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе, вӑл тутлӑрах, йӳнӗрех. Унра хими те, тӗрлӗ хушкӑч та ҫук. Анчах чӑваш усламҫисен суя тавар кӑларакансемпе кӗрешме тивет-мӗн. Вӗсене сентресем ҫине лекме ҫӑмӑлрах иккен. Вӗсем йӳнӗрех те. Ку вара туянакансене ӑнланманлӑха кӗртсе ӳкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Шухӑшлава палӑртакан тата ӗмӗрӗн талпӑнӑвне палӑртакан евӗр асра юлнӑ поэт», — тесе ҫырнӑ республикӑн Культура министерстви ку хыпара пӗлтернӗ май. Чӑн та, Ухсай Яккӑвӗ пиркиех ку. 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелейпей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑскерӗн хайлавӗсем вилӗмӗсӗр. Ухсай Яккӑвне ача-пӑча ҫыравҫи евӗр те, литература критикӗ пек те, публицист тесе те халӑхра пӗлеҫҫӗ. Пушкӑрт чӑвашӗ 1940 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Унӑнӑ «Юратрӑм эп, хирсем, сире» сӑввине аслӑрах ҫулхисем ҫӗрле тӑратса лартсан та пӑхмасӑр каласа параяҫҫӗ-тӗр. Е тата «Кӗпук мучи» поэмӑна кам пӗлмест-ши! Ҫӗнӗ кӗнекене 1941 ҫулта ҫырнӑ «Тутимӗр» трагедии, 1952 ҫулта хайланӑ «Ту урлӑ ҫул» сӑвӑлла роман, 1939 ҫулхи «Ӑраскаллӑ драма» пьеса кӗнӗ. Вӗсене автор орфографине ылмаштармасӑр пичетленӗ. Кӑларӑма сӑвӑҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухнӑ. Поэтӑн ҫырнисен 6-мӗш пуххине 2 пин экземплярпа пичетленӗ. Кӗнекене Владимир Гончаров художник илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Республикӑри офтальмологи клиника пульницинче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ курманнисен кунне халаллӗҫ. Ҫак кун кирек кам та куҫ епле курнине тӳлевсӗр тӗрӗслеме, офтальмолог тухтӑрпа канашлама пултарать. Кунашкал акци Шупашкарта час-часах иртет. Ҫак пульницӑрах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче те ҫакӑн пек акци иртнӗ. Ун чухне ӑна Пӗтӗм тӗнчери куҫ ҫивӗчлӗхӗн кунне халалланӑ. Ҫак кун специалист патӗнче 50 яхӑн ҫын тӗрӗсленнӗ. Пациентсем рефрактометри, периметри, тонометри, биометри, ультрасасӑ витӗр тухнӑ. Ҫапла майпа 11 ҫыннӑн гиперметропи пулни ҫиеле тухнӑ, тепӗр 11-шӗ миопипе чирлӗ. 9 ҫынӑнне катаракта тупса палӑртнӑ. Тепӗр 5 ҫыннӑн та чирӗ ҫиеле тухнӑ. Тухтӑрсем 12 ҫынна тӗплӗ калаҫмашкӑн чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Аварие лекнӗ урапа ZaRulem.ws сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер 16 сехет ҫурӑра Комсомольски районӗнче ҫул ҫине, Каҫалпа Канаш хушшинче, пӑши тӑрук сиксе тухнӑ. Ҫавна май урапа кювета анса кайнӑ. Шел те, пӑши вырӑнтах вилнӗ. Унӑн виллине ветеринари сулжбине илсе кайнӑ. Урапари малта ларакан пассажир тата водитель суранланнӑ: пӗрремӗшӗ хулпуҫҫине хуҫнӑ, иккӗмӗшӗ ҫурӑмне, аллине амантнӑ. Авари вырӑнӗнче 11 ҫын, 4 техника ӗҫленӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Комсомольски районӗнче кунашкал авари пӗрремӗш хут пулман. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче урапа айне ике хир сысни лекнӗ. Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне час-часах лекеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Шел те, чылайӑшӗ ҫавӑнтах вилет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юрий Айташ ҫыравҫӑ Тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ ҫыравҫисем пӗрин хыҫҫӑн тепри леш тӗнчене кайса пыраҫҫӗ. Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши преми лауреачӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Юрий Григорьевич Айташ (Григорьев) ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ вилнӗ. Юрий Айташ 1938 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Телекуравпа радиовещанин Чӑваш комитечӗн литература кӑларӑмӗсен редакторӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн редактор ҫумӗнче, «Хатӗр пул» журналта ӗҫленӗ. Унӑн пӗрремӗш сӑввисем Хусанти «Ленин ялавӗ» хаҫатра 1960 ҫулта пичетленнӗ. Повеҫсен «Йӗплӗ роза» пӗрремӗш кӗнеки 1969 ҫулта кун ҫути курнӑ. Пӗтӗмпе Юрий Айташ — вунна яхӑн кӗнеке авторӗ. Вӑл Пушкина, Лермонтова, Есенина тата ытти хӑш-пӗр ҫыравҫа чӑвашла «калаҫтарнӑ». Айташӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине критика тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев хайлавӗсем ҫырни те ҫирӗплетет. Юрий Айташпа паян Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче сыв пуллашрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Комсомольски район прокуратури сусӑрсен паривне хӳтӗлесе суда 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ. Асӑннӑ органта ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, прокуратура ҫынсен социаллӑ ыйтӑвӗсене хӳтӗлессипе сахал мар тӑрӑшать. Ҫав шутра — хӳтлӗхсӗрсен правине пурнӑҫлассишӗн те. Сӑмаха ҫирӗплетме цифрӑсем те илсе панӑ. Асӑннӑ район прокуратури сусӑрсене хӳтӗлесе 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ҫав шутран 85 тӗслӗхӗнче надзор органӗ сусӑрсене реабилитацин техника хатӗрсемпе, ҫав шутра кресло-пуканпа та, тивӗҫтерме ыйтнӑ. Пӗр тӗслӗхре сусӑра санаторипе курортра сипленме путевка уйӑрма ыйтнӑ. Маларах асӑннӑ мӗнпур ҫак тавӑҫ республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине хирӗҫле. Тавӑҫсенчен 77 тӗслӗхне тивӗҫтернӗ, тӑххӑрӑшне суд ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. Тепӗр йышӑнупа килӗшмесӗр республикӑн Аслӑ судне ҫитме тивни те пулнӑ. Ун пеккисем 18 тӗслӗх иккенне пӗлтереҫҫӗ. Маларах асӑннӑ ведомство суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа сусӑрсен ыйтӑвне твиӗҫтерет-мӗн. Прокурорӑн хӑш-пӗр ыйтӑвне суд йышӑнӑвне кӗтмесӗрех пурнӑҫлать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |