Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тӳре-шарана вӗрентме пуҫлӗҫ. Ӗҫлеме ӑс-тӑн параканнисем — тӳре-шара хӑех. Патшалӑх служащийӗсене вӗрентесси пирки республикӑн правительстви ятарлӑ йышӑнӑва чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхе сӑнавлӑ майпа ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӳре-шарана тӳре-шара вӗрентӗ терӗмӗр те, ку саманта кӑштах уҫӑмлатмалла-тӑр, мӗншӗн тесен хӑйсене хӑйсем ӑс-тӑн панӑн пулса тухать. Сӑмахӗ вара аслисем ҫамрӑксене, тин ҫеҫ ҫав ӗҫе кӳлӗннисене, вӗрентесси пирки пырать. Опыт ҫуккисене ӗҫе хӑнӑхтарнишӗн кам тав тутӑр тесе шухӑшламалла мар. Хавхалантарӗҫ. «Кӗмӗлпе». Ӑна ӗҫ укҫи ҫумне хушса тӳлӗҫ. Миҫе тенкӗ лекессине татса калаймӑпӑр та, анчах шалуран 10 процентран ытла тӳлемелле марри паллӑ. Сӑнавлӑ проекта ҫитес ҫул пуҫарӗҫ, вӑл 2016 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Малтанласа Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Конкурс ҫӗнтерӳҫисем Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Красноармейски шкулӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Унта Красноармейски районӗн шкулӗсенчи 7–10 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Тӑхӑр шкултан пуҫтарӑннӑ 24 вӗренекен хӑйсен сӑвӑ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Юратнӑ поэтӑмӑра чысласа ирттерекен уява районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ И.М.Федорова уҫрӗ. Вӑл ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, конкурсӑн тӗллевӗпе, кун йӗркипе паллаштарчӗ. Кун йӗрки вара чӑннипех те пуян пулчӗ. Чи малтанах асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П.Михайлова «Ҫеҫпӗл Мишши ачалӑхӗ, шухӑш-ӗмӗчӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, пултарулӑхӗ» ятлӑ мультимедилле презентаципе паллаштарчӗ, сӑвӑҫ ачалӑхӗнчи хӑш-пӗр интереслӗ самантсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ун хыҫҫӑн поэтӑн Теччӗре тата Шупашкарта пурӑннӑ тапхӑрӗсене Упи шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ В,В.Васильева ҫутатса пачӗ. Ун сӑмахӗсене Упи шкулӗн вӗрентекенӗсем инсценировка кӑтартса ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишшин Крымри тата Украинӑри пурнӑҫӗпе Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхи, обществознани, право, экономика предмечӗсене вӗрентекен В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юн кун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ врачӗн Ионикия Борисова ячӗпе асӑну хӑми уҫрӗҫ. Ҫав кун вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнипе пӗр килчӗ. Ионикия Владимировна Хусанти медицина институтӗнче вӗреннӗ. Вӗреннӗ теме ҫӑмӑл та, анчах ҫав вӑхӑтра вӑл мӗн чухлӗ нушаланман-ши?! Юрлӑ пурнӑҫпа асапланаканскер (унӑн ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнӗӖ вӗсен пӳрчӗ ҫунса кайнӑ) вӗренме пӑрахас тесе те шухӑшламан мар. Элӗкри район пульницинче вӑл 27 ҫул тӗп врачра ӗҫленӗ. Тухтӑр ҫуртне тума та вӑлах тӳпе хывнӑ темелле. Унӑн наградисене каласа та пӗтереймӗн. Ионикия Борисован асӑну хӑмине унӑн иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарчӗҫ. Унта Ионикия Владимировна ҫуралнӑ иккен. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Ураскилт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Козлов уҫрӗ. Асӑну хӑмине уҫма района Пӗрлехи информаци кунӗ ирттерме пырса ҫитнӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Ванеркина тата районти хисеплӗ тухтӑр пулнӑ ҫыннӑн иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗне Борис Борисова шанчӗҫ. |
Кӳршӗре
![]() Ӑмӑртура Эрне пуҫламӑшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи икӗ команда Атӑл урлӑ ишсе каҫнӑ. Ӑмӑрту Чӗмпӗр облаҫӗнче иртнӗ. Спортсменсем пӗтӗмпе 4 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Шыв ӑшах пулман — 2 градус ҫеҫ. Сывлӑш температури 3 градус ӑшӑ таран хӑпарнӑ. Ишев Атӑлӑн сулахай енче 11 сехетре пуҫланнӑ. Малтан Владимир Кузьменко старта тухнӑ. Вӑл — Чӗмпӗрти сивӗ ишев федерацийӗн председателӗ. Унпа пӗрлех сивӗ ишев енӗпе икӗ хут тӗнче чемпионки Татьяна Александрова та старта тухнӑ. Ӑмӑртӑва 20 ҫын хутшӑннӑ. Кашни спортсменӑн 400 метр ишмелле пулнӑ. Чӗмпӗрсем шупашкарсене кӑшт ҫеҫ выляса янӑ. Чӗмпӗрсен командинче 12 морж ишнӗ. Вӗсен йышӗнче — Берингов шыв пырӗнче ишнӗФ спортсмен та. Атӑл урлӑ ишсе каҫас кӑмӑллисен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Вӑрӑм дистанцисене ишме пултаракансен хисепӗ те ӳсет. Ҫитес ҫул Чӗмпӗрте юбилейлӑ ишев йӗркелеме палӑртаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Юлашки вӑхӑтра урнӑ тилӗ, кушак пирки унта та кунта илтме пулать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра карантин пулнине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем республикӑри 10 уйӑхри лару-тӑрӑва пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал 10 уйӑхра ветеринари службин специалисчӗсем майракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирленине, сальмонеллеза, пастереллеза, пыл хурчӗсен чирне тупса палӑртнӑ. Ҫак тапхӑрта урнӑ чирпе чирлӗ 11 чӗрчуна палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче 5 тилӗ, 3 мӑйракаллӑ шултра выльӑх, 3 кушак. Лейкоза пула Улатӑр районӗнчи 5 ҫын хуҫалӑхӗнче асӑрхаттару пулнӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн катараллӑ горячка чирне Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче палӑртнӑ. Кайӑк-кӗшӗк сальмонеллезпа чирлӗ тӗслӗх — Хӗрлӗ Чутай районӗнче, пастереллез — Тӑвай тата Ҫӗмӗрле районӗсенче. Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче пыл хурчӗсем чирлине палӑртнӑ. Хальлӗхе республикӑри 21 вырӑнта мӑйракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем республикӑри кашни ялтах пур. Юлашки вӑхӑтра вӗсем уйрӑмах ӗрченӗ пулмалла. Ара, саккун ҫапкаланчӑксене ятарлӑ ирӗк илмесӗр тытма, пеме чарать. Йытӑсем вара ӗрчеҫҫӗ, ҫынсене тапӑнаҫҫӗ… Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Попой ялӗ ҫывӑхӗнче те килсӗр йытӑсем йышланни, вӗсем ҫынсене тапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытмалли ҫӗнӗ хака палӑртнӑ. Документра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапкаланӑк пӗр йытӑна тытмашкӑн 568 тенкӗ те 13 пуса ларӗ. Сӑмах май, ҫак кунсенче Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи Чантӑр ялӗнче «Спецавтохозяйство» АУО ӗҫченӗсем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытма тухнӑ. Вӗсем иккӗшне тытнӑ. Ҫакна ӗҫченсем ялти халӑх ыйтнипе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Никита Александров — варринче Вӑрнарти Никита Александров Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Ылтӑн перчетке — 2014» турнир ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл Мускав ҫывӑхӗнчи Балашиха хулинче иртнӗ. Никита 13 ҫулта кӑна-ха. Анчах пысӑк ҫитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ӑмӑртӑва 300 яхӑн ҫамрӑк хутшӑннӑ. Спортсменсем тӑватӑ кун вӑй виҫнӗ. Тупӑшу виҫӗ енпе иртнӗ: фулл-контакт, лайт-контакт тата к1. Пирӗн ентеш фулл-контактра ҫӗнтернӗ. Никита Вӑрнар поселокӗнче пурӑнать, вырӑнти спорт шкулӗнче кикбоксинг енӗпе ӑсталӑхне туптать. Унӑн тренерӗ Геннадий Егоров каланӑ тӑрӑх, Никитӑн пуласлӑхӗ пысӑк. Вӑл кӑҫал Анапӑра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен вӑййинче те ҫӗнтернӗ. Ҫавӑнпа Чӑваш Енри кикбоксинг федерацийӗшӗн Никита Александров – пысӑк шанчӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑрачкав район прокуратури вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутакан усламҫа административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Йышӑнӑвне прокуратура кӑларман-ха, суд. Анчах тӗрсӗлевне ҫак надзор органӗ Роспотребнадзор управленийӗн вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ирттернӗ. Ряпино ялӗнчи пӗр пӳртре В.В. Волкова хушаматлӑ усламҫӑ сутлӑх вӑхӑчӗ тухнӑ краб патакки, кетчуп, панулми уксусӗ сутнӑ. Ҫапла хӑтланни этем пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе ун тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫа явап тыттарма ыйтса ӗҫе Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ярса панӑ. Унта хӗрарӑма 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳкӗн 25-30-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗм тӗнчери Максимов ячӗллӗ опера фестивалӗ иртӗ. Фестиваль «Кармен» премьерӑпа уҫӑлӗ. Ж.Бизен «Кармен» постановкӑна РФ тава тивӗҫлӗ артистки, Пысӑк театр ӑсти Юлиана Малхасянц тата Мускаври ӳнерҫӗ Дмитрий Чербаджи лартаҫҫӗ. Ӑна ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Ольга Нестерова ертсе пырӗ. Тӗп рольсенче ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Ольга Вильдяева, Дмитрий Сёмкин, Иван Снигерев, Сергей Алексеев, Людмила Яковлева, Михаил Мокшанов, РФ тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Мария Еланова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Сергей Кузнецов, Иван Николаев, Татьяна Тойбахтина, Татьяна Прытченкова, Константин Москалёв, Ольга Васильева, Елена Соколова тата ыттисем вылӗҫ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Кармен сӑнарне пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ, Екатеринбургри Надежда Бабинцева калӑплӗ. Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Дж.Пуччинин «Флория Тоска» тӗлӗнтерӗ. Кавардосси сӑнарне Эрменри солист, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Ованес Айвазян вылӗ. Чӳкӗн 30-мӗшӗнче гала-концерт пулӗ. Унта Хорватири Сандра Пламенац, Китайри Юань Гуанцюань, пирӗн театр солисчӗсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗчӗккисем валли «Пӗчӗккисен азбуки» сӑрламалли кӗнеке кӑларнӑ. Чӑвашла ҫав азбукӑн авторӗсен, Нина Чернован, Элла Атласкинан, Светлана Захарован, шучӗпе пиллӗкри ачасен шкула каяс умӗн вӑй-хал, психологи, ӑс-тӑн енчен хатӗрленмелле. Ал айӗнче аталанмалли кӗнекесем пулсан питӗ лайӑх. Аталантармалли вӑйӑсемпе пӗрлех усӑллӑ кӗнекесем кирлӗ. Ҫӗнӗ кӗнекере чӑваш алфавитӗнчи кашни саспалли валли уйрӑм страница уйӑрнӑ. Хаваслӑ та асра юлмалли сӑвӑсем, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем, тупмалли юмахсем, предложенисемпе хӑнӑхтарусем илсе кӑтартнӑ. Ӳкерчӗксем ҫинче та саспаллисене кирлӗ тӗспе ӳкерме пулать. Кӗнекери саспаллисемпе паллашнӑ хыҫҫӑн теттесене, тӗрлӗ ҫимӗҫе, пахчаҫимӗҫе, килти чӗрчуна, кайӑк-кӗшӗке, ҫырлана, йывӑҫа кирлӗ сӑрламаллине пӑхса хӑварнӑ. 4 пин тиражпа кӑларнӑ ҫӗнӗ кӑларӑм кӗҫӗн класра вӗренекенсемшӗн те вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кӗнеке художникӗ — А.В. Семенова. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |