Раҫҫейре
![]() «Автостат» информаци агентствин шучӗпе Раҫҫейре машинӑсен хакӗ килес ҫул вӑтамран 10–15 процент ӳсмелле. Ют ҫӗршывран кӳрсе килекеннисем уйрӑмах хакланмалла. Вӗсемшӗн кӑҫалхинчен чӗрӗк пай пай чухлӗ ытларах кӑларса хумӗ тивӗ. Тӗрӗсрех, 20–25 процент тесе шухӑшлаҫҫӗ. Раҫҫейри машинӑсем ытлашши хакланмалла мар. Аналитиксен шучӗпе хак 10 процентран ытла хӑпармалла мар. Раҫҫейре пуҫтаракан ют ҫӗршыв машинисем 10–15 процент хакланмалла. Юлашки вӑхӑтра хаксене 20 ытла бренд хӑпартнӑ. Сӑмахран, Ford, Peugeot, Skoda. Renault маркӑлли Logan, Sandero тата Duster йышшисене 10–13 пин тенкӗ хаклатнӑ. BMWраштав уйӑхӗнче мӗнпур машинӑна 10% ӳстерме шухӑшлать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Ленин район судне республикӑн ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев тата ведомствӑн пай пуҫлӑхӗ Геннадий Мусабиров тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ӗнер хыпарлани тӑрӑх «Интерфакс-Поволжье» информаци агентстви пӗлтерет. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2011 ҫулта Г. Мусабиров хатӗрленӗ, И. Исаев ҫирӗплетнӗ хутсемпе йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Патшалӑха ҫапла майпа 280 миллион тенке яхӑн сӑтӑр кӳнӗ пулать. Кунсӑр пуҫне 2011 ҫулта И. Исаев приказӗпе «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчен 15 миллион тенкӗ ытлалӑх пурлӑха саккунлӑ мар майпа туртса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ пурлӑх шутӗнче тӗрлӗ техника, складсем, гаражсем тата ытти кӗрет имӗш. Ҫапла туни предприятие панкрута тухасси патне ҫитернӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ҫак кунсенче Хусанти «Татнефть-Арена» сцени ҫинче «Тӗрӗккурав–2014» юрӑҫсен конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта вунпиллӗкӗн хутшӑннӑ — Казахстанран, Тутарстанран, Турцирен, Пушкӑртран, Мускавран, Узбекистанран, Кӑркӑстанран, Македонирен, Иранран, Крымран, Боснирен, Болгарирен, Якутирен, Азербайджанран тата Туркменистанран. 300 миллион ҫын курнӑ теҫҫӗ ҫак конкурса. Пирӗн Чӑваш Енрен вара кӑҫал та иртнинче те хутшӑнас темен — ахӑртнех, тӳре-шара пирӗн чӗлхен тымарне тӗрӗк чӗлхинчен кӑкласа вырӑс чӗлхине кайса лартасшӑн. Конкурсра казах хӗрӗ Жанар Дугалова ҫӗнтернӗ. Вӑл пурӗ 225 балл пухнӑ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫӗнтерессе вӑл шанман та иккен. Ку юрра икӗ кунта ҫырнӑ тет. Иккӗмӗш вырӑна вара Хусанти Айдар Сулейман юрӑҫ йышӑннӑ. Вӑл 201 балл пухнӑ.
Тӗрӗккуравӗнче ҫӗнтерсе Жанар 20 пин доллар илӗ тата унӑн юррине ҫулталӑк хушшинче Турцири телекуравсенче кӑтартӗҫ. Конкурса йӗркелекенсем Хусанти финал йӗркеллӗ иртни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна Еврокуравпа танлаштарнӑ май унӑн шайне ҫитес тесе кӑҫал вӑл пӗр утӑм мала тунӑ теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Григорий Кузнецов ҫемйипе Самар облаҫӗнче Совет Союзӗн Геройне Григорий Кузнецова халалласа чӑваш культурин каҫне ирттернӗ. Шунтала районӗнчи Туарма ялӗнчи культура ҫуртне Геройӑн тӑванӗсем, ентешӗсем, тӳре-шара тата ытти регион хӑнисем пухӑннӑ. Ентешне халалласа сӑвӑ вуланӑ, пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑсем юрланӑ. Пухӑннисем унӑн кунҫулне аса илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Чи тӗлӗнмелли — уяв чӑн чӑвашла иртнӗ: унта килнисем чӑвашла ҫеҫ калаҫнӑ. Григорий Ильич Кузнецов тимӗрҫӗ ӗҫне ачаранпах юратнӑ. Унӑн аслашшӗ ку енӗпе ӗҫленӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хушамат та ҫакӑнтан тухнӑ. Григорий Кузнецов вӑрҫӑ пуҫлансан фронта тухса кайнӑ. Пӗр ҫапӑҫура вӑл пӗччен тӑшманӑн виҫӗ точкине тӗп тунӑ. Неман юханшывӗ ҫинче ӑна виҫҫӗмӗш хут амантнӑ. Пӗр пуля унӑн урине лекнӗ, тепри кӑкӑрне шӑтарнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн ӑна демобилизациленӗ. Геройӑн «Ылтӑн Ҫӑлтӑрне» тата Ленин орденне ӑна 1947 ҫулта ҫеҫ панӑ. Ун чухне вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫинче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дмитрий Медведев ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче водительсене тепӗр урапана хӑваласа иртме чаракан хушӑва алӑ пуснӑ. Унта ҫуран ҫул каҫакан пур-и е ҫук-и — халӗ пӗлтерӗшлӗ мар. Унччен ҫын ҫук чухне хӑваласа иртме юранӑ. Хушу хӑҫан вӑя кӗресси пирки ҫырман. Эппин, вӑл официаллӑ мелпе пичетленсен вӑя кӗрӗ. Велосипедҫӑсемпе мопедҫӑсене те «зебра» урлӑ каҫма чарнӑ. Унччен ку пункта правилӑра ҫырман. Халӗ вара вӗсен «зебра» урлӑ каҫмалла тӑк вӑхӑтлӑха водитель пулма чарӑнмалла: велосипед е мопед ҫинчен анмалла. Документра ҫуран ҫӳрекенсен тӗттӗм чухне, ял-хулара мар утнӑ вӑхӑтра, йӑлтӑртатакан ятарлӑ япала йӑтса ҫӳремелле. Хулара та ку япалана хальхи пекех йӑтса ҫӳреме сӗнеҫҫӗ. Ку пункт ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ен делегацийӗ Мускавра Вырӑс географи обществин XV съезчӗ иртнӗ. Ӑсчахсем 5 ҫулти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ, малашнехи плансене сӳтсе явнӑ. Тӗпчевҫӗсемпе РФ Президенчӗ Владимир Путин та тӗлпулнӑ. Вӑл Вырӑс географи обществин попечительлӗх канашне ертсе пырать. Съезда Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Пӗр эрнере ӑсчахсем лекцисем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, интерактивлӑ лапамсем ӗҫленӗ. Вырӑс географи обществин уйрӑмӗсем Раҫҫейри 85 субъектра ӗҫлеҫҫӗ. Регионсем хӑйсен культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштараҫҫӗ. Фестивалӗн кашни кунӗ уйрӑм темӑпа иртнӗ. Пирӗн республика делегацийӗ съезда килнисене чӑваш тӗррипе паллаштарнӑ, сӑра вӗретес, хӑмла ӳстерес ӗҫ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем хӑнасене кваспа хӑналанӑ. «Атӑл» халӑх хорӗ чӑвашла юрӑсем юрланӑ. Кунсӑр пуҫне обществӑн чӑваш уйрӑмӗ кӑларнӑ ӑслӑлӑх литературипе паллаштарнӑ. Куракансене чӑваш тӗрри пирки итлеме интереслӗ пулнӑ. Вӗсем чӑваш тумӗсене тытса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ятарлӑ плитка Сусӑрсем валли, ҫав шутра куҫ курманнисем те, тӗрлӗ услови туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте светофор ҫул урлӑ каҫма юранӑ чухне пиклетет. Шупашкарта куҫ курманнисем валли ятарлӑ тактильлӗ плитка хума тытӑннӑ. Чи малтанах ӑна куҫ япӑх куракансем ытларах ҫӳрекен вырӑнсенче — социаллӑ объектсен ҫывӑхӗнче — хурӗҫ. Юпа уйӑхӗнче «СтройДорКомплекс» тулли мар яваплӑ общество хулари ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем патне плитка хума пуҫланӑ. Кунсӑр пуҫне ку ӗҫ Кӑкшӑм, Сапожников, Ашмарин урамӗсенче пырать. Ҫак вӑхӑтра И.Я.Яковлев проспектӗнче ятарлӑ плиткӑсене хураҫҫӗ. Тактильлӗ плитка Шупашкаршӑн ҫӗнӗлӗх. ЖКХ тата тавралӑха хӑтлӑх кӗртекен управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта кунашкал ӗҫе тумашкӑн 27,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер, чӳкӗн 20-мӗшӗнче, Улатӑр хулинче «Шыв» тулли мар яваплӑ общество предприятийӗнче Сӑр юханшывӗнчи шыв шайӗ хӑвӑрт аннӑран станци ӗҫӗ-хӗлӗнче пӑтӑрмах чутах сиксе тухман. Ку Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Шыв» тулли мар яваплӑ обществӑн авариллӗ икӗ бригади пӑра тата пылчӑка тасатнӑ. Ҫавсене пула станци ӗҫӗ-хӗлӗ йӗркерен тухма пуҫланӑ. Лару-тӑру пирки Улатӑр район администрацийӗнче канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑна ЧР строительство министрӗ Олег Марков ертсе пынӑ. Пухӑннисем хулана шывпа пӑтӑрмахсӑр тивӗҫтермелли плана шухӑшласа тупнӑ. Халӗ «Шыв» тулли мар яваплӑ общество штатлӑ режимра ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Илем тӗнчене ҫӑлать теме юратаҫҫӗ вырӑссем. Чӑвашсен ун пек каларӑш ҫук та, анчах хӳхӗм хӗрсене вӗсем те кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче, ав, нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ пики — 2014» илем конкурсӗ иртнӗ. Унта 5 ял тӑрӑхӗнчи пике хутшӑннӑ, Чурачӑкри Мария Степанова, Чиричкассинчи Зоя Михайлова, Тавӑшкассинчи Ирина Апполонова, Апаккассинчи Диана Попова, Паваркассинчи Ксения Емельянова. Конкурса хутшӑнакан пикесене чи малтанах Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Сергей Артамоновӑн ячӗпе вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова саламланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ валли ятарлӑ парне хатӗрленине пӗлтернӗ. Хӗрсен пултарулӑхне хаклама тӳре пулса маларах асӑннӑ Алла Волчкована, Чӑваш наци конгрессӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫине Алефтина Дмитриевана, районти Культура уҫрчӗн (ку вӑл — ӗлӗкхилле каласан. Халӗ ӑна урӑхларах ят пачӗҫ-ха) пуҫлӑхне Светлана Смирнована, вырӑнти халӑх театрӗн режиссерне Сергей Кувшинова шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Элӗк районӗнче «Таса ял сантан пуҫланать» акци иртет. Вӑл ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Ӑҫта тата кам мӗн чухлӗ пухнине раштавӑн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Акцие хутшӑнакансем — вӗсем шкул ачисем — макулатура пухаҫҫӗ. Хальлӗхе Шуркасси Юнтапари шкул малта пырать. Унта ҫӳрекенсем 3 тонна пухнӑ. Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӗренекенсем 946 килограма ҫитернӗ, Йӑлкӑшра — 597 кг, Тавӑтра — 250 кг, Карачурара — 100 кг, Шӗмшевӗшре — 97 кг, Утаркассинче — 85 кг, Вутланта — 70 кг. Уйрӑм ачасене илсен, Шуркасси Юнтапари Михаил Спиридонов 400 киг кивӗ хут пухнӑ, Йӑлкӑшри Евгений Свистков — 180 кг, Карачурари Станислав Медведев — 70 кг, Тавӑтри Екатерина Никифорова тата Александр Петров — 50-шар кг. Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх чи ӳркенмен 20 ачана Шупашкара экскурсине кайса кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |