2001 ҫeлтанпа Пушкӑртстанри Пишпӳлекри вулавӑшра чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен сектор 2001 ҫӳлтанпа ӗҫлет. Вӑл республикӑри 20 районпа 4 хулари 92 вулавӑша пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсене кирлӗ информаципе‚ чӑвашла кӗнекесемпе май пур таран тивӗҫтерет.
Чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсенчен пӗри вӑл — библиографи справочникӗсемпе кӑтарту кӗнекисем хатӗрлени. 2003 ҫултанпа кунта чӑваш ҫыравҫисемпе ҫыхӑннӑ 20 ытла справочник кӑларнӑ. Тӗслӗхрен‚ «Чӑваш писателӗсем»‚ «Пушкӑртстанри чӑвашла ҫыракан авторсен «Шуратӑл» литпӗрлешӗвӗ»‚ «Пушкӑртстанри чӑвашсем пичетре» тата ыттисем те. Хӑйсен тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ҫыннисен ӗҫӗсене те кун ҫути кӑтартаҫҫӗ унта. Сӑмахран, Владимир Аптраманӑн‚ Ираида Петрова-Нарсӑн сӑввисен пуххисене асӑнма пулать.
Пишпӳлек вулавӑшӗнче чӑвашла кӗнекесен шучӗ халӗ — 1500-е яхӑн. «Ҫапла‚ республикӑри нихӑш чӑваш библиотеки те кун чухлӗ шутпа мухтанма пултараймасть пулӗ», - тесе ҫырать Светлана Проокофьева «Урал сасси» хаҫатра.
Район администрацийӗн пулӑшӑвӗпе пишпӳлексем Шупашкарти кӗнеке издательствинчен ҫулсерен чӑвашла ҫӗнӗ кӗнекесем туянаҫҫӗ. Республикӑра тухса тӑракан чӑваш хаҫачӗсӗр пуҫне унта Чӑваш Енре кун ҫути куракан хаҫат-журнал та — «Хыпар»‚ «Чӑваш хӗрарӑмӗ»‚ «Тантӑш»‚ «Самант»‚ «Тӑван Атӑл» тата ытти — пырса тӑрать.
Пишпӳлек районне илес пулсан‚ кунта чӑвашсем валли 10 вулавӑш ӗҫлет. Н. Тарасова палӑртнӑ тӑрӑх Ярмулкки (заведующийӗ Венера Васильева)‚ Ӑхпуҫ (Лия Кириллова)‚ Ҫирӗклӗ (Полина Григорьева)‚ Пӑслӑк (Марина Кириллова) ялӗсенчи вулав ҫурчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ уйрӑмах ӑнӑҫлӑ йӗркеленсе пырать.