Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: 20 ҫула ҫитрӗҫ пулин те гимна ларсах итлерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.03.2015 22:45 | 1708 хут пӑхнӑ
Культура Гимн юрланӑ самант
Гимн юрланӑ самант

Паян Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Культура ҫурчӗн пӗр пин ытла йышӑнакан залӗ лӑк тулли пулчӗ — вӑрнарсем хӑйсен уявне хаваспах пухӑнчӗҫ.

Чи малтан халӑх умӗнче Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн гимне юрласа пачӗҫ. Те ларакансем ӑнланмарӗҫ, те кӗвви-сӑмаххи килӗшмерӗ — зал гимна ларсах итлерӗ, ура ҫине тӑрас темерӗ. Малалла вара ентешлӗх ертӳҫисем сӑмах илчӗҫ. Юрать-ха пирӗнтен уйрӑлнӑ ентешӗсене аса илнӗ май зал ура ҫине тӑчӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене те, тавах Турра, ура ҫине тӑрсах вуларӗҫ.

Тӗрлӗ тӳре-шарасен хисеп хучӗсемпе парнисене валеҫнӗ хушӑра залри халӑха Вӑрнар районӗнче тухнӑ юрӑҫсемпе артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Уйрӑммӑн Нурӑс шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑксене асӑнас пулать — вӗсем Нарспипе Сетнере питӗ лайӑх выляса пачӗҫ. Сӑмах май вӑл шкула уявра сахал мар ырларӗҫ — нумай-нумай ҫынна вӑл аслӑ ҫула уҫса панӑ имӗш.

Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пулнӑран уявра сӑвӑсем те сахал мар янрарӗҫ. Кунта Николай Ҫавала, Валерий Кошкина тата ыттисене асӑнас пулать. Уйрӑммӑн Иван Ивник ячӗлле преми лауриачӗсене чысларӗҫ.

Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗн уявӗ «Аван-party» дискотекӑпа вӗҫленчӗ.

Сӑнсем (95)

#Вӑрнар районӗ, #ентешлӗхсем, #культура, #Нурӑс, #шкулсем, #ҫамрӑксем, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем