Культура
![]() Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарта Шотланди культурин фестивалӗ иртет. Роберт Бернс поэта халалланӑ фстивальпе килӗшӳллӗн икӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Пӗри — ачасен ӳкерчӗкӗсен «Юмахри Шотланди» конкурс тата сӑвӑ вулакансен «Манӑн чӗре — тусем ҫинче» конкурсӗ. Фестивале Мускаври Scottish SpiritS пултарулӑх ушкӑнӗ пӗрремӗш хут хутшӑнать. Вӑл ачасене «Зеленое знамя фей» (чӑв. Фейӑсен симӗс ялавӗ) интерактивлӑ Шотланди юмахне кӑтартӗ. Мускаври паллӑ аккордионист Анатолий Исаев та фестивале хутшӑнӗ. Шотланди культурипе шупашкарсем кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем те пуллашма пултараҫҫӗ. Унти 11-мӗш шкулта музыкӑпа литература каҫӗ йӗркелӗҫ. Фестиваль пӗрремӗш хут иртмест. Ун пирки официаллӑ сайтӗнче ытларах пӗлме пулать: http://scotincheb.jimdo.com. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Валентина Новоселова Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Васнар ялӗнче пурӑнакан Валентина Новоселова 100 ҫул тултарнӑ. Пӗр ӗмӗрӗ хӑварнӑ кинемей халӗ те аптӑрамасть-ха. Ватӑскер сӑвӑсем пӑхмасӑр калать, юрӑсем юрлать, купӑс калать. Валентина Егоровна кӗскех мар ӗмӗрӗнче темӗн те курнӑ. Вӑл выҫлӑха та чӑтса ирттернӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи нушана та курнӑ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра вӑй хунӑ. Упӑшкипе 5 ача пӑхса ӳстернӗ. Халӗ Валентина Егоровнӑн 11 мӑнук, мӑнукӗсен 14 ачи, кӗҫех вӗсен тепӗр ачи ҫут тӗнчене килмелле. Валентина Новоселова яланах ӗҫленӗ, пенси укҫи ҫинчен нихӑҫан та шухӑшламан. Халӗ вӑл алӗҫӗпе аппаланать, ҫӗр ӗҫне питӗ юратать. Ватӑскер пахчара тӑрмашма кӑмӑллать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Правительство ҫуртӗнче куҫ курман ҫынсем валли «Сергий Радонежский — сӳнмен ҫутӑ» курав уҫӑлнӑ. Картинӑсем вырӑс ҫветтуйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Курава Варнава митрополит пулӑшнипе хатӗрленӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксене Чиркӳ музейӗн ӳнерҫӗ волонтерсем хатӗрленӗ. Картинӑсене кантӑк ҫине ӳкернӗ, ҫапла майпа вӗсене алӑпа хыпашласа ӑнланма пулать. Унччен кун пек мелпе усӑ курман. Проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӳнерҫӗсем малтан куҫ курманнисем ӳнере алӑпа епле туйнипе паллашнӑ. Унтан тифлопедагогсемпе, куҫ япӑх курман е пачах курман ҫынсен вулавӑшӗн ӗҫченӗсем пулшнипе картинӑсем хатӗрленӗ. Ведомство кунашкал картинӑсем куҫ курманнисен тавракурӑмне анлӑлатма пулӑшнине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Курчин ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче — улшӑну. Ведомствӑра министрӑн ҫумне Владимир Курчина отставкӑна янӑ. Кун хушӑва кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документра должноҫран хӑтарнӑ сӑлтава палӑртман. Аса илтерер: Владимир Курчин асӑнна должноҫра 2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен ӗҫленӗ. Министр ҫумӗн пуканне йышӑнсан вӑл патшалӑх экологи, вӑрман, вӑрманти пушар тӗрӗслевӗсен пайне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫалтан пирӗн республикӑра ял урамӗсене тума тума пуҫлӗҫ. Ку шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне ӗнер янӑ Ҫырура палӑртнӑ. «Ял урамӗсен пахалӑхӗ начар тесе ман пата ҫынсем сахал мар ыйтупа тухнӑ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне ӑнланатӑп. Ялсем патне ҫул сарнин социаллӑ-экономика тухӑҫлӑхӗ хысна тӑкакӗпе ҫураҫса тӑраймарӗ. Программӑна нумай укҫа хывни инҫетри ялсенчи производствӑна хӑвӑрт аталантарма май параймарӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Апла тӑк ял тӑрӑхӗсен хыснине налук ытларах кӗме тытӑнӗ тесе шухӑшлани те тӳрре килеймен-мӗн. Паян ял тӑрӑхӗсен ҫула тытса тӑма та, юсама та укҫа ҫук иккен. Республикӑри лару-тӑрӑва тата ҫынсем ыйтнине кура Михаил Игнатьев Элтепер ял урамӗсен пахалӑхӗн регион стандартне йӗркелеме хушнӑ. Ӑна кура урамсенче ҫул тума тытӑнӗҫ. Ку проект самай укҫа хывма ыйтать. Анчах ӑна тек тӑсса пыма та юрамасть тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. «Ял ҫыннисем йӗркеллӗ пурӑнма тивӗҫ», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Татьяна Николаенкӑна «Чӑваш Республикин Общество палатин аппарачӗ» хысна учрежденийӗн ертӳҫине лартнӑ. Тивӗҫлӗ Хушӑва Минситрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Общество палатин аппарачӗн пуҫлӑхӗн лавне Татьяна Николаенко 5 туртӗ. Ҫӗнӗ пукан шанса париччен вӑл Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн пулӑшаканӗнче ӗҫленӗ. Ӑна 2-мӗш класлӑ патшалӑх чӑн канашҫи чин панӑ. Общество палатин аппаратне 2014 ҫул вӗҫӗнче йӗркеленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – Общество палатин ӗҫ-хӗлне туса тӑрасси-мӗн. Ҫӗнӗ учреждение тытса тӑма республика хыснинчен «кӗмӗл» уйӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Пачах мар-ха. Тӗрлӗ ыйтупа тухасси пулать, анчах ҫавӑн пек тӗслӗх шучӗ чакса пырать. Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул унта пурӗ те 25 ҫыру кӑна шӑрҫаланӑ. Виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан ку вӑл икӗ хута яхӑн сахалтарах-мӗн. Ҫынсем районти тӳре-шара патне сахалтарах ҫырма пуҫлани шӑмӑршӑсене нимӗн те кирлӗ маррине, вӗсем нимӗнпе те кӑсӑкланманнине пӗлтермест. «Ыйтусене вӑхӑтра тататпӑр», — тесе калать район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Фадеев. Унран пулӑшу ыйтмапӗлтӗр, сӑмах май, 47 ҫын пынӑ. Маларах асӑннӑ 25 ҫыруран ҫурри ытларах ҫӳлти инстанцирен ыйтнӑ. Ушкӑнпа ҫыракансем те тупӑннӑ. Халӑхпа ҫыракансем, тӗслӗхрен, ҫул юсама ыйтнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗри ытла ҫирӗп ыйтни кӑмӑла кайманнишӗн те пӗрле пулса ҫыру шӑрҫаланӑ. Пӗрре ҫырнипех лӑпланмасӑр тепре алла калем илекенсем те тупӑнаҫҫӗ. Вӗсен ыйтӑвӗ чылай чухне ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ-мӗн. Хӑйсен ятне пытарса ҫӑхавлакансем те, паллах, пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Кӑҫалхи ҫула ҫӗршывра Литература ҫулталӑкӗ палӑртнине эпир унччен те пӗлтернӗччӗ. Регионсем хӑйсем те ҫулталӑка тӗллевлӗ ирттереҫҫӗ. Кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче, сӑмахран, Наци астӑвӑмӗн тата мухтавӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Тунтикун унта Чӗмпӗр енӗн кунне (ӑна облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ пуҫарнипе пӗлтӗр ҫирӗплетнӗ) тата Чӗмпӗр облаҫӗн 72-мӗш ҫулхине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри «Ахрӑм» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Уявра, сӑмах май, ытти тӑрӑхри хӑнасем те пулнӑ. Вӗсем - 1780 ҫулта Чӗмпӗр тытӑмлӑхне кӗнӗ Симбирск, Сенгилей, Ставрополь, Самара, Сызрань, Канадей, Тагай, Карсун,Котяков, Ардатов, Курмыш, Пӑва хулисенчи пултарулӑх ӑстисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() 18 ҫул каялла Патӑрьел район хаҫачӗн редколлегийӗн пуҫарӑвӗпе «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс йӗркелесе янӑ. Кӑҫал та ӑна йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Хальхинче ятарлӑ комиссине (председателӗ — район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренỹ, социаллӑ аталану, информаципе архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Валерий Осипов) редакци коллегийӗн членӗсене ҫеҫ мар, тӗрлӗ шайри яваплӑ ҫынсене те кӗртнӗ. Конкурсӑн тӗллевӗ 2014 ҫулта халӑх хуҫалӑхӗпе социаллӑ пурнӑҫра хӑйсен хастарлӑхӗпе, пултарулӑхӗпе районта ят-сум ҫӗнсе илнӗ, район халӑхӗшӗн пысӑк ӗҫ тунӑ ҫынна палӑртасси-мӗн. «2014 ҫул ҫынни» конкурса нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, вырӑнтисем ӑна тепӗр майлӑ район пичечӗн кунӗ теҫҫӗ, пӗтӗмлетмелле. Кӑҫалхи конкурса хутшӑнма ҫаксене суйласа илнӗ: Первомайскинчи «Шуҫӑм» халӑх ансамблӗн ертӳҫи Валерий Фролов, районти тӗп пульница хирургӗ Рустам Ахметов, «Звезда» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ертỹҫи Валерий Кузнецов, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул директорӗ Наталия Андреева, районти ветерансен канашӗн ертӳҫи Иван Хитров, Алманчӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Георгий Фомин, Именкассинчи фермер хуҫалӑхӗн ертỹҫи Ильсур Шарафутдинов, «Полигон» ТМЯП директорӗ Федор Уфуков, Алексей Иванов суту-илӳ ӗҫченӗ, районти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн завучӗ Анатолий Афанасьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӑннипе, Литература ҫулталӑкӗ пуҫланнӑ ӗнтӗ. Анчах ӑна тата Чӑваш Республикинчи Константин Иванова халалланӑ ҫулталӑка официаллӑ майпа кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӗҫ. ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Иванов ҫулталӑкне обществӑна литературӑпа ҫывӑхлатас, чӑваш класикӗн ятне тата унӑн хайлавӗсене яланлӑха халӑх асӗнче хӑварас тӗллевпе палӑртнӑ. Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне те халӑха литературӑпа ытларах паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа республикӑн кашни кӗтесӗнчех анлӑ меропиятисем иртӗҫ. Константин Иванов ҫулталӑкне официаллӑ майпа анлӑн уҫма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |