Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
HeadHunter рекрутинг сайчӗ Career.ru ҫамрӑксен специалистсен порталӗпе пӗрле малашлӑхлӑ профессисен танлаштарӑмне ирттернӗ. Ҫамрӑксем унчченхи пек юристпа экономист пуласшӑн ҫунатланмаҫҫӗ иккен. Алла юрист е экономист дипломне илес шухӑшлисем те пур иккен-ха, анчах ун йышшисем халӗ сахалланса пыраҫҫӗ.
Икӗ пин ҫамрӑк хушшинче ирттернӗ тӗпчев яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран кашни иккӗмӗшӗ (ыйтӑма хутшӑннисенчен 49 проценчӗ) инженери тата техника пӗлӗвне малашлӑхлисен шутне кӗртет-мӗн. Ҫакна вӗсем технологисем вӑйлӑ аталаннӑ май ун пек специалистсем кирлипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫамрӑк специалистсем техника пӗлӗвӗллисен шалӑвӗ те пысӑкрах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Экономика тата финанс енӗпе вӗренни аван текенсем – 28 процент. Вӗсем экономистсемпе финансистсен шалӑвӗ пуринчен те пысӑкрах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Экономика специальноҫӗпе пӗр тан шая ларни – строительсем. Ҫакна ҫамрӑксем ҫӗршывра строительство аталаннипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Тухтӑр профессийӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать. Ҫамрӑксем медицина ӗҫченӗсем яланах кирлӗ тенӗрен ӑна малашлӑхлисен шутне кӗртнӗ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен чылайӑшӗ педагог профессине малашлӑхсӑр тесе йышӑнать. Ӑна малашлӑхлӑ текенсем – пурӗ те 7 процент. Инҫӗшре те вӗренме май килнӗрен педагогсем кирлӗ мар теҫҫӗ-мӗн вӗсем.
