Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑл Абхазире канма шухӑшланӑ. Анчах ҫунатлӑ ӗмӗчӗ ӑна ҫука хӑварнӑ. Арҫын тӗнче тетелӗпе усӑ курса укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. 59-ти арҫын кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Абхазири санаторире канмалли путевка туяннӑ. Ӑна укҫа-тенкӗн пӗр пайне маларах тӳлеме ыйтнӑ. Хайхи арҫын тӗнче тетелӗнчи ҫынна 25 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн лӑпках пурӑннӑ-ха вӑл. Утӑ уйӑхӗнче вӑл ҫав пансионатпа ҫыхӑнма шухӑшланӑ. Анчах лешсем пӗлтернӗ тӑрӑх, санаторий ҫурла уйӑхӗнче канмалли путевкӑшӑн тӳленӗ укҫана илмен. Тепӗр «санаторие» шӑнкӑравласан никам та тытман. Йӗрке хуралҫисем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ултавҫӑсем ҫав санаторин суя сайтне йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян телекуравпа акӑ мӗн пӗлтернӗ: Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Кун пирки Тина Канделаки хӑйӗн Твиттерӗнче те пӗлтернӗ. Анчах Рио-де Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене пур спортсмен та хутшӑнаймӗ. Унта каякан спортсменсен списокне каярах пӗлтерӗҫ. Олимп комитечӗ кашни спортсменӑн допинг историне пӑхса тухӗ. Унччен спортсмен допинг ӑша янипе лекнӗ пулсан вӑл Рио-де-Жанерӑра иртекен Олимп вӑййисене каяймӗ. Аса илтерер: допинг шӑв-шавӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫӗкленнӗ. Олимп вӑййисем вара Рио-де-Жанейрӑра ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Росздравнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Вӑрмар тата Шӑмаршӑ пульницисенче тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсенче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомство ӗҫченӗсем пульницӑсене иккӗмӗш хут килсен тӗп тухтӑрсене штрафланӑ. Вӑрмар районӗн пульницинче эмел препарачӗсене упранӑ чухне унчченхи пекех йӗркене пӑснӑ-мӗн. Тӗп тухтӑра 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи пульницӑра вара пациентсене тӳлевсӗр эмелсем парас йӗркене пӑснӑ. Куншӑн тӗп тухтӑрӑн 15 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть, пӗрлехи информаци кунӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ял тӑрӑхӗнче министерство ӗҫченӗсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх халӑхпа курнӑҫнӑ. ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев Кукашние пушӑ алӑпа килмен. Вӑл кунти культура ҫуртне 460 пин те 260 тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Ку укҫапа культура тытӑмне аталантарӗҫ. Ку укҫапа Кукашни клубӗ валли ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ. Константин Геннадьевич правительство культура тытӑмне тимлӗх нумай уйӑрнине ҫирӗплетнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗ хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан кинозал туянмашкӑн 5 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ ултӑ район йышне те кӗнӗ. Ҫитес вӑхӑтра Шуршӑлти А.Николаевӑн асӑну комплексне ҫӗнетӗҫ. Унта ҫӗнӗ курав залӗсем уҫӑлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн экс-ректорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ, тӳре приговор вуланӑ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Экс-ректор должноҫри полномочипе ытлашшипе усӑ курнӑ, укҫа-тенке кӗсьене чикнӗ. Следстви тата Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ректор 2007–2009 ҫулсенче хӑйне преми парасси пирки хушусем алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа вӑл кӗсйине 8 миллион та 600 пин тенкӗ чикнӗ. Следстви умӗнхи следствире 11 том ӗҫ хатӗрленӗ, 30 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, бухгалтери экспертизи ирттернӗ. Айӑпланнӑ ректор следстви вӑхӑтӗнче тӑкакӑн пӗр пайне, 3 миллион та 200 пин тенке, саплаштарнӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 1,5 ҫул ларма тивӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Аслӑ шкул элчи ун тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа та (5 миллион та 400 пин тенкӗ) суд йышӑннӑ. Ҫапла айӑпланнӑ экс-ректорӑн урапине, ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Савут ӗҫлет, тӗтӗм тухать. Апла пулсан, производство аталанать, продукци кӑлараҫҫӗ, ҫынсем ӗҫсӗр лармаҫҫӗ. Ҫапли ҫапла-ха та, анчах санитарипе эпидемологи нормисене те пӑхӑнмалла. Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ асфальтпа бетон кӑларакан савутсем саккун ыйтнине пӑхӑнсах пӗтереймеҫҫӗ иккен. Вӗсен ӗҫ-хӗлне асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗсленӗ те кӑлтӑксем асӑрханӑ. «Магистраль-М» ятлӑ тулли мар яваплӑ общество та, «Асфальтобетонный завод» текенни те санитарипе хӳтлӗх зонине йӗркелесси ҫинчен проект хатӗрлемен. Хӑйсем вара Атайкасси, Кивпулӑх тата Моҫҫакасси ялӗсенчен инҫе мар вырнаҫнӑ. Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗлтернӗ тӑрӑх, «Асфальтобетонный завод» обществӑн производство пуҫлӑхне тата «Магистраль-М» предприятин пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. |
Ҫул-йӗр
![]() Раҫҫей Правительстви регионсенчен пассажирсене самолетпа турттарнишӗн субсидилемелли маршрутсене ҫирӗплетнӗ. Шупашкартан Питӗре вӗҫекеннисем те ку списока лекнӗ. «Питӗр—Шупашкар» авиамаршрутри ятарлӑ тариф 5640 тенкӗпе танлашмалла. Ку вӑл — эконом-класс шутланакан салонта. Регионсенчи авиавӗҫевсем валли ҫӗршыв хыснинчен 200 миллион тенкӗ ассигновани уйӑрма палӑртнӑ. Субсиди уйӑрмалли маршрутсен списокне те кӑҫал анлӑлатнӑ. Ҫав вӑхӑтрах «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) бюджетлӑ авиакомпани билет хакӗсене ҫывӑх вӑхӑтра ӳстерме палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, авиакомпание Ространснадзор хӗрарӑм рюкзакӗсене салона тӳлевсӗр хума хушнӑ. Капла хушупа килӗшмесӗр самолет хуҫисем Мускаври Арбитраж судне ҫитнӗ, анчах тӳресем авиакомпание майлӑ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ хӑш-пӗр аптекӑпа меморандум алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, аптекӑсем «фанфурик» сутмаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарта «фанфурик» сутакан банкомат лартнӑ. Настойка ӗҫме юратакан хаваслӑ ушкӑн ун умне пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Темӗнле предприниматель ҫак банкомата Граждан урамӗнчи 48-мӗш ҫурт умне лартнӑ. Унӑн хӑтланӑвӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсене те питӗ тӗлӗнтернӗ. «Про Город» журналисчӗ кун пирки систериччен вӗсем кун пирки пачах пӗлмен. Малтанах эрех ӗҫме юратакан ҫынсем банкоматпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнкарман. Укҫа яма хӑнӑхнӑ халӗ, хаваспах «фанфурик» туянаҫҫӗ. Укҫана ятарлӑ шӑтӑка ярсан кӗленче аялалла ӳкет. Министерство ку пулӑма айккинче хӑварманнине пӗлтернӗ. Чи малтанах вӗсен ҫакӑ интереслӗ: усламҫӑ автомата стена ҫине вырнаҫтармашкӑн мӗнле ирӗк илнӗ? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Мускав – Омск» ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкара «Россия 24» телеканал корреспонденчӗсем килнӗ, вӗсем ҫулсене тӗрӗсленӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул лайӑх лару-тӑрура. Ҫула «Кондор» плотномерпа тӗрӗсленӗ. Вӑл — нумай каналлӑ сканер, ҫулӑн ҫиелти сийне хаклать. Сӑмах май, федераци телеканалӗн журналисчӗсем тӑваттӑмӗш хулана ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе япӑх ҫул енӗпе Чулхула «палӑрнӑ». Чи малтанах Тимофей Кривов урамӗпе Мускав проспекчӗ хӗресленекен вырӑна тӗрӗсленӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, кунта авари час-часах пулать. Пӗлтӗр унта 9 авари пулнӑ. Репортаж ӳкернӗ чухне те урапасем пырса ҫапӑннӑ. Унтан корреспондентсем Ишлей проездне ҫитнӗ. Унта та аварисем пулаҫҫӗ. Крылов тата Шумилов урамӗсенчи ҫулсене те тӗрӗсленӗ. Журналистсем 14 кунра Раҫҫейри темиҫе хулана ҫитме палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — Кисан (Рязань), Улатимӗр, Чулхула, Екатеринбург. Пӗтӗмӗшле илсен, журналистсем Шупашкарти ҫулсене лайӑх хак панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ курӑк сарӑлсах пырать. Наркӑмӑшлӑ пултӑран (борщевик) ҫынна сиен кӳме пултарать. Унччен республикӑра кунашкал курӑк сайра пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл кашни кӗтесрех курӑнать. Раҫҫейре ҫак ӳсентӑран Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн курӑнма тытӑннӑ. Сталин ют ҫӗршывра ҫак курӑкпа выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарнине пӗлсен Раҫҫейре те акма хушнӑ. Анчах каярахпа ҫакӑ палӑрнӑ: наркӑмӑшлӑ пултӑран ҫиекен ӗнесем йӳҫӗ сӗт панӑ. Ҫавӑнтанпа ку курӑк пирки маннӑ. Наркӑмӑшлӑ пултӑран хӑвӑрт сарӑлать. Ӑна ҫулсан вӑл темиҫе ҫул шӑтмасть, кайран каллех ӗрчеме пуҫлать. Чечек ҫурсан ҫеҫ вӑл пӗтет. Пӗрре ҫеҫ ҫеҫкене ларать вӑл. Пултӑрана тымарӗпе тӑпӑлтарсан ҫеҫ унран хӑтӑлма пулать. Унӑн сӗткенӗ куҫа лексен суккӑрланма та пулать. Ӳте лексен вара ҫав вырӑн пиҫсе каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Курак Иван Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстанри ЧНКА ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |