Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Наци телерадиокомпанийӗн директорне Алексей Гурьянова ӗҫрен кӑларни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӗнерех, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ тепӗр хушӑва алӑ пуснӑ – Алексей Гурьянов ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Вӑл массӑллӑ коммуникацисен тата МИХ тытӑмӗнче патшалӑх политикишӗн яваплӑ пулӗ. Халӗ ЧР цифра министрӗн Михаил Степановӑн икӗ ҫум: Екатерина Грабко тата Алексей Гурьянов.

Аса илтерер: унччен Алина Федорова министр ҫумӗ пулнӑ. Вӑл унта 4 уйӑх ӗҫленӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ кнцет сезонне хупӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ, 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Концерт программинче – илемлӗ вокалпа хореографи композицийӗсем пулӗҫ. Вӗсем ансамблӗн ылтӑн фондӗнчен: «Пирӗн пата хӑнана килӗр», «Эпир Шупашкарта пуҫтарӑнтӑмӑр», «Пирӗн никӗс – атте килӗ», «Асамат юррисем» (Светлана Асамат юррисем).

Чӑваш музыкин классикӗсен илемлетнӗ хайлавӗсемпе пӗрлех хальхи вӑхӑтри авторсен кӗвви-ҫемми те янӑрӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
dskd24.com сайтри сӑн
dskd24.com сайтри сӑн

Канаш муниципаллӑ округӗнчи Маяк ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен пуҫарӑвӗпе ҫул сарнӑ. Сӑмах - Шоссе урамӗнчен пуҫласа масар ҫине илсе ҫитерекен ҫул пирки.

Ҫул сарма 1 миллион ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Укҫана регионти тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех халӑх укҫи пулнӑ. Халӗ Маяк ялӗнче масар ҫине лачака ҫӑрмасӑрах ҫитме пулать.

Палӑртмалла: кӑҫал Канаш округӗнче 47 проект пурнӑҫланать.

 

Пӑтӑрмахсем
Пхукет полицийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Пхукет полицийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 23 ҫулти хӗр Таиландра вилнӗ. Унта вӑл машина айне пулнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӗр «Bypass Rd.» ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкек Пхукет утравӗ ҫинчи Селфи музейӗ тӗлӗнче пулнӑ.

«Пхукет хыпарӗ» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 17 минутра пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗр ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ, водитель машинӑна чарса ӗлкӗреймен. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ ҫӗре ентешӗмӗр вилсе кайнӑ.

 

Политика

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне директор кирлӗ. Кун пирки республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ.

Пуҫлӑх пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ

(экономика, юридици, культура тата ӳнер, педагогика, техника) пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.

Документсене паянтан, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

 

Культура
vk.com/mincult21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/mincult21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Культура министерствине «Культура пурнӑҫӗ» организаци правленийӗн председателӗнчен Любовь Бичуговаран тав хучӗ килнӗ. Ҫырура Чӑваш патшалӑх филармонийӗн вокалисчӗсене Владимира Ашмарина тата Сергей Кузнецова тав тунӑ. Вӗсене Патриотизм юррисен фестивальне хутшӑннӑшӑн тав тунӑ.

Фестиваль ака уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртнӗ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче концерт Ярославльте, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Аслӑ Новгородра, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тихвинта иртнӗ.

 

Республикӑра
m.ru24.net сайтри сӑн
m.ru24.net сайтри сӑн

Шупашкарта кӑҫал та сӑра фестивалӗ иртӗ. Вӑл «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» ятлӑ.

Йалана кӗнӗ тӑрӑх, сӑра фестивалӗ тӗп хулара Юханшыв портӗнче иртӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫак пысӑк та пӗлтерӗшлӗ мероприятие хатӗрленме пуҫланӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр фестиваль сӑра вӗретекен 50 ытла компание пӗрлештернӗ, 45 пин хӑнана пуҫтарнӑ. Фестивальте 55 пин литр сӑра сутӑннӑ. «Ӗҫӗ цифрӑсенче кӑна мар. Эпир Чӑваш Ен хӑмла ӳстерекен чи лайӑх регион пулнине тепӗр хут ҫирӗплететпӗр», - тенӗ Олег Николаев.

 

Политика

Паянтан Алексей Гурьянов Наци телерадиокомпанийӗн директорӗ мар. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Алексей Гурьянов ку должноҫре 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен 7 ҫул вӑл Шупашкар хула администрацийӗн ҫыхӑну тата информаципе аналитика ӗҫӗн пайӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн ашшӗ Юрий Гурьянов – ЮТВ телеканал директорӗ.

«Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, 35 ҫулти Алексей Гурьянов ҫывӑх вӑхӑтра ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулма пултарать.

 

Республикӑра
timeforcook.ru сайтри сӑн
timeforcook.ru сайтри сӑн

Иртнӗ эрнере Етӗрне округӗн депутачӗсем пассажирсене илсе ҫӳремелли хаксене ӳстерессине сӳтсе явнӑ. Хаксене пысӑклатма йышӑннӑ.

Округра виҫӗ превозчик ӗҫлет. Шӑпах вӗсем хаксене ӳстерме ыйтнӑ та. Хальхи вӑхӑтра пассажирсенчен пӗр ҫухрӑмшӑн 3 тенкӗ те 60 пус илеҫҫӗ. Депутатсем тарифа 29 пус ӳстерме сӗннӗ. Ҫапла хак 3 тенкӗ те 89 пуспа танлашнӑ. Ҫапла «АТП – Стрелецки» тата «Ҫӳлти поселок – Администраци» маршутсемпе ҫӳреме 31 тенкӗ кирлӗ пулӗ.

Тарифсене ҫирӗплетиччен халӑхпа канашлӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар пулнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсем патне 9 сехет те 10 минутра пӗлтернӗ.

Кабель эстакадине юсанӑ чухне пластик оросительсем тата градирни обшивки ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ.

«Химпром» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӑхӑтӗнче никам та шар курман. Ҫынсен сывлӑхӗшӗн те хӑрушлӑх ҫук. «Сывлӑша сиенлӗ япаласем тухас хӑрушлӑх ҫук», - тенӗ пресс-служба.

 

Страницӑсем: 1 ... 256, 257, 258, 259, 260, 261, 262, 263, 264, 265, [266], 267, 268, 269, 270, 271, 272, 273, 274, 275, 276, ... 3894
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 17

1927
98
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
76
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...