Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн кардиологи диспансерӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем ҫеҫ мар, урӑх регионсемпе ют ҫӗршыв ҫыннисем те сипленеҫҫӗ. Больницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учрежденире ҫулсерен 8 пин ытла ҫын сипленет, 40 пин ытла пациента тӗрлӗ консультаципе пулӑшаҫҫӗ. Кардиодиспансера хальхи вӑхӑтри диагностика тата сиплев оборудованийӗпе пуянлатнӑ. 2023 ҫулта унти специалистсем урӑх регионсенчи 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче Мари Элти 4 ҫын, Тутарстанран — 18, Чулхула облаҫӗнчен — 24, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — 11, Мускавпа Мускав облаҫӗнчен — 38. Камчаткӑпа Крым, Чукоткӑпа Ямал тӑрӑхӗнчен те кунта килнӗ. Унсӑр пуҫне ют ҫӗршыри 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ: вӗсенчен 150-шне — амбулатори мелӗпе, 50 ытларах ҫынна — стационарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
m.sibkray.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршывра ҫитес ултӑ ҫулта 600 ытла самолёт туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Раҫҫей Правительстви самолётсем, двигательем тата приборсем туса кӑларас программӑна анлӑлатнӑ. Раҫҫей авиапаркӗнче, тӗпрен илсен, «Суперджетсем» тата «МС-21» маркӑллисем пулӗҫ. Авиаперевозчиксене «SSJ-New» маркӑллӑ самолёта 142 единица пама палӑртаҫҫӗ, «МС-21-310» — 270, «Ил-114-300» — 70, «Ту-214» — 115, «Ил-96-300» — 12. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан авиатехникӑна туса кӑларма патшалӑх пулӑшса пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Unsplash.com сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре плацкарт вакунсене сарлакарах туса кӑларма тытӑнасшӑн. Ҫӗнӗ состав 2024 ҫул вӗҫӗнче ҫула тухӗ. Плацкарт вакунсене анлӑлатсан пассажирсене ҫул ҫӳреме тата меллӗрех пулӗ. Кун пирки «ТМХ Пассажирский транспорт» компанин гендиректорӗн ҫумӗ Валерия Шарафутдинова пӗлтернӗ. «Вакунти ҫывӑрмалли вырӑн 28 сантиметр сарлакарах пулӗ. Инҫе ҫула тухакансемшӗн ҫывӑрмалли вырӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Шарафутдинова. Вакуна кӗмелли алӑк 5 сантиметр сарлакарах пулӗ. Вӑл пысӑк чӑматанлисемшӗн меллӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Раҫҫейри туроператорсен ассоциацийӗн вице-президенчӗ Тарас Кобищанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Раҫсей ҫыннисем кӑҫал ют ҫӗршывсене сахалрах кайӗҫ. Ку вӑл, сӑмахран, халӑх йышлӑ ҫӳрекен Египета пырса тивӗ. Хак пысӑк пулни тата сервис питех марри Раҫҫей ҫыннисене ҫӗнӗ вырӑнсене суйлама хистӗ. Ют ҫӗршывсенчен Раҫҫей ҫыннисем малтанхиллех ҫапах та Турцие, Таиланде, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмиратне, ҫавӑн пекех Египета суйлаҫҫӗ. Ют ҫӗршыври отельсен хуҫисем хаксене йӳнетме тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ маларах асӑннӑ эксперт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Лукьянова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чукал - Пулмантӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра Порфирьевна 1947 ҫулта Мускаври патшалӑх театр искусствин институчӗн (ГИТИС) пӗрремӗш чӑваш студине пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Чӑваш драма театрне артист пулса ӗҫе вырнаҫнӑ та 1983 ҫулччен унта ӗҫленӗ. Александра Лукьянова 2003 ҫулта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян 12 сехет те 40 минутра Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Пучинке ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм 9 тӑваткал метр ҫинче кӑна алхаснӑ пулин те ку инкекпе вӗҫленнӗ - икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушара сӳнтерсен 1939 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑмӑн тата 1966 ҫулта кун ҫути курнӑ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче ҫынсем виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ шывсӑр пурӑнаҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шыв башни шӑнса ларнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫынсем пулӑшу ыйтнӑ, анчах ку вӗсен ыйтӑвӗ мар тесе пулӑшма хирӗҫленӗ - ҫынсен башньӑра шӑнса ларнӑ шыва хӑйсен ирӗлтермелле тенӗ. Паян халӑх ку ӗҫе хӑйех пуҫӑннӑ. Башня ӗҫлеменнипе ҫынсен ҫӑла шыв ӑсма кайма тивнӗ. Анчах ҫил-тӑманра унта ҫула хӳсе лартнӑ. Йӗлтӗр сырса каякансем те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ. Унта 2006-2022 ҫулсенче пултаруллӑ мӑшӑр, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Венера Большовӑпа Петр Маркин пурӑннӑ. Венера Петровна йывӑр чир хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Темиҫе кунран Петр Григорьевичӑн та чӗри тапма пӑрахнӑ. Венера Большакова 1938 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пӗчӗк Этмен ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен» радиопа нумай ҫул янӑракан «Ӑраскал» кӑларӑм авторӗ. Венера Петровна 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче вилнӗ. Петр Маркин Чӗмпӗр облаҫӗнче 1930 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш Енре тухса тӑнӑ «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакторӗнче те ӗҫленӗ, унтан телекурава куҫнӑ. Унӑн хайлавӗсем тӑрӑх темиҫе телеспектакль лартнӑ. Вӑл 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Владимир Тяптушкин архивӗнчи сӑн Ҫак кунсенче Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнсе ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин ӳкерӗннӗ «Воздух» кинофильм проката тухнӑ. Мӗн пирки-ха фильм? Хӗр пилотсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӗве ҫывхартассине тӳпе хывни ҫинчен. Тӗп рольсенчен пӗрне Сергей Безруков вылянӑ. «Ҫак проекта хутшӑннӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Кайса курӑр, лайӑх кино», - палӑртнӑ Владимир халӑх тетелӗнчи страницинче. Сӑмах май, вӑл икӗ ҫул каялла «Ҫамрӑксен хаҫатне» интервью панӑ. Ун чухне «Воздух» фильмра роль вылянине, Сергей Безруковпа ӳкерӗнме ӗмӗтленнине каланӑ. Владимир «Склифосовский» сериалта та ӳкерӗннӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи Тӗмер ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче пушар пулнӑ. 51 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче хуралтӑ таврашӗ ҫуннӑ. Пушар кирпӗчрен купаланӑ вите урайне сиенлетнӗ. Инкекре чӑхсем ҫунса вилнӗ. Кил хуҫи 30 чӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫав кунах Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнчи шкулта пушар пулнӑ. Унта хуралҫӑ пӳлӗмӗнчи матрас ҫуннӑ. Никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |