Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем

Сумлӑ сӑмах Хулара

Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ хыпарсене тишкернӗ май пӗри куҫ умне пулчӗ: «Шупашкарти тӗп чӑрӑша Авито сайтра сутаҫҫӗ». Ку чӑнах та мана кӑсӑклантарса ячӗ. Ҫав чӑрӑш пирки юлташсемпе унчченех калаҫнӑччӗ…

Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче Республика тӳремӗнче ларнӑ елкӑна 6,5 миллион тенкӗпе сутассине палӑртнӑ. «7 миллион тенкӗпе илнӗ, 6,5-пе сутатӑп. Тепӗр ҫул ҫӗннине, хаклӑраххине, туянас тетпӗр, ҫавӑнпа кирлӗ мар», — тенӗ унта. Телефон номерне те кӑтартнӑ, анчах вӑл йӑнӑш. Хула администрацийӗ ку пӗлтерӗве ҫырман-мӗн. Такам, ахӑртнех, ҫапла шӳтлес тенӗ.

Хыпара сӳтсе явакан сахал мар тупӑннӑ. Пурте тенӗ пекех чӑрӑш хаклине, вӑл илемлех маррине палӑртнӑ. «Пире бюджетниксене укҫа парса татман. Хӑйсем 7 миллион тенкӗпе чӑрӑш туянса лараҫҫӗ», — тенӗ пӗри. «Ҫак конус евӗр япала симӗс пулнипе ҫеҫ чӑрӑша аса илтерет», — тенӗ тепри.

Тӗрӗссипе, тӗп чӑрӑш, 25 метр ҫӳллӗшскер, 7 миллион тенкӗ тӑнине пӗлсен хам та тӗлӗннӗччӗ. Апла вӑл ҫав тери хитре тесе шухӑшланӑччӗ. Анчах куртӑм та — кайса ӳкмеллех нимӗнле илем те ҫук. Хамӑн шухӑша палӑртам: ӑна мӗнлерех хитрелетни те кӑмӑла каймарӗ.

Малалла...

 

Кӳршӗре

Ӗнер Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх пирӗн кӳршӗсен автономине малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫлӗ.

Пурӗ пухӑва 91 делегат килнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кашни районне чӑвашсен йышне кура делегатсене тӑратма ирӗк панӑ. Вӗсем пӗр пин ҫынран 1 делегата тӑратма пултарнӑ. Чӑваш Республикинчен те хӑнасем пынӑ: ЧНК Президенчӗн ҫумӗ Валерий Клементьев, ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинчи пай ертӳҫи Сергей Казаков, «Сӑвар» фонд ертӳҫи Тимӗр Тяпкин тата ыттисем.

Чӑвашсен пухӑвне вырӑнти сумлӑ тӳре-шара та ҫитнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов, Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ Сергей Панчин ку тӑрӑхри чӑвашсене нумай ҫул ертсе пынӑ Владимир Сваева ырӑ сӑмахпа асанчӗҫ, унӑн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хакларӗҫ, унпа малашне те пӗрле ӗҫлеме хатӗрри пирки пӗлтернӗ. Шупашкартан пынӑ Сергей Казаков та Владимир Ильичӑн ӗҫне хакласа ӑна Хисеп хучӗпе чысланӑ.

Наципе культура автономийӗн ҫӗнӗ ертӳҫине суйлама икӗ кандидата тӑратнӑ — Владимир Сваева тата Олег Мустаева.

Малалла...

 

Республикӑра Елена Нарпи страницинчен илнӗ сӑн
Елена Нарпи страницинчен илнӗ сӑн

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫӑсен пухӑвӗ иртнӗ, унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ.

Пухура итлесе ларнӑ Борис Чиндыков ҫыравҫӑ каласа панӑ тӑрӑх мероприятие ертсе пыма Анатолий Кипече шантарнӑ. Чи малтанах Сергей Павлов пухӑннисем умӗнче ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки отчет тунӑ. Ҫавӑн пекех устава улшӑнусем кӗртни ҫинчен те каласа хӑварас пулать. Сӑмахран, енчен те малтан пӗрлӗх ертӳҫине 5 ҫуллӑха суйланӑ пулсан малашне 3 ҫула ҫеҫ суйлама йышӑннӑ.

Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Константин Яковлев тата пӗрлӗхе кӗрекен ҫыравҫӑсем пулнӑ. Арсений Тарасов, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Юрий Артемьев тата ыттисем ҫыравҫӑсен паянхи лару-тӑрӑвӗ пирки сахал мар тухса калаҫнӑ.

Анлӑ ларура ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Пурӗ 4 кандидата тӑратнӑ. Николай Максимов Геннадий Максимова сӗннӗ. Вӑл влаҫрисемпе те калаҫма пултарать, пӗрлӗх пайташӗсенчен те ҫирӗп ыйтма пултарать тесе хак панӑ. Любовь Фёдорова сӑвӑҫ Валерий Туркая сӗннӗ.

Малалла...

 

Культура

Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре ӳкернӗ пирвайхи фильм юбилей паллӑ тӑвать тата. Вӑл «Волжские бунтари». Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн правишӗн кӗрешнине ҫутатакан фиьма 90 ҫул каялла ӳкернӗ.

ЧР Наци вулавӑшӗнче Кино ҫулталӑкне халалласа курав уҫнӑ. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш актрисине Тани Юна халалланӑ. Вӑл асӑннӑ фильмра тӗп роле вылянӑ. Чӑвашкинон ытти фильмӗнче те вӑл сӑнарсене калӑпланӑ. Режиссерӗ — унӑн упӑшки Иоаким Максимов-Кошкинский пулнӑ.

Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш фильмӗсем тӗнче стандарчӗсемпе пӗр килнӗ. Шел те, халӗ республикӑри кинематограф ура ҫине тӑрать ҫеҫ.

Тани Юна халалланӑ курав Чӑваш Енри чылай кӗтесре пулнӑ. Халӗ актрисӑн пурнӑҫӗпе шупашкарсем паллашма пултараҫҫӗ.

 

Хулара Дмитрий Хайбуллин тунӑ сӑн
Дмитрий Хайбуллин тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫынсем мӗн асӑрханине пӗлетӗр-и? Нихӑҫан та шухӑшламан-туман ҫӗртен иртен-ҫӳрен упа курнӑ. Хулана ӑҫтан килнӗ вӑл?

Упана ӳкернӗ сӑна Дмитрий Хайбуллин «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Ку ирхи 10 сехетре пулнӑ. Упа «Химик» культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ.

Кӗҫех вӑл ӑҫтан тупӑнни те паллӑ пулнӑ. Хулана Пензӑран цирк килнӗ-мӗн. Цирк ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, упа хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Цирк паянах ҫула тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1822
 

Раҫҫейре

Forbes паллӑ журнал Олимп чемпионкине Аделина Сотниковӑна Раҫҫейри 8 топ-спортсменсен йышне кӗртнӗ. Вӗсене бизнес-проекта инвестици хывнине шута илсе суйланӑ.

Аса илтерер: Аделинӑн тымарӗсем — Чӑваш Енрен. Унӑн тӑванӗ Шупашкарта пурӑнать. Унӑн аслашшӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарта ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ. 2014 ҫулта Аделина хӑй те Шупашкара килнӗ. Кунта тепре килессине те пӗлтернӗ вӑл ун чухне.

Аделина топ-8 списока акӑ мӗншӗн кӗнӗ: вӑл 2014 ҫулта Сочири Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илнӗ те Мускавра маникюр студине уҫнӑ. Ун ҫумӗнче вӑл хӗрарӑмсен хупӑ клубне йӗркеленӗ. Унта суйланӑ клиентсем ҫеҫ кӗреҫҫӗ: паллӑ спортсменсем, тренерсем. Вӗсем пӗр-пӗринпе опытпа ылмашӑнаҫҫӗ, сӗнӳ параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65321
 

Республикӑра «Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова районти ӑмӑртура йӗлтӗрпе чупнӑ хыҫҫӑн комӑна кӗрсе ӳкни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ксюша халӗ те тӑна кӗмен, анчах ҫывӑх ҫыннисем алӑ усмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ пульницӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

Шупашкар тухтӑрӗсем ачана операци тума килӗшмен. Мускав специалисчӗсем те вӗсен шухӑшӗпе килӗшнӗ. Ҫывӑх ҫыннисем Ксюшӑн диагнозне палӑртнӑ документсене Раҫҫейри 20 клиникӑна янӑ.

Хӗрӗн организмӗ 24 сехет апат йышӑнман. Телее, ӗнер лару-тӑру улшӑннӑ — Ксюша каллех апата йышӑнма тытӑннӑ. Унӑн органӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах диагноз — «пуҫ мимине юн кайни» — ырринех кӑтартмасть.

Ксюшӑн ҫывӑх ҫыннисем пульницӑран пӗр утӑм та каймаҫҫӗ. Ҫемье тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ чухне тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тупӑннӑ. Вӗсем хӗрачана сиплеме тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсене ӗненмелле мар. Ҫемье хальлӗхе укҫа-тенкӗ пухмасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1824
 

Сывлӑх «Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ кунсерен тенӗ пек ӳссе пырать. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.

Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 51 ҫын сысна грипӗпе аптӑранине регистрациленӗ. Ытларах Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Унта 18 тӗслӗхе шута илнӗ.

Чир географийӗ самай анлӑланнӑ. Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче те сысна грипӗпе чирлекенсем пуррине палӑртнӑ.

Сӑмах май, кӑрлачӑн 19-мӗшӗ тӗлне 5 ҫын ку чирпе нушаланнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 17-ӗн чирленӗ. Халӗ ку хисеп 51 ҫынна ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81123
 

Ҫул-йӗр

Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават хушшинче кӗпер ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта халӗ пӑр ҫийӗн Сӑр урлӑ ҫитме пулать.

Ҫулпа 3 тонна тайман урапасем усӑ курма пултараҫҫӗ. Сехетре 10 ҫухрӑмран ытларах хӑвартлӑхпа кайма юрамасть. Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи ҫулсенче ку пӑр ҫийӗнчи ҫула хӗл ларсан маларах уҫнӑ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран май килмен.

Саккунпа килӗшӳллӗн, пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫулсене вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн йӗркелесе пымалла, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелле.

Аса илтерер: 2014 ҫулта кӗркунне Сӑра урапа кӗрсе ӳкнӗ, икӗ ҫын вилнӗ. Ун чухне ҫуллахи кӗпере сӳтнӗ пулнӑ, анчах водительсем ҫакна тӗттӗмре асӑрхаман е кун пирки ҫырса ҫапнӑ хӑма та пулман.

 

Политика

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Мускавра Владимир Путин ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫӗршыв ертӳҫине республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Михаил Игнатьев тӗлпулура демографи кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ, медицина пулӑшӑвӗ лайӑх пулнине палӑртнӑ.

ЧР Элтеперӗ «Трактор савучӗсем» концерн ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл халь йывӑр тапхӑра чӑтса ирттерет. Ҫавӑн пекех республикӑра кашни пиллӗкмӗш предприяти инноваци тӗлӗшӗнчен аталаннине палӑртнӑ.

Владимир Путин Чӑваш Енри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвне лайӑх хакланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2531, 2532, 2533, 2534, 2535, 2536, 2537, 2538, 2539, 2540, [2541], 2542, 2543, 2544, 2545, 2546, 2547, 2548, 2549, 2550, 2551, ... 3623
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...