Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче Хӗрлӗ Чутай район ентешлӗхӗ иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхран тухса Шупашкарта тӗпленнисем пуҫтарӑннӑ. Ентешсене пухӑвне «Чавал» ентешлӗх канашӗ йӗркеленӗ.
Хӗрлӗ Чутайсен уявне Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти пултарулӑх ҫурчӗн фольклор ансамблӗ те пырса ҫитнӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Яковлева ертсе пыракан ҫак ушкӑн «Чавал» уявне ӑнсӑртран ҫакланман — Зинаида Яковлева Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче ҫуралнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ Олег Николаев та хӑйӗн ентешӗсемпе тӗлпулӑва хутшӑннӑ. Уйрӑмах хастар чутайсене, района тӗрлӗ ҫулта ертсе пынӑ маттурсене, вӑл РФ Патшалӑх Думин бланкӗ ҫинче ҫырнӑ Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Шупашкар районӗнчи «Ҫӗньял» халӑх фольклор ушкӑнне чылайранпа ертсе Земфира Яковлева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.
Культурӑра нумай ҫул чунне парса тӑрӑшакан ҫак хастар хӗрарӑма патшалӑх наградипе чысласси ҫинчен хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнчех ал пуснӑ. Хисеплӗ ятпа Земфира Кузьминичнӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн саламланӑ. Аса илтерер, республикӑри маттур хӗрарӑмсене Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чысларӗ.
Земфира Яковлева Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинче, Хусанти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Музыкӑна, дирижер ӑсталӑхне, хорпа юрлама вӗрентнӗ. Ҫак тарана ҫитсе вӑл республикӑра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсенчен 800 ытла юрӑ ҫырса илнӗ. Халӑхӑн пуянлӑхне упраса хӑварассишӗн ҫунакан хӗрарӑм халӑх сӑмахлӑхӗн ытти пуянлӑхне те самай пухнӑ.
Ҫулла республикӑри ялсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ енне саланнӑ ентешсем ҫав кун пӗрле пухӑнса савӑнаҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче пурӑнакансем та нумаях пулмасть пӗрле пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ял уявне 2001 ҫултанпа уявлаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сорӑмсем ирех савӑнӑҫлӑ пулнӑ. Яла ҫав кун ҫӗнӗ варкӑш кӗнӗ тейӗн. Килсен умӗнче ватӑсем сак ҫинче ларнӑ, ҫамрӑккисем вӗсем патне пырса сывлӑхӗсемпе кӑсӑкланнӑ.
Сорӑмсем хӑнасене ял пуҫӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унтан пурте яла пӑхса ҫаврӑнсан уяв лапамне ҫитнӗ те вӑйӑ картине тӑнӑ.
Атнар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов ентешӗсене ырӑ сӑмахсемпе саламланӑ, пурне те пӗрле кар тӑрса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Хисеплӗ хӑнасен йышӗнче Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов та пулнӑ. Уявра хӑнасем, Сорӑма килнӗ ытти ҫынсем ял халӑхӗ пирки нумай ырӑ сӑмах каланӑ.
Сӑнсем (69)
Авӑнӑн 11-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай тата Патӑрьел районӗсенче пушар алхаснӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче лаҫ ҫунса кайнӑ. Ку ирхи 9 сехет иртсен пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар кӑмакана пӑхмасӑр хӑварнӑран тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтерсе ӑна кирпӗч ҫурт ҫине куҫма май паман.
Ҫак кунах Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ял хаҫалӑх предприятийӗнче 50 тонна улӑм ҫунса кӗлленнӗ. Пушар ачасем шӑрпӑкпа алхаснӑран тухма пултарнӑ. Ҫулӑм тухиччен вӗсене ҫав купа патӗнче курнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи 90 киллӗ Сорӑм ялӗнчи ачасен пысӑк савӑнӑҫ: кунта «Сорӑм шӑпӑрланӗ» лапам уҫӑлнӑ. Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх — ӑна ялти
ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗн тӑрӑшулӑхӗпе хута яма май килнӗ. Стройматериалсемпе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Кузнецов тивӗҫтернӗ. Ачасен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ халӗ ку селӗм лапам.
Ырӑ тӗслӗх ял тӑрӑхӗнчи ытти ялта пурӑнакансеие те хавхалантарнӑ. Атнарта кун евӗрлӗ икӗ площадка пур. Урикассинчи те нумаях пулмасть ача шавӗпе тулнӑ. Тарапайсем те ыттисенчен юлман. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх ача-пӑча площадки» конкурс ирттернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |