Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Пӑрачкав районӗнчи Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер пӗлтӗртенпе калаҫтарать. Ара, 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл кӑштах йӑтӑннӑ. Ун чухне кӗпере юсакаланӑ, асфальта улӑштарнӑ. Тӗплӗ юсава 2017–2018 ҫулсенче ирттерме шантарнӑ. Ун чухне кӗпере 10 метр сарма палӑртнӑ.

ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере юсӗҫ. Укҫа-тенке «Платон» тытӑм уйӑрӗ. Пӗлтӗр ку тытӑм пирӗн республикӑра 17 миллион ытла тенкӗ пухнӑ.

«Платон» тытӑмӗнчи укҫа-тенке регионсен хушшинче пайлӗҫ. Кӑҫал, сӑмахран, регионсенчи кӗперсене юсамашкӑн укҫа парӗҫ.

 

Культура
Алексей Шадриков ахаль-махаль юрӑҫ мар
Алексей Шадриков ахаль-махаль юрӑҫ мар

Алексей Шадриков эстрада юрӑҫи «Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Алексей Шадриков пирки «Чӑваш Республикинчи «Эстрада артисчӗсен союзӗ» общество организацийӗн пайташӗ, регионсем хушшинчи «Чӑваш наци конгресӗ» общество организацийӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен «Хастар» общество организацийӗн председателӗн ҫумӗ тесе палӑртнӑ.

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушупа хисепе тивӗҫнисем хушшинче тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан пур. «Культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята Алексей Шадриковсӑр пуҫне Трактор историйӗн наукӑпа техника музейӗн (вӑл Шупашкарта вырнаҫнӑ) ертӳҫине Альберт Сергеева панӑ.

 

Пӗлтерӳ

«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва сахал мар ӗҫ ярса панине шута илсе хаклав ӗҫне эпир икӗ тапхӑра пайлас терӗмӗр. 1-мӗш тапхӑрта кашни ушкӑнра чи лайӑх 10 ӗҫе суйлатпӑр, 2-мӗш тапхӑрта вара ҫав 10 ӗҫрен чи лайӑххисене суйласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӑпӑр.

Паян вара сире пӗрремӗш тапхӑра палӑрнӑ ӗҫсемпе паллаштарас тетпӗр. Ярса панӑ ӗҫсене эпир 5 ушкӑнпа хакланӑ май пурӗ 50 ӗҫ суйласа илтӗмӗр. Кашнине ятран асанса тӑмӑпӑр, списокпа эсир ҫак каҫӑпа паллашма пултаратӑр. Палартма кӑмӑллӑ, суйласа илнӗ ӗҫсен хушшинче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкартисем те пур, районтисем те, тулашрисем те. Списока хальлӗхе хушаматсем тӑрӑх йӗркеленӗ.

Кам-кам ҫӗнтернине ҫывӑх вӑхӑтра палӑртма шутлатпӑр. Кун пирки хыпарланӑ хыҫҫӑн чыслав кунне хӑҫан ирттерессине пӗлтерӗпӗр. Каласа хӑварас пулать — 1-мӗш тура тухнисем пурте пирӗнтен парнесене тивӗҫӗҫ (ҫав шутра пӗрремӗш, иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнайманнисем те). Кам мӗнле вырӑн йышӑннине чыслав вӑхӑтӗнче пӗлтерӗпӗр, ҫапла май сире валли кӑшт интрига хӑварас кӑмӑллӑ эпир.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkul.su/299.html
 

Персона
Георгий Егоров
Георгий Егоров

Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Георгий Егоров текех пуҫлӑх мар. Аса илтеретпӗр, унпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче сиксе тухнӑччӗ. Ӑна районти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект хӑпартнӑ чухне хысна укҫа-тенкипе тӗрӗс мар усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Суд ӑна пӗр ҫула яхӑн килте тытса усранӑ.

«Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Георгий Егоровӑн килти арестне пӑрахӑҫланӑ, тухса ҫӳремесси пирки алӑ пустарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулин те Георгий Егоров хутпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланнӑ. Суд ӑна должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ-мӗн.

Аса илтерер, Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑччӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарта 31 ҫулти Наталия Леонтьева ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем те, тӑванӗсем те шыраҫҫӗ. Наталия ҫухални пирки аппӑшӗ Светлана Софронова хыпарланӑ.

Наташа Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл хут уйӑрттармасӑр пурӑнакан упӑшкипе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хирӗҫнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.

Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Наташа унпа кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче юлашки хутчен ҫыхӑннӑ. Ун чухне йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Телефонне вӑл кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче сӳнтернӗ.

Наталия унччен те килтен тухса кайкаланӑ. Анчах вӑл аппӑшӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Наташа 160-165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Мӑйӗ ҫинче, сылтӑм енче, тур палли пур. Наташӑна курсан ҫак телефонпа ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 89825541744.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40227
 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хатӗрленеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Нумаях пулмасть ЧР вӗренӳ министрӗ Иван Исаев канашлу ирттернӗ. Унта ППЭ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 9-мӗш класран вӗренсе тухакан 11,4 пин ҫамрӑк пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ витӗр тухӗ. 11-мӗш класран вара 5,2 пин яш-хӗр вӗренсе тухать. Вӗсен ППЭ тытма тивӗ.

Кӑҫал студентсене нимеҫӗ (волонтер) пулма сӗнеҫҫӗ. Вӗсем ППЭре общество сӑнавҫисем пулӗҫ. Пулас волонтерсене норматив докуменчӗсем, сӑнавҫӑсен прависемпе тивӗҫӗсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Вӗсем зачет парсан ҫеҫ аккредитаци илӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40250
 

Пӑтӑрмахсем
Сусӑр спортсмен траппа аннӑ самант
Сусӑр спортсмен траппа аннӑ самант

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта килнӗ спортсменсенчен пӗрипе Шупашкарти аэропортра ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Замир Шкахов самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.

Хӑйсем утайман спортсменсене аэропорт ӗҫченӗсем йӑтса антарнӑ-мӗн. Унтисем федерацин информаци агенствисенчен пӗрне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, аэропортра сусӑрсене йӑтма хӑнӑхтарнӑ ятарлӑ ушкӑн пур.

Пӑтӑрмах пирки халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем лару-тӑрӑва право тӗлӗшӗнчен хак парӗҫ.

 

Республикӑра
Александр Казаков
Александр Казаков

Ҫӗрпӳ районӗнче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкермелли канашлура унта ҫӳп-ҫап тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйту ҫивӗччине палӑртнӑ. Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.

«Ҫӗрпӳ районӗн лайӑх енсем сахал мар. Харпӑр хӑй тупӑшне пухас ӗҫ кӑтартӑвӗпе район республикӑри ытти муниципалитетсем хушшинче хисеплӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Юлашки ҫулсенче муниципалитетра пӗчӗк тата вӑтам услам ӗҫ сфери те курӑмлӑ аталанса пырать. Ял хуҫалӑх тытӑмӗ те кӑтартуллӑ ӗҫлени никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — тенӗ Михаил Игнатьев.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков докладра муниципалитетӑн ҫитӗнӗвӗ сахал маррине каланӑ.

Чӑваш Енри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «тепӗр пысӑк ыйту — тавралӑхри ҫӳп-ҫапа тирпейлесе пуҫтарасси». Районти икӗ муниципалитетра ыйту ҫав тери ҫивӗч иккен.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан ултӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем контрафактлӑ эрех сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи кӑрлас уйӑхӗччен вӗсем, 31–54 ҫулсенчи ҫынсем, лицензи ҫук пулсан та маркӑламан тата пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан эрех сутнӑ. Ӑна вӗсем республика тулашӗнчен туяннӑ — ҫур литршӑн 50 тенкӗ ҫеҫ тӑкакланӑ.

Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ене йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫак эрехпе килнӗ. Пӗтӗмпе унта 370 пин тенкӗлӗх алкоголь пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем шырав ирттернӗ хыҫҫӑн 22 канистра, 555 курупка эрех туртса илнӗ. Кашни курупкара ҫур литрлӑ, пӗр литрлӑ 6–20 кӗленче пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40237
 

Спорт
Чире парӑнмасӑр ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлакансем
Чире парӑнмасӑр ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлакансем

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗрев-куҫав аппарачӗ аманнисен ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейри ӑмӑрту пуҫланнӑ. Ун пек ӑмӑрту Олимп резервӗн республикӑри 3-мӗш спорт шкулӗн манежӗнче кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет.

Виҫӗ кунлӑх ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 39 регионӗнчи 350-а яхӑн спортсмен пуҫтарӑннӑ. Республикӑри тӳре-шара вӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Чире парӑнмасӑр ҫитӗнӳ патне талпӑнакансене хамӑр ҫӗршыври пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Олегг Костюченко та хавхалантарнӑ. «Пӗтӗм тӗнчери паралимпиада комитечӗ пирӗн ҫӗршывӑн паралимпиада комитетне кӗртмест пулин те эпир шанӑҫа ҫухатмастпӑр, малаллах ӑнтӑлатпӑр», — тенӗ вӑл.

Ҫӗнӗ Шупашкарта иртекен ӑмӑртура мала тухнисем пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнӗҫ. Спортсменсем 60, 400, 800, 1500, 3000 метра тупӑшӗҫ, техника дисциплинисенче хайсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2537, 2538, 2539, 2540, 2541, 2542, 2543, 2544, 2545, 2546, [2547], 2548, 2549, 2550, 2551, 2552, 2553, 2554, 2555, 2556, 2557, ... 3982
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 11

1902
123
Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1965
60
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
34
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
2006
19
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...