Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра «Добрые всходы» (чӑв. Ырӑ калча) куҫса ҫӳрекен курав ӗҫлеме тытӑннӑ.

Фотосенчен тӑракан курава Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ Аркадий Айдака халалланӑ. Ӑна Чӑваш наци музейӗ хатӗрленӗ.

Аркадий Айдак — РФ тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Вӑл — маларах асӑннӑ Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ҫынни. 1985 ҫулта унӑн тӑван ялӗнче халӑх хуҫалӑхӑн музейне те йӗркеленӗ. Ку пуҫару авторӗ те — ӗмӗрне ял хуҫалӑх ӗҫне халалланӑ Аркадий Айдак. Ял хуҫалӑх отраслӗнче республикипех ҫӗр кӗрленӗ кӑна мар, ҫӗршывра палӑрнӑ ҫак ҫын ячӗпе курава музейҫӑсем кӑҫал пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернине кура йӗркеленӗ.

 

Культура

Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат.

Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар.

Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ.

Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ.

Малалла...

 

Культура

Чӑваш Республикин халӑх артистки Августа Уляндина «Поле чудес» (чӑв. Телӗнтермӗш уйӗ) телепередачӑн ӗнерхи, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, тӗлӗнтересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун чухне эпир вӑл вӑййа хутшӑнасси е юрласси пирки каламанччӗ. Халӗ вара пӗлетпӗр. Вӑййа хутшӑнмарӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки вӑййа Чӑвашран хутшӑннӑ ҫынпа пӗрле тухрӗ.

Шупашкар ҫынни, Иван Егорович Дмитриев, Августа Уляндинӑпа унӑн ушкӑнне «музыка парни» тесе паллаштарчӗ. Иван Егорович Виталий ывӑлӗн ачипе, Семенпа, параппан умне тухрӗ. Калаҫма ӳркенмен, питӗ йӑрӑ ача сӑвӑ вуласа пачӗ, хӑйӗн ҫулталӑкри йӑмӑкӗ пуррине пӗлтерчӗ. Вӑл Иван Дмитриев вара вӗлле хурчӗ тытнине пӗлтернӗ май пыл сӑри илсе пынӑ, унпа Леонид Якубовичпа сӑйларӗ. Тата вӑл чӑваш мунчине килсе кӗме сертификат парнелерӗ, милӗк, шӑрттан. Милӗкпе хӑй ҫапса яма шантарчӗ. Кӑларӑма арҫын пилӗк мӑнукӗнчен виҫҫӗшӗнпе ҫитнӗ. Вӗсенчен тепри те сӑвӑ вуларӗ.

Шупашкар арҫынни финала тухрӗ, унта та ҫӗнтерчӗ, тӗкӗрлӗ фотоаппарат ҫӗнсе илчӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра Чӗмпӗр облаҫӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Аварире Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем вилнӗ: 39 ҫулти хӗрарӑм тата 6-ри хӗрача.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Hyundai Sonata урапа руле итлеттереймен, ҫул хӗррине тухса кайнӑ. Унтан вӑл Ford Focus урапапа пырса ҫапӑннӑ. Унта вара Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем иномаркӑран 6-ри хӗрачан тата 39 ҫулти хӗрарӑмӑн кӗлеткине кӑларнӑ. Вӗсем вӑйлӑ суранланнӑ, пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама чарӑннӑ.

Водителе тата икӗ пассажира, аманнӑскерсене, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81206
 

Республикӑра

Пирӗн республикӑра 100 ҫултан иртнӗ 64 ҫын пурӑнать. Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре ҫыннӑн пурнӑҫ тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ. 2010 ҫултанпа вӑл 2,4 ҫул ӳснӗ, пӗлтӗрхи ҫул вӗҫне ку кӑтарту 71 ҫулпа танлашнӑ.

Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, юлашки 5 ҫулта республикӑра нумай ҫул пурӑнакансен йышӗ 4910 ҫын ӳснӗ. Кӑҫал, 2012 ҫулхипе танлаштарсан, 100 ҫултан иртнисем 18 процент нумайрах.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал тепӗр 26 ҫын 100 ҫул тултармалла. Ҫапла вӗсен йышӗ 90 ҫын таран ҫитме пултарать. Нумай пурӑнакансен йышӗ ӳснӗ май республикӑра кӑҫал геронтологи центрӗ уҫасшӑн.

 

Хулара Ксения Волченкова тунӑ сӑн
Ксения Волченкова тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче ача ҫуратнӑ хӗрарӑмпа ачине кӗтсе илнӗ чухне тӑванӗсене сӑн ӳкерттерме юрамасть теҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, хӑйсен фотоаппарачӗпе усӑ курма юрамасть-мӗн, мӗншӗн тесен унта фотограф ӗҫлет имӗш.

Наталия Семенова «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, аппӑшне ачипе кӗтсе илнӗ чухне оператор вӗсене пепкене кипкепе чӗркенӗ пӳлӗме кӗртмен, фотоаппаратпа ӳкерме чарнӑ.

Лешӗ укҫалла ӳкерет-мӗн. Кусен хӑйсен профессионал фотоаппарат пулнӑ, ҫавӑнпа хирӗҫленӗ. Оператор вӗсене пур пӗрех кӗртмен.

Медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов оператор тӗрӗс мар хӑтланнине каланӑ. Унта операторсем чӑнах та ӗҫлеҫҫӗ. Анчах вӗсен ун пек хӑтланма юраманнине каланӑ тухтӑр.

Кун пек чухне ача ҫураттармалли ҫуртӑн заведующийӗ патне каймалла тесе пӗлтернӗ Алексей Кизилов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1839
 

Спорт

Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче вӗренекенсем халӗ хоккейла выляма пултараҫҫӗ. Унта хоккей курупки уҫнӑ.

Уписем кун пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ. 2014 ҫулта вӗрентекенсем «Каток ҫине кил» социаллӑ проект хатӗрленӗ. Район администрацийӗ вара вӗсене хавхалантарас тенӗ — хыснаран 330 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитменнине шкул администрацийӗ хушнӑ.

Шкул хӑйех ӗҫлесе илет. Унта ферма, ҫӗр лаптӑкӗ пур. Унта ӗҫлесе илнӗ укҫана каток тумашкӑн янӑ. Каток патӗнче ҫурт та тӑвасшӑн.

Ҫавӑн пекех куракансем валли вырӑнсем пур. Хунарсем те ҫутатаҫҫӗ. Халӗ шкулта хоккей командине йӗркелесшӗн. Арҫын ачасем коньки ҫине хаваспах тӑраҫҫӗ.

 

Республикӑра

Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ.

Премьер-министрпа иртнӗ тӗлпулура редакцири ыйтусене ҫӗкленӗ: ҫырӑнтару, хаксем, шалу… «Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Михаил Арланов «Хыпара» ытларах ялсенче вуланине, кӑларӑмсене унта ҫитермешкӗн почта хака хӑпартнине, ҫавна май редакцие укҫа сахал кӗнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗҫченсене укҫан хавхалантармашкӑн май сахаллине каланӑ вӑл.

Иван Моторин кӑларӑмсене ялсенче кӑна мар, хулара та ытларах ҫырӑнтарма сӗннӗ. Издательство ҫурчӗн, коммерци организацийӗ пулнӑ май, кирлӗ-кирлӗ мар расхутсене хӑйӗн оптимизацилемеллине те палӑртнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех грант конкурсӗсене хутшӑнма каланӑ. Министр вара кӑларӑмсене салатмалли урӑх майсем тупма, ку енӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатран тӗслӗх илме сӗннӗ.

 

Республикӑра Мария Васильевна Асламас
Мария Васильевна Асламас

Хурлӑхлӑ хыпар пӗлтеретпӗр. 89 ҫула кайнӑ Мария Васильевна Асламас пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул телекуравра ӗҫленӗ.

Мария Асламас Тӑвай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Сарӑтури консерваторие пӗтернӗ. Мария Васильевна чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, хӗрарӑмсен квартетӗнче юрланӑ, телекуравра сасӑ режиссерӗ пулнӑ.

Мария Васильевна шӑпине Анисим Асламаспа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсем чӑн-чӑн пултарулӑх династине йӗркеленӗ. Ачисем те, мӑнукӗсем те аслисен ҫулӗпе кайнӑ. Анисим Асламас 15 ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ.

Мария Асламаспа паян, 14 сехетре, Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 38-мӗш ҫуртра сывпуллашнӑ.

 

Республикӑра Ксюша Максимова
Ксюша Максимова

Етӗрне районӗнчи 13-ри хӗр комӑра выртни пирки республикипех калаҫаҫҫӗ. Ксюшӑн ашшӗ-амӑшӗ чылай клиникӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫав шутра — Израильти тата Канадӑри клиникӑсенчен те.

Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, амӑшӗн йӑмӑкӗ Инна Максимова ют ҫӗршыври клиникӑсенчен хурав килнине пӗлтернӗ. Вӗсем Ксенийӑна пулӑшса пӑхма хатӗр.

Шупашкар тухтӑрӗсем хӑйсен ӗҫне пурнӑҫланӑ, урӑх вӗсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшне Ксюшӑн чӗрине чирлӗ ачана пама сӗннӗ. Паллах, вӗсем хирӗҫленӗ. Ҫывӑх ҫыннисем шанчӑка ҫухатмаҫҫӗ.

Инна каланӑ тӑрӑх, Израиль тухтӑрӗсем Чӑваш Енри шкул ачин диагнозне тӗпчеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем хурав парӗҫ: ҫемьен Израиле килмелле-и е ҫук-и?

Унти специалистсем каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тухтӑрӗсем лартнӑ диагнозпа Ксюшӑн вӑранмалла пулнӑ (шанчӑкӗ — 80 процент). Ашшӗ-амӑшӗ хӗрӗн аппаратне сӳнтерме ирӗк памӗҫ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл кун пек пурнӑҫ тӑршшӗпех выртма пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1843
 

Страницӑсем: 1 ... 2525, 2526, 2527, 2528, 2529, 2530, 2531, 2532, 2533, 2534, [2535], 2536, 2537, 2538, 2539, 2540, 2541, 2542, 2543, 2544, 2545, ... 3623
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...