Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ку эрнере ҫанталӑк мӗнле пулӗ? «Ҫанталӑк 21» портал акӑ мӗн хыпарлать.
Паян каҫхине тата ыран ирхине юр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ир валли сивӗтӗ: термометр 13-15 градус таран кӑтартӗ.
Ытларикун уяр ҫанталӑк пулӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, каҫ енне 20 градус таранах сивӗтӗ. Анчах ҫиле пула 27-32 градус сивӗ пек туйӑнӗ.
Юнкун пӗлӗтленӗ, юр ҫума тытӑнӗ, ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтӗ. Анчах каҫхине каллех уяртӗ, ҫавна май сивӗтӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта термометр 30 градус сивӗ кӑтартӗ. Кӗҫнерникун уяр, сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ.
Эрнекун ӑшӑтӗ, 10-20 сантиметр таран юр ҫуса лартма пултарӗ.
Канмалли кунсенче те юр ҫума, ҫил-тӑман вӗҫтерме пултарӗ. Анчах хальлӗхе ку – 100 проценчӗпех мар, портал Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫанталӑк мӗнле пулассине каярахпа пӗлтерӗ.
