|
Персона
![]() Евгений Борисов Чечняри вӑрҫӑна хутшӑнса Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Евгений Борисова 2016 ҫулта суд 6,5 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата унран 10 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ. Аса илтерер, ӑна тата тепӗр пилӗк ҫынна «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе айӑпланнӑччӗ. Суд унӑн Герой ятге те туртса илмелле тунӑччӗ. Анчах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн президиумӗ Евгений Борисовӑн Раҫҫей Геройӗн ятне тавӑрма йышӑннӑччӗ. Чечня вӑрҫинче сапер пулнӑ ҫынна хӑйне лайӑх тытнишӗн тӗрмерен кӑларма йышӑннине ӗнер «Россия 24» телеканал кӑтартрӗ, Героя хӑйне те калаҫтарчӗҫ. Евгений Борисов 10 миллионтан хальлӗхе 120 пине яхӑн ҫеҫ тӳлесе татни паллӑ. | ||
Раҫҫей халӑхӗсем Владимир Путин патне наци чӗлхисене вӗренме тивӗҫлисен йышне кӗртме чӗнсе каланӑЧӑваш чӗлхи
![]() Тӗнче тетелӗнче Раҫҫей халӑхӗсен ятӗнчен ҫырнӑ ҫыру вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Контактра халӑх тетелӗнчи «За языки РФ» ушкӑнра пӗлтернӗ. Чӗнсе каланинче наци чӗлхисене хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш шая антарнине сивленӗ, вӗсене вӗренме тивӗҫлисен йышӗнче хӑварма ыйтнӑ. Ытти ҫырусенчи пекех кунта та Владимир Путин панӑ Пр-1710 №-лӗ хушу Конституцине те ытти саккунсене те хирӗҫленине аса илтернӗ, наци чӗлхине вӗренӳ системинчен кӑларни вӗсене ҫухалас патне илсе ҫитерме пултарни пирки пӗлтернӗ. Республикӑсенчи кашни патшалӑх чӗлхине пурне те вӗрентни халӑхсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетни пирки те асӑннӑ. Ҫырӑвӑн тулли варианчӗпе кунта паллашма пулать: docs.google.com/forms/d/e/1FAIpQLSelopoXbZsFOYpLaTahohT5_Jpyl9TK7aR9WQAHK-IxsgeDTQ/viewform. Унтах кашни ҫак ҫыру айӗнче алӑ пулма пултарать. Паянхи 14:00 сехет тӗлне пурӗ пӗр пин ытла ҫын алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Республикӑра
![]() Ҫул-йӗрти инкекре вилнисене асӑнса чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Пӗтӗм тӗнчери астӑвӑм кунӗ иртет. Ҫавна 2005 ҫулта йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫалхи ырана, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшне, тивет. Ҫулта-йӗрте вилнисене асӑнса, чӗррисене ыррине сунса чиркӳсенче кӗлӗ вулӗҫ. Шупашкарта ыран кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи инкекре шар курнӑ «ВАЗ-2109» автомашинӑна автоэвакуатор ҫине вырнаҫтарӗҫ те хула ҫыннисене кӑтартса ҫӳрӗҫ. Астӑвӑм кунне халалласа Шупашкарта ӗнерех хӑш-пӗр мероприяти ирттернӗ. Шупашкарти 2-мӗш шкул ачисем ҫуран ҫӳрекенсене тата водительсене хутран ӑсталанӑ пирӗштисене парнеленӗ. Пӗтӗмп 130 пирӗшти ӑсталанӑ ачасем. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫын кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи автоаварире сарӑмсӑррӑн куҫ хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Культура
![]() Пӗрремӗш каналпа шӑмат кунсерен эфира тухакан «Играй, гармонь любимая» (Выля, юратнӑ хуткупӑс) телекӑларӑмра паян Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем пулчӗҫ. Эфирта Шупашкар районӗнчи «Телей», Шупашкарти «Эревет», «Уяв» ансамбльсене, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Нестареющие сердца» тата Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗнчи сыпӑксене кӑтартрӗҫ. Хуткупӑсҫӑсенчен Николай Алексеев, Ҫӗрпӳри Николай Ключников татӑ Эльвира Тимофеева, Комсомольски районӗнчи Михаил Луков, Етӗрне районӗнчи Михаил Михайлов, Шупашкар районӗнчи Валерий Васильев пулчӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал иртнӗ Ҫӗрпӳ ярмӑрккине «Играй, гармонь любимая!» кӑларӑма ӳкерекен Захар тата Анастасия Заволокинсем концертпа килнӗччӗ. Кайран вӗсем темиҫе пултарулӑх ушкӑнне телекӑларӑм ӳкернӗччӗ. Телекӑларӑма хатӗрлекенсем Шупашкарти Трактор музейӗнче чӑваш туй сыпӑкне ӳкернине те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. | ||
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ черетлӗ хутчен уҫӑлнӑ. Ӑна, аса илтерер, Максим Михайлова халалланӑ. Паянхи фестиваль шучӗпе — ҫирӗм ҫиччӗмӗш. Паян П. Чайковскин «Евгений Онегин» оперипе куракана савӑнтарнӑ. Тӗп партисенче Сартури Михаил Журков, Ярославььти Альбина Хрипкова, Беларуҫри Юрий Городецкий пулнӑ. Кӑҫалхи фестивальте ҫавӑн пекех — Г.Доницеттин «Любовный напиток», Дж.Вердин «Риголетто» оперисемпе, «21 ӗмӗрти тенорсен» арт-проекчӗ тата, яланхиллех, гала-концерчӗ. Ют регионсенчен килнӗ сцена ӑстисем те чӑвашсене хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗрлӗ оперӑра тӗлӗнтерӗҫ. Опера фестивалӗ уҫӑлнӑ савӑк саманта кураканпа Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе, ытти тӳре-шара пайланӑ. | ||
|
Экономика
![]() Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти Раҫҫейӗпех чапа тухнӑ. РБК журнал 2013-2016 ҫулсенчи кӑтартусене шута илсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти ҫӗршывра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсекен ТОП-50 организацисен шутне кӗнӗ. «Автомобиль фургонӗсен комбиначӗ» списокра 25-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 2013-2016 ҫулсенче тупӑшне 2,2 миллиардран 6,6 миллиард тенке ҫитернӗ. Вӑл ҫар фургонӗсем, автозаксем, куҫса ҫӳрекен ҫӑлав пункчӗсем, кустӑрма ҫинчи лабораторисем тата ытти техника туса кӑларать. Продукцие ытларах РФ Хӳтӗлев министерстви, ШӖМ, МЧС, ФСИН, РЖД, «Газпром», «Транснефть» туянаҫҫӗ. Предприяти 1930 ҫултанпа ӗҫлет. 27-мӗш йӗркене вара «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ» йышӑннӑ. Вӑл тупӑшне 2,9 миллиард тенкӗрен 8,5 миллиард тенке ҫитернӗ. 1920-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ савут ятарлӑ техника кӑларать. Унӑн продукцине те ытларах чухне РФ Хӳтӗлев министерстви туянать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Вӗренӳ
![]() Чӳк уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче хулари ҫамрӑк вӗрентекенсен «Вӗрентекен – яланлӑхах!» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна акӑлчан вӗрентекенне Н.В.Юклановӑна халалласа йӗркеленӗ. Ҫамрӑк педагогсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӑҫал унта Ҫӗмӗрле хулинчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ачасене ӑс паракан 13 вӗрентекен хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ кун урок ирттернӗ, жюри ҫамрӑк педагогсен ӗҫне хакланӑ. Кӑҫал конкурсра хушма пӗлӳ паракан педгогсем те тупӑшнӑ. Ку конкурса тата интереслӗрех иртме май панӑ. Палӑртмалла: ку фестиваль Ҫӗмӗрле хулинче пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Вӑл вӗрентӳре пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан педагогсене уйрӑмах пулӑшать. Жюри вӗсен ӑсталӑхӗ ҫулран-ҫул ӳснине палӑртнӑ. Кашнинех грамотӑпа чысланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара «Педагогика шухӑшӗсен тата вӗренӳ проекчӗсен ярмӑркки» фестивальте палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнче приставсем ашшӗпе ачи патне пынӑ. Вӗсем 8 ҫулти арҫын ачана амӑшӗ патне илсе каясшӑн пулнӑ. Приставсем пырса кӗнӗ чухне арҫын шӑпах ывӑлне лаша утлантарнӑ. Пакунлисем кӗрсе тӑнине курсан ашшӗ тӳрех ӑнланнӑ: вӗсем ачана туртса илесшӗн. Хайхискер аптӑраса тӑман — лаша утланнӑ ывӑлне тарма ыйтнӑ. Ача итленӗ, ял тӑрӑх вӗҫтерсе уя виркӗннӗ. Приставсем ун хыҫҫӑн чупнӑ. Кӑштахран ача кӳршӗ яла ҫитнине пӗлнӗ. Приставсем, ача-пӑча психологӗ, опека органӗсем тата ачан амӑшӗ унталла вӗҫтернӗ. Арҫын ачана лаша ҫинчен анма ӳкӗте кӗртнех. Ӑна амӑшне панӑ. Ашшӗне вара куншӑн пуҫран шӑлман, 10 талӑклӑха арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра юр хулӑнӑшӗ вырӑнӑн-вырӑнӑн 5 сантиметра ҫитнӗ. Анчах савӑнма ан васкӑр: вӑл та ирӗлсе кайӗ. Сӑмах май, кӑҫал юр виҫҫӗмӗш хут ҫуса лартать, унтан ирӗлет. Хальхинче вӑл ҫитес тунтикун ирӗлме пуҫлӗ. Канмалли кунсенче вара йӗпе юр ҫукалӗ. Сывлӑш температури 0 градус пулӗ. Ку нормӑран 4 градус ӑшӑрах. Тунтикун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк 5 градус таран ӑшӑтӗ. Ытларикун та ҫумӑр ӳккелӗ. Икӗ талӑкра пӗр уйӑхри нормӑн ҫурри ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун каллех юр ҫуса савӑнтарӗ, эрнекун кӑштах шӑнтӗ. Ҫапах хӗл ларасса кӗтмелле мар. Чӳк уйӑхӗ вӗҫлениччен юр ҫуса лартмӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вӗҫӗнче каллех ӑшӑтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Афиша
![]() Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кашни ҫулах ҫу уйӑхӗнче йӗркелеҫҫӗ. Ҫитес ҫул вӑл хӑҫан йӗркеленӗ? Паян, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти кинофестивале ирттересси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче иртӗ. 11-мӗш хут йӗркеленекенскер пилӗк куна тӑсӑлӗ. Михаил Игнатьев хушура ЧР Министрсен Кабинечӗн кинофестивале йӗркелемелли пирки палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Михаил Васильевич вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене ку ӗҫе хутшӑнма, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене кинофестивале ҫутатма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
