Ӗнер Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пресс-конференци ирттернӗ. Президент суйлавӗн хальхи кампанийӗнче журналистсене вӑл пуҫласа пухнӑ. Суйлав умӗнхи кампани лӑпкӑн иртес шанчӑк тӳрре килменнине палӑртнӑ вӑл.
Пресс-конференци пирки ҫырнӑ статьяра Александр Белов журналист Мускава ҫӑхавсем ҫитнине асӑнса хӑварнӑ. Шалӑпсенче йӗркене пӑсни тата администраци ресурсӗпе усӑ курни пирки евитлеҫҫӗ имӗш.
Кӑҫалхи суйлав кампанийӗнче ялан ӗҫлекен 1162 суйлав комиссийӗ пулӗ, унсӑр пуҫне следстви изоляторӗсенче — иккӗ, пысӑк стационарсенче — 13. 1000 ҫынтан ытларах суйлавҫӑллӑ участоксенче (ун пеккисем Чӑваш Енре 349) тӗнче тетелне тухакан видесӑнав йӗркелӗҫ. Ҫакна журналистсене Александр Цветков пӗлтернӗ.