Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗнчи депутатсен пухӑвӗн пайташӗ тата усламҫӑ мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха?

52 ҫулти арҫын йывӑҫ каснӑ-мӗн. Ку — саккуна пӑсни. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче хайхискер моторлӑ пӑчкӑпа усӑ курса виҫӗ йывӑҫа — икӗ хыра тата пӗр ҫӑкана — каснӑ. Пӗтӗмпе депутат ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине 6 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Арҫын тӗлӗшпе судья приговор вуланӑ. Унӑн 7 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнче фельдешерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Ҫӗнни мар. Вӑл кивӗ, юрӑхсӑра тухнӑ пулнӑ.

Пушара ачасем кӑларнӑ. Ҫулӑм 19 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем часах ҫитсен те, пушара хӑвӑрт сӳнтерсен те фельшерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ.

Хуҫасӑр ҫуртра ачасем час-часах вылянӑ-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӗсене пула тухнӑ.

Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Ене 849 пушар тухнӑ. Вӗсенче 86 ҫын вилнӗ, тепӗр 85-шӗ суранланнӑ. Пушартан 339 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

 

Хулара

Чӑваш Енре ача пахчисем хута ярас енӗпе федераци программи вӗҫленнӗ пулин те ӗҫ чарӑнса ларман-ха. Ҫитес ҫул Шупашкарта виҫӗ ача пахчи уҫасшӑн.

Ача пахчисем Алькеш поселокӗнче, «Радужный» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче уҫӑлӗҫ. Алькешрине авӑн уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Чылайӑшне халӗ кирпӗчрен купалаҫҫӗ. Кунта вара панель хута яма шухӑшланӑ. Унашкалли «Садовый» микрорайонта та пур.

Ача пахчинче 240 вырӑн пулӗ. Пӗтӗмпе 12 ушкӑн ӗҫлӗ. Малтанах ку ҫурта Шупашкарти фирмӑн хута ямалла пулнӑ. Строительсем никӗс чавнӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кайран Патӑрьел районӗнчи подрядчике тупнӑ.

Ҫӗнӗ ҫулччен стена панелӗсене монтаж туса пӗтерме палӑртнӑ. Ача пахчи ҫитес ҫулхи ҫулла хута каймалла.

 

Апат-ҫимӗҫ

Нумаях пулмасть Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко пулнӑ лавккасене тӗрӗсленӗ. Специалистсем те йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Вӗсемшӗн айӑплисен явап тытма тиветех.

Роспотребнадзор ӗҫченӗсем «Акатуй», «Санар», «Смак» лавккасенче, Тӗп пасарта пулса курнӑ. «Акатуй» лавккара тата Тӗп пасарти хӑш-пӗр сентре ҫинче срокран тухнӑ ҫимӗҫсене сутнине тупса палӑртнӑ. Пӗр вырӑнта апат-ҫимӗҫ упранӑ чухне температура режимне пӑхӑнман. «Санар» тата «Акатуй» хатӗр-хӗтӗрӗ тата производство пӳлӗмӗсем япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Вӗсенче таракан таврашӗсем те курӑннӑ.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн апат-ҫимӗҫӗн 22 партине пӑрахӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 68,5 килограмм юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Куншӑн айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38347
 

Сывлӑх

Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре 6466 ҫын ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Ку, иртнӗ ҫулсенчи вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, 2,6 процент нумайрах.

Чӳк уйӑхӗн варринчи кӑтартупа танлаштарсан, чирлекенсен йышӗ 17 процент ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен 64 проценчӗ — 17 ҫул тултарман ачасем. Ҫак тапхӑрта 151 ҫынна ОРВИпе пульницӑна вырттарнӑ.

Ытларах Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 8 пациентӑн парагрипп, 3-шӗн аденовирус пулни паллӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Ӗнер кӳршӗ ялта туй пулчӗ. Ялӗ инҫех мар вырнаҫнӑ. «Вара мӗн — туй?» — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Анчах вӑл мана тыткӑнларӗ. Мӗншӗн тесен хӗр илме килекенсем чӑваш туйӗн юррисене шӑрантарчӗҫ. Туй юррисене итлеме ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Аякранах уйӑрса илтӗм: каччӑ енчисем хамӑр тӑрӑхрисемех — Трак енчи туй юррисене пӗтӗм урам илтмелле янӑраттарчӗҫ.

Астӑватӑп-ха: эпир пӗчӗк чухне хӗр илме кайнӑ чухне туй арӑмӗсем хура кӗпе тӑхӑнса, тӗрлӗ-тӗслӗ хӑюллӑ хыҫҫакки ҫакса каятчӗҫ. Хӗр енчисем вара — шурӑ кӗпепе. Икӗ енчи туй пӗрлешсен мӗн тери вӑйлӑ уявччӗ! Пӗррехинче, ун чухне манӑн тус качча кайрӗ, туй арӑмӗсем наци тумне тӑхӑнса Елчӗк районне кайрӗҫ. Пирӗншӗн ку яланхи йӑлаччӗ, туй арӑмӗсене эпир ҫапла курма хӑнӑхнӑ. Елчӗксем вара чӑннипех те тӗлӗннӗ. «Артистсем килсе кайрӗҫ», — тенӗ вӗсем савӑнса. Ара, елчӗксем чӑваш йӑли-йӗркине ытларах упрама тӑрӑшаҫҫӗ пулин те вӗсем туйра унашкаллине курман. Чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртрӗ ҫамрӑк мӑшӑрӑн уявӗ.

Кашни районӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Елчӗк районне туя кайсан вӗсен йӑли пирки пӗлтӗм. Елчӗксем туйра ирчченех савӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Культура
«Несӗлӗмӗрсен мӗлки»
«Несӗлӗмӗрсен мӗлки»

Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта «Тени наших предков» (чӑв. Несӗлӗмӗрсен ӗмӗлкисем) регионсем хушшинчи истори фестивалӗ пулать. IX-XI ӗмӗрсене халалланӑскер кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртет.

Фестивале хутшӑнакансем Атӑлҫи Пӑлхар, Авалхи Руҫ, Скандинави, Византи тата ытти патшалӑхсен культурипе, кулленхи пурнӑҫӗпе, ҫар ӑсталӑхӗпе тата кун-ҫулӗпе паллаштарӗҫ.

«Ӗҫ-пуҫа ҫулсеренех Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр ҫын хутшӑнать. Кӑҫал Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче чи лайӑх истори клубӗсен элчисем пухӑнӗҫ. Фестиваль программинче ҫапӑҫусем, ал ӗҫне вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем, асӑнмалӑх туянмалли парнесен лавкки тата ытти те пулӗ. Унта кашниех кӗреет. Ӗҫ-пуҫ 12 сехетре пуҫланать», — «Пӗлме: Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» ушкӑн «Контактри» страницӑра ҫапларах хыпарланӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхне кӗрекен Писер ялне унта пурӑнакансем тӳре-шара пулӑшӑвне кӗтсе лармасӑр хӑтлӑх кӗртнӗ.

Ялти хастарсем тата унта пурӑнакансем ҫине тӑнине, тӑван ялшӑн ыррине нумай тунине ял тӑрӑхӗнче те курмӑш тумаҫҫӗ, ун пирки хӑйсен сайтӗнчи хыпарта та асӑнса хӑварнӑ. «Пурнӑҫ пахалӑхӗ тата пурӑнма лайӑх условисем тӑвасси пирӗнтен, ялта пурӑнакансенчен, нумай килет», — тесе каланӑ унта.

Писерсем нумаях пулмасть каллех хӑйсен пуҫарулӑхне ҫирӗплетсе панӑ. Вӗсем ял вӗҫӗнчи йывӑҫ картана тимӗртен тытса ҫавӑрнӑ. Хастарсенчен вырӑнти ял тӑрӑхӗ Алексей Березов, Сергей Этриванов, Лев Павлов, Алексей Иванов, Валериан Капитонов ячӗсене ырӑпа асӑннӑ, вӗсене ӗҫшӗн чунтан тав тунине пӗлтернӗ.

 

Кӳршӗре
Дмитрий Самаренкин
Дмитрий Самаренкин

Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Ҫак тилхепене йӑхташӑмӑрсем Тутарстан парламенчӗн депутатне Дмитрий Самаренкина тыттарнӑ. Вӑл ҫын — «Казанский жировой комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн председателӗ.

Хусан тӑрӑхӗнчи чӑвашсен отчетпа суйлав пухӑвне (вӑл Тутарстанӑн тӗп хулинче иртнӗ) унти парламентӑн тата пирӗн республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисем Фарид Мухаметшинпа Валерий Филимонов, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов хутшӑннӑ. Сӑмах май, Н. Угаслов та, К. Яковлев та — Тутарстан ҫӗрӗн ҫыннисем.

Дмитрий Самареникин пирки каласан, унӑн ашшӗ Анатолий Самаренкин, Тутарстанӑн мелиораци тата шыв хуҫалӑхӗн министрӗ, КамАЗ гендиректорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ru.chuvash.org/news/2298.html
 

Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енре ҫитес ҫулталӑкӑн утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗ вӑтамран 4,4 процент хӑпарӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хаксем пирки хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Маларах эпир ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарассине пӗлтернӗччӗ-ха.

Кӗсьене пуринчен ытла Шупашкарта ҫӳхетме тивӗ: унта хак хальхинчен чӗрӗк пай таран хӑпарма пултарать. Ҫакӑ ӑшӑ энергийӗпе хутнин хакӗ 24,8-шар процент хакланнипе ҫыхӑннӑ. Канашра хак 10%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 12%, Ҫӗмӗрлере 7% ӳсмелле. Яллӑ районсенче хак хӑпараслӑх 4,4 процентран иртмелле мар. Ҫапах та хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ку цифрӑран пысӑкрах пулӗ: Элӗкре — 5,7%, Патӑрьелте — 6%, Вӑрнарта — 4,7%, Йӗпреҫре —12%, Комсомольскинче — 4,9%, Красноармейскинче — 12%, Хӗрлӗ Чутайӗнче — 5,7%, Тӑвайӗнче — 8%, Ҫӗрпӳре — 10%, Етӗрнере — 12%, Куславккара — 12%, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче — 12%, Вӑрман-Ҫӗктерте — 10%, Ишлейре — 7,5%, Кӳкеҫре — 7%, Ҫӗньялта — 10%.

 

Страницӑсем: 1 ... 2263, 2264, 2265, 2266, 2267, 2268, 2269, 2270, 2271, 2272, [2273], 2274, 2275, 2276, 2277, 2278, 2279, 2280, 2281, 2282, 2283, ... 3620
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...