Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
«Правда ПФО» интернет-хаҫат коллажӗ
«Правда ПФО» интернет-хаҫат коллажӗ

Ҫак уйӑхӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче парламент укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗ. Аса илтеретпӗр, ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташне Александр Федотова шанчӗҫ. Григорий Данилов ятлӑ коммуниста социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ. Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.

Ҫапла тунипе килӗшмесӗр ӗнер, раштавӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судне тавӑҫ ҫитнӗ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Игорь Михайлов шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынна хӑй хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах суйлани саккуна пӑсни пулать.

Малалла...

 

Спорт

«Звезда» федераци телеканалӗпе Улатӑр хулинчи спорт объекчӗсем пирки кӑтартнӑ. Ҫынсем вырӑнти влаҫ ку тӗлӗшпе япӑх ӗҫленӗшӗн кӑмӑлсӑр-мӗн.

Чӑваш Ен пирки раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Ун чухне «Фетисов» ток-шоун 27-мӗш кӑларӑмӗ эфира тухнӑ. Унта Улатӑр хулинче хоккей вылямалли курупка ҫуккине сӳтсе явнӑ. Улатӑрсем каланӑ тӑрӑх, спорта аталантарас тӗлӗшпе япӑх ӗҫлеҫҫӗ. Спорт объекчӗсем те япӑх лару-тӑрура-мӗн.

Студие хоккей командин капитанне Сергей Столярова чӗннӗ. Унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионӗ Александра Кожевникова тата ыттисем пулнӑ. Сергей Столяров каланӑ тӑрӑх, хулари пӗртен-пӗр хоккей курупкин ҫур ҫул хуралҫӑ пулман. Ҫав вӑхӑтра йӑлтах йӑтса пӗтернӗ, чӳречисене ҫӗмӗрнӗ.

Леонид Черкесов ку ыйтӑва уҫӑмлатас ӗҫӗ хӑй пӑхса тӑрассине пӗлтернӗ. Вӑл Михаил Игнатьев хӑй те хоккейла вылянине, ахӑртнех, вӑл кун пирки пӗлменнине каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38465
 

Политика

Елчӗк районӗн пуҫлӑх пуканне чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗ Ираида Васильева йышӑннӑ. Унччен ку тивӗҫе пурнӑҫланӑ Петр Скворцов ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайма заявлени ҫырнӑ. Вӑл ку должноҫре пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен ӗҫленӗ.

Ираида Васильевӑна Елчӗк районӗнчи депутатсен пухӑвӗнче суйланӑ. Вӑл паян иртнӗ. 18 депутатран чылайӑшӗ Ираида Васильевӑшӑн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫакна курсан йӗрсе янӑ, ҫӗнӗ должноҫа йышӑнма хирӗҫҫине те палӑртнӑ.

Ираида Васльева унччен Шӑмалакри шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Палӑртмалла: вӑл Пушкӑрт Республикинче ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38500
 

Вӗренӳ

Шупашкарти ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗни чӑннипех те пысӑк ҫитӗнӳ. Вӑл ҫак списока лекнине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.

«Пуласлӑх шкулӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри V вӗренӳ канашлӑвӗ Питӗрте чӳк уйӑхӗн 15-27-мӗшӗсенче иртнӗ. Шӑпах ҫавӑнта «Раҫҫейри чи лайӑх 100 шкул» тата «Раҫҫейри чи лайӑх 100 ача пахчи» конкурссен лауреачӗсене чысланӑ.

«Раҫҫейри чи лайӑх 100 ача пахчи» список йышне Шупашкарти 19-мӗш ача пахчи лекнӗ. Ку – пысӑк хисеп.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38505
 

Культура

Унччен ун вырӑнӗнче кивӗ ҫурт пулнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче культура ҫурчӗ тума тытӑннӑ.

Ҫӗнӗ ҫурт 150 ҫынна йышӑнмалӑх пулӗ. Халӗ унта ӗҫ хӗрсех пырать. Проект пӗтӗмпе 27 миллион тенкӗлӗх кайса ларӗ. Культура ҫуртне ҫитес ҫулхи ҫулла туса пӗтерме палӑртнӑ.

Ҫӗнӗ клуб хальхи требованисемпе килӗшсе тӑрӗ. Халӗ унта шыв тата газ пӑрӑхӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ. Пушар сӳнтермелли тытӑма та лартнӑ.

Культура ҫуртӗнче мероприятисем, концертсем, спектакльсем иртӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта фильм курма май пулӗ. Креслӑсем пуҫтарӑнӗҫ, ҫавӑнпа клубра волейболла, баскетболла та выляма май пулӗ.

Унчченхи клуба революцичченех хута янӑ. Хальлӗхе, ҫӗнӗ культура ҫуртне туса пӗтериччен, ҫынсем вулавӑша пухӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Куславкка районӗнче ҫемье шар курнӑ. Ку вырӑнти судьян килӗнче пулнӑ.

Куславкка хулинче пурӑнакан ҫемье, ултӑ ҫынран тӑраканскер, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ҫак кунсенче сивӗ ҫанталӑк тӑчӗ. Ҫемье ҫавна май газа пысӑклатнӑ. Сӗрӗм вара пӳрте тухнӑ.

Тухтӑрсене вӗсем хӑйсемех чӗннӗ. Тӑватӑ аслӑ ҫынна тата икӗ ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Ачасем 2000 тата 2008 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳртри газ хатӗр-хӗтӗрӗ йӗркеллех ӗҫлет. Вентиляци мӗнле ӗҫлени пирки нимӗн те каламан.

 

Статистика

Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракансем Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче кӗтес тупаҫҫӗ. Фонда Чӑваш Енре 2008 ҫулта йӗркеленӗччӗ.

Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттерсем хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене, хваттер илме черетре тӑракансене, ҫурт-йӗр илме ҫӑмӑллӑх пуррисене, ҫамрӑк ҫемьесене, ҫамрӑк специалистсене лекеҫҫӗ, инкеклӗ лару-тӑрӑва пула шар курнисене те фонд кӗтеспе тивӗҫтерет.

2013 ҫулхи раштавра хваттерте пурӑнакансене хӑйсем патшалӑхран тара илсе пурӑнакан ҫав кӗтесе туянма ирӗк паракан саккун йышӑннӑ. Анчах малтан унта ҫулталӑк пурӑнмалла. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, татӑлса пӗтме 10 ҫул параҫҫӗ. 2008 ҫулхи раштавран пуҫласа 2014 ҫулхи раштавччен республикӑра 1986 хваттер (106,2 пин тӑваткал метр) тунӑ. Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗ тӗлне 30 пине яхӑн тӑваткал метрне туяннӑ. Ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене те ҫак фондри хваттере валеҫеҫҫӗ.

Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттерте найм мелӗпе пурӑннӑшӑн 1 тӑваткал метр лаптӑкшӑн кӑҫал шупашкарсем 55,20 тенкӗ тӳлесе тӑнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 54,24 тенкӗ, Ҫӗмӗрлере – 41,59 тенкӗ, Ҫӗрпӳ рйаонӗнчи Опытный поселокра – 38,84 тенкӗ.

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнче витӗмлӗ вырӑн йышӑннӑ предприятисенчен пӗри, Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) ҫаплипех ҫул юппинче тӑрать.

Иртнӗ уйӑхӑн 23-мӗшӗнче хапрӑкӑн патшалӑх аллинчи 49 процент акцине сутмалли черетлӗ аукцион иртмеллеччӗ, анчах ун чухне та ӑна туянакан тупӑнман.

Пушанса юлнӑ инкубаторсене чӑх-чӗпе малтан чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӑмарта хурасси пирки хыпарларӗҫ, каярах раштав уйӑхӗн ҫурринче тесе каларӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем ку сӑмах чӑна тухассӑн туйӑнмасть теҫҫӗ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса ҫырнӑ РФ Перекет банкӗн тата Чулхулари «Корма и концентраты» обществӑн тавӑҫӗсене пӑхса тухнӑ тав ку ыйту патне таврӑнассине ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 17 тата 17-мӗшӗсене куҫарнӑ. Авӑн уйӑхӗнчи ларура Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче унчченхи тавӑҫҫӑсемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑччӗ. Хапрӑк хӑй умӗнче те апатшӑн татӑлса пӗтменнине пӑхмасӑрах Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗччӗ.

Малалла...

 

Культура
Кураври экспонатсем
Кураври экспонатсем

Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекенсем Патшалӑхӑн истори архивӗ куравне ҫитсе курнӑ. Студентсене пӗтӗмӗшле дисциплинӑсене вӗрентекен Рэвиль Гараев ертсе кайнӑ. Куравӗ те сумлӑскер: архив ӑна Григорий Хирпӳ композитор 105 ҫулхине халалланӑ.

Курав-хӑтлава тӑратнӑ экспозицисем хушшинче кӗвӗ-ҫемӗ пултаруллӑ ӑстин, маларах Шупашкарти музыка шкулӗнче тата техникумӗнче, каярах Ленинградри (халӗ Питӗр) консерваторире вӗреннӗскерӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартаканнисем, унӑн юррисем, хаҫат-журнала вӑл тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ статьясем пулнӑ. Нота еткерлӗхӗн оригиналӗсемпе те куравра паллаштарнӑ. Ҫамрӑксене Григорий Хирпӳн хайлавӗсен тӗрлӗ варианчӗсем уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ, ҫав шутра «Нарспи» опера валли ҫырнӑ партитура та.

 

Республикӑра
Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче
Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче

Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине Александр Цветоквах ертсе пырӗ. Ҫӗнӗрен суйланнӑ ушкӑн ӗнер пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑннӑ. ТСКн улттӑмӗш йышӗн ларӑвне ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.

«Чӑваш Енӗн ТСК лайӑххисен шутӗнче. Эпир ку комиссие тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартатпӑр», — тенӗ Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Антон Лопатин ларура. Вӑл малтанхи 5 ҫул ӗҫленӗ йыша тав тунӑ. Чӑваш Енӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Лопатин Михаил Игнатьева та ырӑпа палӑртнӑ. РФ ТСК пайташӗ шучӗпе пирӗн регион ертӳҫи обществӑна «консолидацилессипе, мӗнпур политика партийӗпе тата общественноҫпа ҫыхӑну тытассипе» нумай ӗҫлет.

ЧР ТСКне республика Элтеперӗ тата чӑваш парламенчӗ 12 ҫынтан йӗркеленӗ, вӗсенчен улттӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», РФКП, ЛДПР, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», «Патриоты России» (чӑв. Раҫҫей патриочӗсем), «Народ против коррупции» (чӑв. Халӑх коррупцие хирӗҫ) партисен регионти уйрӑмӗсен пайташӗсем, икӗ ҫынна Раҫҫей ТСК сӗннӗ, тӑваттӑшӗ — общество организацийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансем.

 

Страницӑсем: 1 ... 2258, 2259, 2260, 2261, 2262, 2263, 2264, 2265, 2266, 2267, [2268], 2269, 2270, 2271, 2272, 2273, 2274, 2275, 2276, 2277, 2278, ... 3620
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...