Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Тутарстан чӑваш пики – 2018» республика конкурсӗ кӑҫалхипе 9-мӗш хут иртнӗ. Вӑл Хусанти Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче пулнӑ.
Вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, тӗп титулшӑн 13 хӗр тупӑшнӑ. «Йӗркелӳҫӗсем маларах шантарнӑ пекех ҫӗнӗлӗхсем нумай пулчӗҫ. Ҫапах та конкурсӑн тӗп темине чӑваш хӗрарӑмне халалланӑ», — пӗлтернӗ хаҫатра.
Хӗрсене тӗрлӗ номинаципе хакланӑ: «Сапӑр пике» – Регина Сеслюкова (Ҫӗпрел, Хулаҫырми); «Йӑл кулӑ» – Милена Скобелева (Элмет районӗ, Чӑваш Сиреньел); «Сатур пике» – Диана Мердюкова (Ҫӗпрел, Кивӗ Чакӑ); «Илем пике» – Екатерина Тюплина (Пӑва районӗ, Мӑкӑр); «Ҫепӗҫ пике» – Эльвина Фаррахова (Павлӑ районӗ, Потап-Тӑмпӑрлӑ); «Илӗртӳллӗ пике» – Анастасия Илюхина (Хусан); «Хӳхӗм пике» – Карина Туктамышева (Элмет районӗ, Клемтел); «Ӑс-хакӑл пике» – Александра Краснова (Ҫарӑмсан районӗ, Акрель); «Тарават пике» – Кристина Кузнецова (Теччӗ районӗ, Ҫармӑс); «Кӗмӗл саслӑ пике» – Екатерина Осипова (Нурлат районӗ, Якуркел); «Чи килпетлӗ пике» – Анастасия Дмитриева (Павлӑ районӗ, Ваҫкино-Туйраллӑ); «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» – Юлия Еликова (Элкел районӗ, Чӑваш Пӑрнайӗ).
Тӳресем пӗр саслӑн пулса «Сар пике» номинацие (III вырӑна) – Регина Сеслюковӑна панӑ; «Маттур пике» номинацие (II вырӑна) Анна Тихонова ҫӗнсе илнӗ. Тӗп титула Карина Туктамышева тивӗҫнӗ.
