Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан икӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче сунара кайнӑ. Ун чухне вара ҫакна тума юраман.
Хайхискерсем Ҫӗнӗ Выҫли вӑрман хуҫалӑхӗн участокӗнче пӑши амине йӗрленӗ те персе вӗлернӗ. Браконьерсем пӑши тушкине ҫав кунах УАЗ автомашинӑпа киле илсе кайнӑ.
Вӗсен киревсӗр ӗҫӗ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫав икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна нумай пулмасть суд пӑхса тухнӑ. Браконьерсен штраф тӳлеме тивӗ. Кашнин 150 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Кунсӑр пуҫне вӗсен чӗрчунсен тӗнчене тӑкак кӳнӗшӗн 200 пин тенкӗ тӳлемелле. Ҫакна та палӑртмалла: арҫынсен сунара икӗ ҫул ҫӳреме юрамӗ.