Политика
![]() Сар.ru сӑнӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкар районӗн депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхне суйласа лартнӑ. Ку должноҫе Владимир Димитриев йышӑннӑ. Хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама вӑл ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, тытӑнӗ. Официаллӑ майпа ҫирӗплетиччен те вӑл ҫак пукан ҫинчех ларнӑ — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа контракта ырантан пуҫласа районти улттӑмӗш суйлаври депутатсен пухӑвӗн ӗҫӗ вӗҫлениччен ҫырнӑ. Хальхинче халӑх тарҫисем пурте уншӑн сасӑланӑ, вӗсен вара икӗ кандидатурӑран пӗрне суйлама тивнӗ. Аса илтерер, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн должноҫне ҫирӗплетессишӗн унччен ирттернӗ конкурсра никама та суйласа лартайманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян 16 сехетре федераци каналӗпе Шупашкарти нумай ачаллӑ ҫемье пирки кӑтартӗҫ. «Мужское\Женское» кӑларӑмӑн официаллӑ ушкӑнӗнче кун пирки анонс панӑ. Хальхинче кӑларӑмра Мария Падиаровӑн ҫемьйи пирки калаҫӗҫ. Палӑртмалла: хӗрарӑм 2012 ҫулта «Раҫҫей миссисӗ» конкурс финалне лекнӗ. Вӑл 13 ачана воспитани парать: 9-шӗ хӑйӗн, 4-шӗ опекӑна илнисем. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Мария 16-ри Даринӑна тата унӑн 14 ҫулти шӑллӗне Даниила каялла ача ҫуртне парасси пирки пӗлтернӗ, анчах хӗрарӑм кайран куншӑн ӳкӗннӗ. Кая юлнӑ: опека органӗсем Даньӑна илсе кайнӑ, кӗҫех Дарина патне килӗҫ, ӑна урӑх ҫемьене парӗҫ. Унччен ҫак кӑларӑмра Марийӑпа опекӑна илнӗ ачасен хушшинчи хутшӑну пирки калаҫнӑ. Ун чухне хӗрарӑм куҫҫульеннӗ. Халӗ хӗрарӑм ҫемйери лару-тӑру лайӑхланнине ӗнентересшӗн. Кӑларӑма пушӑн 7-мӗшӗнче ӳкернӗ. Халӑх тетелӗнче Дарина акӑ мӗн ҫырнӑ: хӗр амӑшӗпех килте пурӑнать, унтан ниҫта та каясшӑн мар. Опека органӗсем вара хӑратаҫҫӗ имӗш. «Мана ку кӑларӑм хама ӑнланма пулӑшрӗ, халӗ эпӗ урӑхла. Халӗ ӑнланатӑп: анне маншӑн пӑшӑрханнӑ, эпӗ вара ҫакна хӑнӑхман, мӗншӗн тесен эпӗ тӑван аннепе кукамая кирлӗ пулман», - ҫырнӑ Дарина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче Мичурин урамӗнчи 3-мӗш тата 5-мӗш ҫуртсен умӗнче, Уруков урамӗнчи 24-мӗш ҫурт патӗнче, Крупская тата Хмельницкий урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, Пролетари урамӗнчи 5-мӗш ҫуртпа «Асамат кӗперӗ» ача пахчи хушшинче ҫӳп-ҫап аплипех купаланса выртать. Хула пасарӗ те таса мар. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») тетел хыпарлать. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗ Асхат Махмутов палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑнти тӳре-шаран паянах ҫирӗп мерӑсем йышӑнмалла. Чи малтанах вӗсен ӑпӑр-тапӑра тиесе кӑларттармалла, йӗркене малашне кам пӑснине палӑртмашкӑн сӑн фиксацийӗн хатӗрӗсене вырнаҫтармалла, халӑхпа тӗл пулса ҫавӑн пирки калаҫмалла. Кунсӑр пуҫне унччен ЯХПК пулнӑ лаптӑкра та купи-купипех ҫӳп-ҫап йӑваланса выртать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе хуларан ӑпӑр-тапӑр турттарса тухакан компани саккуна пӑсса тунӑ. «Тӗплӗ тасату» проект авторӗ Владимир Михайлов фирма ӑптӑр-каптӑра ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр ҫине тӑкни пирки каланӑ. Куншӑн вӗсене штрафланӑ, апла пулин те ҫӗре ҫӗрекен ӑпӑр-тапӑртан тасатса пӗтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян – Ҫемье кунӗ. Чӑваш Енри ЗАГС органӗсем паян акци ирттереҫҫӗ. Вӑл «Пӗр кун – уйрӑлмасӑр» ятлӑ. Акципе килӗшӳллӗн мӑшӑрсене уйрӑлассинчен пӑрӑнма ыйтаҫҫӗ. ЧР Юстици министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна ҫемьесене упрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне малашне ЗАГС органне уйрӑлма килнӗ мӑшӑрсемпе калаҫу ирттерӗҫ. Хӗрарӑмсен тата Ашшӗсен канашӗсем те ҫемьесене упраса хӑврассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем уйрӑлас патне ҫитнӗ ҫемьесемпе курса калаҫаҫҫӗ. Усси пурах. Кун пек калаҫу хыҫҫӑн 30 мӑшӑр уйрӑлас шухӑшне улӑштарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре 954 ҫемье арканнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8,5% процент сахалрах. Ун чухне 1043 мӑшӑр уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмарти спорт шкулӗнчи бассейн. Cap.ru-ран илнӗ сӑн Вӑрмар районӗнчи спорт шкулӗн инструкторне судпа айӑпласшӑн. Унӑн айӑпне пула арҫын бассейнра путса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Вӑрмар поселокӗнчи спорт шкулӗн инструкторӗ хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнчен кайнӑ, ҫавӑнпа бассейна ӳсӗр арҫын ним мар лекнӗ. 52 ҫултискер ишнӗ вӑхӑтра шывпа чыхӑнса кайнӑ та путнӑ. Бассейнра пулнӑ тепӗр арҫын ӑна туртса кӑларнӑ, пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Шел те, ӳсӗрскере ҫӑлма май килмен. Ҫак пӑтӑрмахшӑн инструктора ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Вӑрмар район администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Пуҫиле ӗҫе вара суда пӑхса тухма янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал ҫулла Шупашкарти «Амазони» этнокомплексра ҫӗнӗ ҫичӗ аттракцион тата зоокӗтес уҫӑлӗ. Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗн планеркинче калаҫнӑ. Халӗ паркра 13 аттракцион ӗҫлет. Ҫӗртме уйӑхӗнче тепӗр ҫиччӗшӗ ӗҫлесе каймалла. Ҫуллахи аква-зона та ӗҫ-хӗлне малалла тӑсӗ. Пӑр катокӗ пулнӑ ҫӗрте фестиваль зонине йӗркелӗҫ. Зоокӗтес вара утӑ уйӑхӗнче пулӗ. Ҫулла парка килекенсене «Амазонкӑсен историйӗсем» анимаци представленине кӑтартӗҫ. Вӗсене Хула аттракционӗсем тата Амазонкӑсен аллейи ятлӑ лапамсенче ирттерӗҫ. Хулари ытти парк та ҫуллахи программӑсем хатӗрлӗҫ. Лакрей вӑрманӗнче, Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче те тӗрлӗ фестивальсемпе проектсем пурнӑҫланӗҫ. Кунсӑр пуҫне вӗсенче аттракционсене ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмар районӗнче ваккатпа йӗрке хуралҫи хушшинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Вӑрмар район прокуратури «Республиканская» (чӑв. Республикӑри) ваккатсен коллегийӗн Тӑвай районӗнчи филиалӗн ваккачӗ тӗлӗшпе айӑплав ҫирӗплетсе ӗҫе район судне ярса панӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехетсенче вакката РФ Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Пакунлисен куҫӗ тӗлне вӑл ӳсӗр пирки ҫакланнӑ. Полици уйрӑмӗнче ваккат тарӑхнӑ, хирӗҫнӗ, усал сӑмахпа перкелешнӗ пулать. Пакунли асӑрхаттарсан ӑна вӑл икӗ ҫын умӗнче кӳрентернӗ. Следстви умӗнхи тӗпчев вӑхӑтӗнче ваккат хай айӑпне йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим пулнине йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта 11 ҫынна типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн тата кӑвайт чӗртнӗшӗн штрафланӑ. Аса илтерер: кунашкал режим Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнченпе пырать. Ҫак тапхӑрта вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма, ялсем ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть Ҫак йӗркене пӑснӑ ҫынсене 2-4 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ. Должноҫри ҫынсен вара 15-30 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Усламҫӑсен штрафӗ пысӑкрах – 30-40 пин тенкӗ. Юридици сӑпачӗсен вара штрафӗ 200-400 пин тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Екатеринбургри чӑваш наци-культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ лалру-тӑрура уявлама хатӗрленет. Ҫавна май унтисем Акатуй та ирттерӗҫ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Таганская слобода» ҫемье канӑвӗн паркӗнче иртӗ. Уяв программи пуян пулассине шантараҫҫӗ. Автономин правленийӗн пайташӗ Наталья Макеева халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, ӗлӗкхи йӑла-йӗркене кӑтартса ҫӗр ӗҫченӗн гимне халӑхпа юрласшӑн, наци вӑййисене вылясшӑн, ташласшӑн. Ал ӑстисен ӗҫӗсенчен курав та хатӗрлӗҫ. Екатеринбургри чӑвашсем ытти ҫул та наци уявӗсене ирттернӗ. Ҫулсерен Сурхурие, Ҫӑварние, Акатуя, Кӗр сӑрине пухӑннӑ. Автономин фольклор ушкӑнӗ те пур. Вӑл тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Вӑрман касакансен республика шайӗнчи конкурсне вӗҫӗмех хутшӑнакан Артем Шашков кӑҫал Чехинче иртнӗ тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура мала тухнӑ. Бензопӑчкӑпа ӗҫлекенсем унта тренировка мелӗпе ирттернӗ ӑмӑртура тупӑшнӑ. Каярах вӗсем Норвегинчи ӑмӑртӑва кайӗҫ. «Вӑрман касакан – 2017» Раҫҫей чемпионатӗнче пирӗн ентешӗмӗр пӗлтӗр тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Чӑваш Ен команди тӗрлӗ номинацире призлӑ тӑхӑр вырӑн йышӑннӑччӗ. Ушкӑнпа вӗсем иккӗмӗш вырӑна ҫӗннӗччӗ. Вӑрман касас ӗҫре Артем Шишков вун пилӗк ҫул вӑй хурать. Хӑй вӑл — Йӑлӑмран. Унӑн ашшӗ те вӑрманҫӑ пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл аслин ҫулӗпе кайма шухӑшланӑ. Арҫын журналистсене каланӑ тарӑх, унӑн ывӑлӗ Леня та аслашшӗпе ашшӗн ҫулне малалла тӑсас шухӑшлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |