Ҫутҫанталӑк
![]() Урамра ҫуллахи пек шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Сывлӑш температури вӑтамран 19-20 градус ӑшӑ. Ку – утӑ уйӑхӗнчи норма. Кашни кун тенӗ пекех вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвать. Ку эрнере ытларах кӑнтӑр енчи районсенче ҫумӑр ӳкнӗ. Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнче вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑр та ҫунӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл чечексене, йӑран ҫинчи калчасене пӗтернӗ. Пӑр ҫӗре хупласах хунӑ, ҫынсем унран пӗчӗк юр кӗлетке те тунӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун каллех вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарать. Ыран вара ҫанталӑк 25 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун кӑштах сивӗтӗ. Ытларикунпа юнкун каллех шӑрӑх тӑрӗ: 27 градуса ҫитӗ. Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче сивӗтӗ. Тепӗр шӑрӑх ҫӗртме уйӑхӗн 2-10-мӗшӗсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Анастасия Прокопьева. Сар.ru сӑнӗ Шупашкарти ӳнер училищин 3-мӗш курс студентки Анастасия Прокопьева Раҫҫей шайӗнче «Искусствӑн илемлӗ тата хушма тӗсӗсем» ятпа иртнӗ професси ӑсталӑхӗн олимпиадинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, олимпиадӑн финал тапхӑрӗ Мускаври С.Г. Строганов ячӗллӗ ӳнерпе промышленноҫӑн патшалӑх академийӗнче ҫу уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен пухӑннӑ 27 студент чи пцлтаруллин ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Палӑртса хӑвармалла, виҫӗ кун хушшинче вӗсем пулас дизайнерӑн мӗн пӗлмеллине шута илсе хатӗрленӗ тест ыйтусене хуравланӑ, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Унсӑр пуҫне хӑйсене куҫарура кӑтартнӑ тата коллективпа епле ӗҫлемеллин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «…Каланисем йӑлтах чӑн мар та, Сан йышшисем ҫавах сахал. Кӗрешӳри ӗҫчен Юмартӑм, Эс маншӑн халь те ИДЕАЛ!» — ҫакӑн пек сӑвӑ йӗркисене вуланӑ ӗнер Виталий Родионов профессор Геннадий Юмарта халалласа. Паллӑ чӑваш ӑсчахӗ, фольклорисчӗ, ҫыравҫи, поэчӗ, куҫаруҫи 80 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ятарлӑ каҫ ирттернӗ. Унта паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, Геннадий Юмарта сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ. Уяв каҫне вулавӑшпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ йӗркеленӗ. Сакӑр теҫеткери юбиляр та унта ҫитнӗ. Геннадий Юмарт ӗҫне пурте пысӑка хурса хакланӑ. Искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев профессор, сӑмахран, Геннадий Юмарта «чи тӑрӑшуллӑ тӗпчевҫӗ тата фольклора пӗлекен» тесе мухтанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти «Шупашкар – Арена» пӑр керменӗнче Егор Кридӑн концерчӗ иртнӗ. Кун хыҫҫӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ общество концерт йӗркелӳҫи тӗлӗшпе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Мӗн пулнӑ-ха? «Ҫыхӑнура» портала прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Егор Крид юрланӑ хӑш-пӗр юрӑн соавторсем пулнӑ. Вӗсене саккуна пӑхӑнса сцена ҫинче шӑрантармашкӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Анчах ҫак ӗҫе пурнӑҫламан. Шупашкарти Ленин районӗнчи 2-мӗш участокӑн миравай судйи усламҫа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Постановлени вӑй кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Нумаях пулмасть оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Айдар Хисамутдинов пурнӑҫран хӑй ирӗкӗпе уйрӑлни пирки сайра пӗлтернӗччӗ. Вӑл 36 ҫулта кӑна пулнӑ. Ҫамрӑк артиста асӑнса Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Концерта Ольга Сетнеровна Нестерова хатӗрлӗ. Пултарулӑх каҫӗнче артистӑн хайлавӗсем, вӗсем пурте тенӗ пекех фонограммӑпа кайӗҫ, пулӗҫ. Ҫавӑн пекех солистсем, хор, оркестр юрлакан хайлавсем те янӑрӗҫ. «Айдар яланах пултарулӑх шыравӗнче пулнӑ ҫын», - ҫапла каланӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппин ӳнер ертӳҫи Данил Салимбаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче пурӑнакансем 43 ҫулти ентешӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем тӳрех ӑна шырама тытӑннӑ. Полицейскисем ял таврашӗнчи вырӑнсене, вӑрмана ҫаврӑнса тухнӑ. Ҫухалнӑ хӗрарӑма тепӗр кунхи кӑнтӑрла полици майорӗ Сергей Прохоров тупнӑ. Хайхискер ялтан 3,7 ҫухрӑмра, вӑрманта, ҫухалса ҫӳренӗ. Вӑл хӑйне япӑх туйнӑ, калаҫайман та. Полицейскисем наҫылкка туса ӑна вӑрмантан йӑтса тухнӑ. Ҫухалнӑскере вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑм тӑна кӗрсен мӗн пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл вӑрмана кайнӑ та мӗнле ҫухалса кайнине хӑй те сисмен иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарӑн Мускав районӗнчи Атӑл хӗрри юлашки вӑхӑтра хитреленсех пырать. Унта анса-хӑпармалли вырӑнсене пӗлтӗрех хитрелетнӗччӗ-ха, ҫыран хӗрринче канмалли вырӑнсем те хула ҫыннисемпе хӑнисем валли меллӗ. Велосипедпа ярӑнакансен кӑмӑлне те Шупашкарта шута илме тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗнер хулари тӳре-шара, Шупашкар хӑтлӑхӗшӗн яваплӑ специалистсем вырӑна тухса канашлу ирттернӗ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, канашлура сӳтсе явнӑ тӗп ыйту — велосипедистсен ҫулне куҫарса ун вырӑнне ролик конькипе ярӑнакансем валли ҫул туса парасси. Ҫак темӑна кун йӗркине кӗртнине мэринче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хушнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ вара ҫапла тума хула ҫыннисем ыйтнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта Вексельберг теплица хута яни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи кӗркунне унта пахча ҫимӗҫ ӳстерме тытӑнмалла. Анчах малтан теплица комплексӗ патне асфальт сармалла. Ҫула вара республика хуснинчи укҫа-тенкӗпе тӑвӗҫ. «Чӑваш Енре промышленноҫ тата инвестици ӗҫӗн аталанӑвӗн фончӗ» АУ «Ҫӗнӗ Шупашкар» теплица комплексӗ» патне ҫул хывмашкӑн электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 27 миллион та 795 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫул 962 метр тӑршшӗ, 6 метр сарлакӑш пулӗ. Ҫавӑн пекех теплица комплексне шывпа тивӗҫтермешкӗн 9 миллион та 100 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн уй-хирӗнче ака-суха тӑвакан, тыр-пул вырса илекен тракторист-машиниста ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе чыслама йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута Владимир Путин ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви паян хыпарланӑ. Николай Юрьевич Тихонова «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ. Ӗҫ биографине Николай Тихонов вӑтам шкул пӗтерсен Вӑрнар районӗнчи «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) хуҫалӑхра ӗҫлеме пуҫланӑ. Салтака кайса килсен те вӑл тӑван колхозрах ӗҫленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче самана саккӑрла ҫаптарнӑ вӑхӑтра та ҫӗр ӗҫне пӑрахман. 1996 ҫулта вӑл Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн механика цехне вырнаҫнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл районти чи лайӑх комбайнер евӗр пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Ҫар призывӗ малалла пырать. Шупашкарти ҫар комиссарӗ Олег Иванов хӑйне евӗр тӗслӗхпе тӗл пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 19 ҫулти студент ун патне справка илсе пынӑ. Ахӑртнех, вӑл ҫара каясшӑн пулман. Справкӑра вӑл 28 чирпе нушаланнине кӑтартнӑ. Вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ-мӗн. Тепӗр икӗ кунран каччӑ ҫара кайма юрӑхсӑр пулнине ӗнентерекен справка йӑтса килнӗ. «Справкӑра 28 чир-чӗре кӑтартнӑ. Эпӗ каҫару ыйтрӑм та, кунашкал документпа ман пата мар, тӳрех пульницӑна каймаллине каларӑм. Хамӑн службӑра кунашкаллине пӗрремӗш хут куртӑм. Каччӑна тепӗр хутчен медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма направлени ҫырса панӑ. Раҫҫей ҫарӗнче ҫамрӑк та сывӑ каччӑсен пулмалла», - тенӗ Олег Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |