Республикӑра
![]() Михаил Резников Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Тӗрле шайри чыславпа ыттисене те хаклама палӑртнӑ. Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑччӗ. Кайран ӑна республика Правительствине ӗҫлеме куҫарнӑччӗ. Унта Михаил Резников карьери хӑйне евӗр пынӑччӗ. Малтан вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран — транспорт министрӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗскер пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ку пукансӑр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, Михаил Резникова орден тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри «Мед-Клиник» центр республикӑра пурӑнакансем патне шӑнкӑравласа тӗрӗслев витӗр тӳлевсӗр тухма йыхравланӑ. Анчах ҫакӑ йӗркесӗрлӗх иккенне монополипе кӗрешекенсем ҫирӗплетнӗ — ара, ку Реклама ҫинчен калакан саккуна пӑсни пулать-ҫке. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарланӑ тӑрӑх, клиника ӗҫченӗсем интернетра пур телефон номерӗсемпе усӑ курса Чӑваш Енре пурӑнакансем патне шӑнкӑравланӑ, «Наци сывлӑхӗ – сывӑ наци» программӑпа килӗшӳллӗн организма тӗрӗслеме пымашкӑн йыхравланӑ. Анчах, ФАСӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗпчесе ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хайхи абонентсем хӑйсем патне мӗн те пулин рекламӑласа шӑнкӑравлама ирӗк паман. Клиникӑн асӑрхаттарӑва ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен пурнӑҫламалла та уйӑхӑн 17-мӗшӗччен кун пирки монополипе кӗрешекенсене хут ҫырса пӗлтермелле. Палӑртмалла, енчен те асӑрхаттарнине шута хумасан медицина центрне штрафлама пултараҫҫӗ. Унӑн виҫи вара должноҫри ҫынсемшӗн — 12-20 пин тенкӗпе, юридици сӑпачӗсемшӗн 300-500 пин тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сӑнӗ Шупашкара гастрольпе килнӗ циркра пӑтӑрмах пулнӑ — крокодил сцена ҫинчен анса куракансем патне каҫнӑ, чылайӑшӗн сехрине хӑптарнӑ. «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫ чӗрчунсене алла хӑнӑхтараканпа крокодил цирк кӑтартнӑ хушӑра пулнӑ. Чӗрчунсене алла хӑнӑхтаракан ҫав ҫын сценӑн тепӗр енне кайсан крокодил хӑвӑрттӑн шуса куракансем патне каҫнӑ. Паллах, нумайӑшӗ хӑраса ӳкнӗ. Юрать, цирк ӗҫченӗ крокодил ҫухалнине тӳрех асӑрханӑ, чӗрчуна алла илсе сцена ҫине хӑпарнӑ, унтан ӑна чаршав хыҫне илсе кӗнӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ Наталия ҫулерех асӑннӑ кӑларӑм журналистне каланӑ тӑрӑх, крокодил ун аллинче самаях ҫапкалашнӑ. Цирк ӗҫченӗсем крокодил куракансемшӗн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратманнине, мӗншӗн тесен ӑна сӑмсалӑх тӑхӑнтартнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Дмитрий Теллин Юрий Попов депутатпа. Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Юрий Чайка юстицин аслӑ канашҫине Дмитрий Теллина Ҫӗрпӳ районӗн прокурорне лартнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, Дмитрий Теллин 38 ҫулта кӑна, вӑл Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пала Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫулта Дмитрий Теллин Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурин следовательне вырнаҫнӑ. 2003 ҫултанпа тӗрлӗ должноҫра ӗҫленӗ: Ленин район прокуратурин аслӑ следователӗ, республика прокуратурин преступленисене уҫса паракан пайӗн уйрӑмах яваплӑ ӗҫсене пурнӑҫлакан следователӗ, Раҫҫей прокуратурин Чӑваш Енри следстви комитечӗн уйрӑмах яваплӑ ӗҫсене пурнӑҫлакан следователӗ, Чӑваш Ен прокуратурин уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тӑракан пайӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти полицейскисем суя эрех кӑларакан цех тупнӑ. Суя услам тӑвакан ҫынсен тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкар ҫыннисем, маркӑламан, лицензисӗр эрех кӑлараканскерсем, пакунлисен куҫӗ тӗлне 2017 ҫул вӗҫӗнчех лекнӗ. Полицейскисем вӗсене сӑнасах тӑнӑ. Хайхискерсем паллӑ маркӑсемлӗ эрех тесе хулана спиртлӑ шӗвек тата спирт кӳрсе килнӗ. Ҫавсенчен маркӑламан алкоголь туса кӑларнӑ. Вӗсен цехӗ хула варринчех вырнаҫнӑ. «Усламҫӑсем» спирта кранран юхакан шывпах хутӑштарнӑ, кӗленчене питӗрнӗ те курттӑммӑн туянакан ҫынсене сутнӑ. Ҫапла суя эрех республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те сарӑлнӑ. Полицейскисем цехра 2,5 пин литр эрех, 2,2 пин ытла литр спирт, кӗленчесене питӗрмелли станок, пушӑ кӗленчесем тата пӑкӑсем тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе 4 ҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри туберкулезпа кӗрешекен диспансера куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ флюорограф килнӗ. Вӑл – КамАЗ. Ҫӗнӗ машина республикӑри ялсене ҫитӗ. Ял ҫыннин ӗҫ нумай, унта-кунта тухса ҫӳреме вӑхӑт ҫук. КамАЗ вара меллӗ – яла ҫитме пултарать. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал машина кунне 150 ҫын таран йышӑнма пултарать, ҫулталӑкне вара – 33 пин ҫынна. Флюорографие кирек мӗнле ҫанталӑкра та тума май пур. КамАЗ «шӑтӑкра» вырнаҫнӑ ялсене те ҫитме пултарать. Флюорограф пысӑк пахалӑхлӑ, вӑл чир-чӗре лайӑрах тупса палӑртма май парать. Ку хатӗре республика хыснинчен уйӑрнӑ 14 миллион тенкӗпе туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Краснормейски районӗнчи Карай ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тата унӑн 23-ри пӗлӗшӗ пӳрт-вакун вӑрланӑшӑн суд сакки ҫине ларассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ют пурлӑха куҫ хывнисенчен пӗри, 30 ҫулти арҫын, Карай ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗччӗ. Ырӑ мар ӗҫе туссем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тунӑччӗ. Муркаш районӗнче ларнӑ куҫса ҫӳрекен пӳрт-вакуна вӗсем Элӗк районне илсе кайнӑ. Пурлӑх хуҫине, ял хуҫалӑх кооперативне, 210 пин тенкӗлӗх, сиен кӳнӗ. Пӳрт-вакуна вӑрланисен тӗлӗшпе суд пулнӑ. Арҫынсем унччен айӑпланманнине, пурлӑха хуҫине тавӑрса панине, хуҫи те вӗсене каҫарнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынсене суд иккӗшне 30-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» (чӑв. Иван Яковлев — чӑваш культурин патриархӗ ) темӑпа вулавӑш диктанчӗ иртнӗ. Диктант ҫырма республикӑри 170 лапамра — вулавӑшсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче — май туса панӑ. Акцие хутшӑнакансен Иван Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ 20 ыйтӑва хуравлама тивнӗ. Тӗрӗс хуравшӑн 5 балл лартӗҫ. Вулавӑш диктантне мӗнпур район хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уйрӑмах хастаррисем Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Тӑвай, Канаш, Комсомольски тата Элӗк районӗсем пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хӑйсен пӗлевне студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулавӑша ҫӳрекенсем тӗрӗсленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫавра сӗтелте Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра «Арҫынсен репродуктивлӑ сывлӑхӗ тата нумай ҫул хастар пурӑнасси» программа хута кайӗ. Ун пеккине маларах Раҫҫейӗн 19 регионӗнче тата чикӗ леш енчи 4 ҫӗршывра йышӑннӑ. Арҫынсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнипе пирӗн республикӑра та ҫине тӑрса ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Енри арҫынсем хӗрарӑмсенчен вӑтамран 12 ҫул сахалрах пурӑнаҫҫӗ иккен. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче те арҫынсен сывлӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑччӗ. Пурнӑҫ тыткӑчисемшӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӑшӑрханса калаҫнӑччӗ. Ларура пульницӑсенче урологсем ҫитменнине те асӑнса хӑварнӑччӗ. Ӗнер пирӗн республикӑра арҫынсен сывлӑхӗн ыйтӑвне хускатса ятарлӑ ҫавра сӗтел ирттернӗ. Унта сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов профилактика енӗпе ытларах ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнче пурӑнакан 45 ҫулти отставкӑри подполковник, ШӖМ пенсионерӗ судра явап тытнӑ. Пенсионер руль умне ӳсӗрле ларнӑ, ҪҪХПИ инспекторне ҫапнӑ. Ку пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канашра пулнӑ. Патрульпе пост службин ӗҫченӗ унталла-кунталла выляса пыракан машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын, ШӖМре ӗҫленӗскер, ларнӑ. Освидетельствовани тумашкӑн вӑл инспекторсене хӑйне сиплев учрежденине илсе ҫитерме ыйтнӑ. Унта ҫитсен хайхскер унтан тухса кайнӑ. Анчах ӳсӗр водителе ҪҪХПИ ӗҫченӗ чарнӑ, куншӑн ӑна лешӗ тӑнлав тӗлӗнчен чӑмӑрӗпе ҫапнӑ. Унтан ӳсӗрскер полицейские тата унӑн ӗҫтешне киревсӗр сӑмахсемпе ятлама пуҫланӑ. Полицейские итлеменшӗн арҫынна 1,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Освидетельствовани тухманшӑн 30 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 1,5 ҫул ларма юрамӗ. Суд ШӖМ пенсионерне полицейские хур кӑтартнӑшӑн, ҫапнӑшӑн тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |