Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Суд приставӗсем Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула хупса лартнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн СанПиН нормисене пӑсни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Йывӑҫ шкул стенисем ҫинче, урайӗнче ҫурӑксем пур. Вӑй-хал культурин урокӗсене урамра ирттернӗ. Япӑх ҫанталӑкра вара – шалта, анчах ятарлӑ пӳлӗм пулман.
Ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан Роспотребнадзор административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ, суда шкул ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, шкулӑн СанПиН йышӑннӑ йӗркесене тума условисем пулнӑ, анчах ҫакна пурнӑҫламан. Ҫавна май шкул ӗҫне 10 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Agabazar // 3567.73.2247
2019.08.24 21:47 | |
Вунă талăк иртсен юсаса çитерĕç-шим? | |
Agabazar // 1773.32.5518
2019.08.26 17:40 | |
Шкула хупасшăн пулмалла. | |
Арлан // 2121.33.1155
2019.08.27 13:14 | |
Лайӑх шкулшӑн тӑрӑшмасан тата мӗншӗн тӑрӑшмалл патӑрьелсен? Пӑлахая пере пуҫларӗҫ пулас... | |
Agabazar // 4176.09.4316
2019.08.28 18:36 | |
"Начар" шкулшăн тăрăшмалла мар-им? | |
